Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
mius-media.ru сайтри сӑн
mius-media.ru сайтри сӑн

Республикӑра хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен фермерсем ӗне туянма уйӑрса панӑ субсиди укҫин пӗр пайне электрон майпа алӑ пуснине тумашкӑн тӑкакланӑ. Ҫапла вӗсем панӑ укҫан уссине те курман. Ара, ку 2500 тенкӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне криптохӳтӗлев лицензине илме 2700 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Ӗне валли 5,5 пин тенкӗ субсиди уйӑрса параҫҫӗ. Электронлӑ документа илме вара ҫавӑн чухлӗ укҫах тухса каять.

Халӗ ку ыйтӑва татса панӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Малашне хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене субсиди илмелли килӗшӗве хут ҫинче алӑ пусса пама пултарӗҫ. ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑва улшӑнусем кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81829
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

6 ҫал каялла хӗрарӑмӑн ҫӑмарталӑхӗнче усал мар шыҫӑ аталаннине палӑртнӑ. Анчах пациентка утанпа пульницӑна кайса тӗрӗсленмен.

Унӑн хырӑмӗ ӳссех пынӑ, ҫавна май хӗрарӑм лайӑх сывлайман, ҫиеймен, утайман. Вара тин вӑл тухтӑрсем патне килнӗ.

Ҫав шыҫӑ пӗтӗм хырӑмне йышӑннӑ иккен. Тухтӑрсем операци тумаллине палӑртнӑ. Хӗрарӑмӑн варӗнчен 40 сантиметр тӑршшӗ, 35 килограмм таякан шыҫӑ касса кӑларнӑ. Тухтӑрсем кунашкаллине пӗрремӗш хут курнӑ. Шыҫҫа амалӑхпа, ҫӑмарталӑхпа пӗрле касса кӑларнӑ.

Хӗрарӑм вӑхӑтра тухтӑрсем патне каймасӑр пысӑк йӑнӑш тунине халь тин ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81833
 

Чӑвашлӑх
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.

«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.

Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре

Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ.

Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче.

Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет.

Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ.

Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ.

 

Хулара
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ
cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбус маршручӗсене улӑштарасшӑн, 66-мӗш автобус маршрутне (вӑл маршрутпа общество транспорчӗ ҫӳремест) пӑрахӑҫласшӑн.

Йышӑну проектне Халӑх тӗрӗслевӗн порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Хулара 6, 8, 9 тата 11-мӗш троллейбуссен ҫулне улӑштарасшӑн, ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта пурнӑҫлама палӑртнӑ.

11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус каллех Чукун ҫул вокзалӗ патне ҫити ҫӳреме тытӑнӗ, 5-мӗш троллейбус Мир проспекчӗпе – Эгер бульварӗпе – Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Маштехникум патне ҫити кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://regulations.cap.ru/projects/4281
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Пархикассинчи ял вулавӑшне тӗпрен юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, библиотека Раҫҫей субъекчӗсенчи библиотекӑсене 2023 ҫулта ҫӗнетмелли конкурсра ҫӗнтернӗ. Вулавӑша юсаса ҫӗнетме федераци хыснинчен 5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.

Ҫӗнӗ ӑрӑвӑн вулавӑшӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн «Манӑн ҫулӑм – ял хуҫалӑхӗ» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫамрӑксен «АгроПоколение» профориентаци шкулне уҫӗҫ, пӗчӗк вулакансем валли «Аграрикум» клуб йӗркелӗҫ. «Аграри профессийӗсен тӗнчине экскурси» интерактивлӑ плакат хатӗрлеме, «Ҫӗр тата ҫынсем» краеведени подкасчӗсем йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
gkan.cap.ru скриншочӗ
gkan.cap.ru скриншочӗ

Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне явап тыттарнӑ. Атӑлҫи регионсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокуратуринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти ҫутҫанталӑка сыхлакан районсем хушшинчи прокуратура канашсем каяша тирпейлес ӗҫе епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Козлов надзор органӗн ыйтӑвне ыйтнине вӑхӑтра хуравламан.

Прокурор ыйтнине пӑхӑнманшӑн Канашри тӳре-шара административлӑ майпа явап тыттарса 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре туса илекен ҫӑнӑхӑн пӗр партине Таджикстана ӑсатӗҫ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.

«Чӑвашхлебопродуктӑн» ҫӑнӑхӗн сӑнавлӑ партийӗ Таджикистана чукун ҫулпа ӑсанӗ. Енчен те тавар туянакана продукци пахалӑхӗ тата логистики тивӗҫтерсен экспорта яланхи мелпе йӗркелӗпӗр», – хыпарланӑ министр.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре туса илекен продукцирен 5,2 проценчӗ Таджикистана ӑсанать. Ҫав вӑхӑтрах Китая – 48,9 процент, Беларуҫ Республикине – 10,4 процент.

 

Ҫутҫанталӑк
postila.ru сайтри сӑн
postila.ru сайтри сӑн

Ыран республикӑра 20 градус таран ӑшӑтӗ те кайран сивӗтӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем.

Ыран хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ, вырсарникун вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах 8-13 градус таран сивӗтӗ, ҫӗрле 5-7 градус ҫеҫ пулӗ.

Эрне варринче ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче татах сивӗтме пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ, каҫсерен шӑнтӗ. Кайран, ахӑртнех, ылтӑн кӗркунне пуҫланӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81821
 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.

«Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ.

Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ.

Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.

«Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 996, 997, 998, 999, 1000, 1001, 1002, 1003, 1004, 1005, [1006], 1007, 1008, 1009, 1010, 1011, 1012, 1013, 1014, 1015, 1016, ... 4148
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 25

1848
178
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
101
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
75
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
17
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...