Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм нумаях пулмасть хӑйӗн йыттине ҫухатнӑ. Кун пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, «хаски» ӑратлӑ йытта хӑй ӗҫлекен кафе умне кӑкарса хунӑ.
Йӗрке хуралҫисем йытӑ вӑрланӑ ҫынна шырама тытӑннӑ. Кӑштахран ҫав йытта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи полици уйрӑмӗ умӗнче асӑрханӑ, ӑна хӑйсем патне илсе кӗртнӗ.
Йытта кам вӑрланине те кӗҫех тупса палӑртнӑ. Ҫамрӑк мар мӑшӑр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кӑкарса хунӑ йытта вӗсем хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа ӑна хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Киле такси тытса каяс тенӗ. Машина кӗтсе тӑнӑ хушӑра йытӑ тарса ҫухалнӑ.
Халӗ ҫав мӑшӑр тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
