Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Вӗренӳ

Вӗренӳ

Шупашкарти 2-мӗш лицейра ачасене истори предметне вӗрентекен Петр Михеев «Классная тема» телешоуна хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл финала тухнӑ. Халӗ, авӑнӑн 23-29-мӗшӗсенче, сасӑлав иртет.

Петр Михеев «Святые России» видеурок хатӗрленӗ. Уншӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://vk.com/feed?w=poll-207448939_980197024.

Аса илтерер: проекта хутшӑнма 6,5 пин заявка килнӗ. Чи кӗҫӗнни 21 ҫулта, чи асли 77-ре. Финали сасӑлава халӗ 35 педагог хутшӑнать.

 

Вӗренӳ
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.

Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.

Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман.

Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать.

375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/provincivil
 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ҫӗнӗ корпусӗн (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) стени ҫине мурал тунӑ. Унта Никита Бичуринӑн сӑнне ӳкернӗ.

Ӑна университетри икӗ студент хатӗрленӗ: пӗри машиностроени факультетӗнче вӗренет, тепри - дизайн факультетӗнче.

Мурала официаллӑ майпа авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӗҫ. Ун чухне - Никита Бичурин ҫуралнӑ кун.

 

Вӗренӳ
kostroma.mk.ru сайтри сӑн
kostroma.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарти шкулсенче ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсен хакне ӳстернӗ. Юлашкинчен хаксене 2022 ҫулта хӑпартнӑччӗ.

Йышӑнӑва ҫак кунсенче Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ. Авӑн уйӑхӗнчен кӗҫӗн тата аслӑ классен апатланӑвӗ хакланнӑ. 1-4-мӗш классенчи комплекслӑ апатлану 25 тенкӗрен 30 тенкӗ таран ӳснӗ, комплекслӑ кӑнтӑрлахи апат – 68-тан 73 тенкӗ таран. Кӗҫӗн классем унчченхи пекех тӳлевсӗр апатланаҫҫӗ, анчах суйламалла: ирхи е кӑнтӑрлахи.

5-11-мӗш классенче ирхи апатлану 5 тенкӗ хӑпарнӑ: 35 тенкӗпе танлашнӑ. Кӑнтӑрлахи апат хакӗ – 82 тенкӗ /унччен 72 тенкӗ пулнӑ.

 

Вӗренӳ
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Шупашкарти 2-мӗш лицейра прокурор класӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта ку енӗпе пӗр 10-мӗш класс пулӗ, класри ачасем юриспруденцие тарӑнрах вӗренӗҫ. Вӗренӳ планне хатӗрленӗ. Ҫак класра яш-хӗре вырӑс чӗлхине, историе, бществознание тӗплӗнрех вӗрентӗҫ. Хушма дисциплинӑсем те пулӗҫ: «Правоведени» тата «Прокурор тӗрӗслевӗ».

Тӑватӑ енлӗ килӗшӗве ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ: Чӑваш Ен прокуратури, ЧР Вӗренӳ министерстви, Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4496
 

Вӗренӳ
"Чеб.ру" сайтри сӑн
"Чеб.ру" сайтри сӑн

Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкула планпа килӗшӳллӗн кӑҫал уҫмалла, ачасен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне унта пуҫламалла. Паян унта Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Тӗрӗслевпе шутлав палати, министерствӑсемпе мэри ҫыннисем ҫитсе курнӑ.

Унччен каланӑ тӑрӑх, унти стройка ӗҫӗсене утӑн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ. Кайран тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ: авӑнӑн 1-мӗшӗччен. «ТУС» тӗп директорӗ Николай Угаслов пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ, унта халӗ клининг компанийӗ ӗҫлет, вӗренӳ оборудованине кӳрсе килеҫҫӗ. Объекта йышӑнас тапхӑр пырать халӗ. Николай Угаслов каланӑ тӑрӑх, ку кӑткӑс ӗҫ, ун валли татах вӑхӑт кирлӗ. Ҫавӑнпа шкул ачасене хӑҫан йышӑнасси пирки татӑклӑн каламан.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсен конференцийӗ иртӗ. Унӑн теми — «Раҫҫейӗн вӗренӳ тытӑмӗн суверенитетне ҫирӗплетессинчи хальхи вӑхӑтри ӗҫсемпе Чӑваш Енри вӗренӳ аталанӑвӗ».

Конференцие федераци тата республика шайӗнчи экспертсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, учительсем, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑнчӗҫ.

Йыхравланӑ лекторсем — Раҫҫейӗн «Пӗлӳ» обществин пайташӗсем Антон тата Виктория Макарскийсем.

 

Вӗренӳ
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗршыв шайӗнчи олимпиада ҫӗнтерӳҫисен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.

Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Педагогсене пӗр хутчен паракан тӳлев виҫи — 75 пин тенкӗрен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран.

Пурӗ 2024-мӗш ҫулта Чӑваш Енри 19 учитель хатӗрленӗ шкул ачисем Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑра мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashenkalasat/1358
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.

Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.

200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ...139
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ