Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти хута каякан шкула туса пӗтермешкӗн тепӗр 188 миллион тенкӗ кирлӗ. Чӑваш Енри тӳре-шара РФ ҫутӗҫ министрӗн ҫумӗпе тӗл пулнӑ. Ун чухне РФ Правительствин резерв фондӗнчен хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Ку юлашки вӑхӑтра строительство материалӗсем хакланнипе ҫыхӑннӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, малтан шкул тума 1,2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Ку шкула патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хута яраҫҫӗ.

Микрорайонти шкула 2022 ҫул вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82001
 

Спорт
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Адлерта опытлӑ спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫуллахи чемпионат иртнӗ. Унта пирӗн ентеш, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗ Виктор Семенов 2 медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ.

Чемпионата 500 яхӑн ветеран-ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Виктор Семенов 5 тата 10 ҫухрӑмсене чупса 70-73 ҫулсенчи спортменсен хушшинче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81991
 

Хулара
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта икӗ автобус маршрутне улӑштарма йышӑннӑ.

Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх 12-мӗш тата 41-мӗш маршрутсене пырса тивнӗ.

Хулари 12-мӗш автобус «Садовӑй» микрорайонтан «Благовещенски» микрорайона ҫӳреме тытӑннӑ. Автобуссен интервалӗ — 18 минут.

41-мӗш маршрутпа малашне пӗчӗк маршруткӑсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳрӗҫ. Автобуссен 10 минутра пӗрре хутлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/2964
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Комсомольскинчи полици уйрӑмне М-12 ҫула тунӑ ҫӗртен 30 тимӗр бетон ҫухални пирки пӗлтернӗ. Подрядчике кӳнӗ тӑкак 350 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсем - Тутарстанри 28-35 ҫулсенчи тӑватӑ рабочи. Вӑрланӑ бетонсен пӗр пайне Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта тупнӑ.

Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӗсен ытти ҫӗре тухса ҫӳреме юрамӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку вырсарникун, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли кун иртӗ. Шупашкарта вӑл «Олимпийский» стадионта пулӗ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт уявӗ 10 сехетре пуҫланӗ. 10 сехет ҫурӑра массӑллӑ старт пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1 ҫухрӑм утӗҫ.

Финиша ҫитсен уява хутшӑннӑ ҫынсене асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Мӗнле ҫанталӑк кӗтет пире? Паян-ыран ҫумӑр ҫумӗ. Вырсарникун аслати авӑтма пултарӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн, ахӑртнех, хӗвел тухӗ. Тунтикун вара кунӗпех ҫумӑр лӳшкеме пултарӗ, ҫил те вӑйланӗ. Анчах ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ.

Ҫитес 3 кунра республикӑра сывлӑш температури 15-20 градус пулӗ. Юпан 3-мӗшӗнче ҫӗрле те 10-15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Каҫхине тата ирхине тӗтре карса илме пултарӗ.

Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ. Юпан 6-мӗшӗнченпе уяртӗ, ҫил те лапланӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «ылтӑн кӗркунне» пуҫламӑшӗ пулӗ. Вӑл юпан 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗнче республикӑра 14 ҫын вилнӗ. Танлаштармашкӑн: ҫурла уйӑхӗнче – 9, утӑ уйӑхӗнче – 3, ҫӗртмере 13 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 215 ҫын инфекциленнӗ. Иртнӗ талӑкра 328 ҫын пульницӑран сывалса тухнӑ. 25 ҫынна вара пульницӑна сипленме вырттарнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 4677 ҫын вилнӗ. Ҫапла чирленӗ кашни 21-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

 

Культура
Татьяна Шмелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Татьяна Шмелева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.

Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.

 

Ҫурт-йӗр
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейскинчи ишӗлекен общежитисенче пурӑнакансем ҫӑхавпа Мускава ҫитнӗ. Вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин йышӑннӑ.

Видео-конференц-ҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ йышӑну вӑхӑтӗнче Красноармейскинчи хастар хӗрарӑмсем хӑйсем пурӑнакан общежитисене никам та тытса тӑмасть, ҫуртсем вара ишӗлсе пыраҫҫӗ тесе евитленӗ.

Александр Бастыркин РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫине Александр Политинина лару-тӑрӑва тӗрӗслеме хушнӑ. Тӗп аппарат вара ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмессине шантарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе республикӑри виҫӗ районта тӑпра ытлашши нӳрӗ пулнине палӑртнӑ. Ку тыр-пул тухӑҫӗшӗн хӑрушӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑру Йӗпреҫ, Вӑрнар тата Элӗк районӗсенче пулнине палӑртнӑ. Ҫак тӑрӑхсенче ҫумӑр нумай ҫунипе тӑпра ытлашши нӳрӗ. Халӗ вара шӑпах ҫӗрулми, куккурус, ҫу туса илмелли культурӑсене, пахча-ҫимӗҫ пухса кӗртеҫҫӗ.

Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, тӑпра 10-12 сантиметр тарӑнӑшӗнче йӗпе, ҫыпӑҫать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81964
 

Страницӑсем: 1 ... 990, 991, 992, 993, 994, 995, 996, 997, 998, 999, [1000], 1001, 1002, 1003, 1004, 1005, 1006, 1007, 1008, 1009, 1010, ... 4148
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 25

1848
178
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
101
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
75
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
65
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
17
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...