Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Бориса Марков ятне асра тытаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.03.2024 07:59 | 4342 хут пӑхнӑ
Персона
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР халӑх артисчӗ Борис Марков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл хальхи Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Хитекушкӑнь ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика училищинче скрипкӑпа, гитарӑпа, мандолинӑпа тата балалайкӑпа выялма вӗреннӗ. 1945 ҫулта ӑна ГИТИСӑн Чӑваш актер студийӗн виҫҫӗмӗш курсне вӗренме илнӗ. 1947 ҫулта вӑл Чӑваш академи драма театрне ӗҫе илнӗ. Унта вӑл 1954 ҫулччен тӑрӑшнӑ.

1959 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗн тата симфони оркестрӗн никӗсне тӗпе хурса Чӑваш патшалӑх музыкӑпа драма театрӗ (халӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) уҫӑлать. Ӑна пуҫарса яраканни тата пӗрремӗш илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. 1960 ҫулта Фёдор Павловӑн «Шыварманьне» лартать. Вӑл — чӑвашсен пӗрремӗш опери.

Борисом Семенович 30 ытла опера, оперетта, музыка камичӗ лартнӑ.

Борис Семенович пурнӑҫран 1977 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет. Вӑл пурӑннӑ Ленин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2010 ҫулта Эле тӑрӑхӗнчи Тавӑтри вӑтам шкула ентешӗн ятне панӑ.

#театрсем, #астӑвӑм, #ят-сум, #Тавӑт, #Элӗк районӗ, #артистсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvdram.ru/100let-boris-markov/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1355.73.9782
2024.03.11 09:13
Agabazar
Каллех ĕçчен?
Agabazar // 1355.73.9782
2024.03.11 09:14
Agabazar
«Шывармань» оперӑна Муркаш таврашӗнчен тухнӑ Фёдор Васильев композитор ҫырнӑ. Либретто авторӗ — Александр Алга поэт. Вӑл оперӑри леш «Утса-чупса пынӑ чухне» текен япалана чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ пуль ӗнтӗ. (Ҫав япала — А. Алган тӑван тӑрӑхӗнчи фольклортан илсе майлаштарнӑскер, унта вӑл, Кӑнна Кушки тарӑхӗнче, паянхи кун та анлӑн сарӑлнӑ темелле; халӑхри кӗвви вара кӑшт урӑхларах чӑннипе; ытти тӗлсенче композитор кӗввипех юрлаҫҫӗ).
Agabazar // 1355.73.9782
2024.03.11 09:17
Agabazar
Мусăк енĕпе театр режиссёрĕ пулма ăçта, хăçан тата кам патĕнче вĕреннине каламалла.
Agabazar // 1355.73.9782
2024.03.11 09:21
Agabazar
Хальхи Чăваш оперăпа балет театрĕ вăл К. В. Иванов ячĕллĕ драма театрĕн тăсăмĕ мар пулĕ. Вĕсем чылай вăхăт пĕр çуртра пулнипе çеç çапла пулса тухнă.
Agabazar // 1355.73.9782
2024.03.11 09:33
Agabazar
Б. Б. Чиндыков тахҫан пӗр тарӑн шухӑш каланӑччӗ. Чӑваш халӑхне (республикине), тен, нимле кунашкал театр та кирлӗ пулман. Культурӑн урӑх енӗсене, халӑха чӑннипех та малалла яраканнисене, аталантармалла тесе шутланӑ вӑл. Анчах та кунта тепӗр ен те пур. Оперӑпа балет ӳнерне вӗренсе тухнӑ чӑвашсен тӑван республикӑра ӗҫлеме май килсе тухнӑ. Таҫти ҫичӗ ютра мар. Тӑван Шупашкарта кунашкал театр пулман пулсан, вӗсен тӗнче касса ҫӳреме тивнӗ пулӗччӗ. Анчах та, куратпӑр ӗнтӗ, хальхи вӑхӑтра ҫак асӑннӑ юлашки ен те сӗвӗрелсе пырать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем