|
Вӗренӳ
![]() 11-мӗш класран вӗренсе тухакансемшӗн – хӗрӳ тапхӑр. Экзаменсем пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр экзаменпа кӑтартусем паллӑ ӗнтӗ. 12 ҫамрӑк химипе пулнӑ ППЭре 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем: София Ярабаева (Хӗрлӗ Чутай шкулӗ), Мария Федорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей), Игорь Кавказков (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей), Екатерина Горячева (Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимнази), Полина Нимакова (Шупашкарти 5-мӗш гимнази), Анастасия Никитина (Шупашкарти 3-мӗш лицей), Ольга Степанова (Шупашкарти 3-мӗш лицей), Анна Федотова (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Антон Пигузов (Шупашкарти 62-мӗш шкул), Виктория Адюкова (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Злата Александрова (Шупашкарти 2-мӗш лицей), Ярослав Кутилин (Шупашкарти 2-мӗш лицей). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() "На связи" форумри сӑн Прокуратура Тӑвай округӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче мӗн пулса иртнине тӗрӗслӗ. Сӑлтавӗ акӑ мӗнре: юлашки шӑнкӑравра шкулта 10-мӗш класра вӗренекен пӗр хӗрача тухса калаҫнӑ чухне ӑна директор тата хӑш-пӗр учитель сӑмахсемпе кӳрентернине пӗлтернӗ. Видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Интернет хӑрушсӑрлӑхӗн лигин пуҫлӑхӗ Екатерина Мизулина асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() «Контактри» сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн химипе фармацевтика факультечӗн аспиранчӗ Савелий Сорокин Раҫҫей Президенчӗн аспирантсемпе адъюнктсене паракан стипендине тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл уйӑхсерен 75 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Палӑртмалла: конкурса 73 регионтан 4,6 пин ытла заявка килнӗ. «Техника ӑслӑлӑхӗсем» енпе чи нумай заявка пулнӑ. Пирӗн ентеш пысӑк йышран чи маттуррисен шутне кӗни – пысӑк ҫитӗнӳ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() «Контактри» сӑн «Ҫулталӑкри вӗрентекене» палӑртнӑ. Ку ята Куславккари Алевтина Алексеева тивӗҫнӗ. Кӑҫал конкурса 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ, 218 специалист куҫӑн майпа иртнӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. «Ҫулталӑкри воспитатель» — Дарья Жгарь (Шупашкар), «Чи лайӑх класс ертӳҫи» — Юлия Дельян (Ҫӗнӗ Шупашкар), «Ҫулталӑкри педагог-психолог» - Татьяна Анилина (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗ), «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Яна Молодцева (Шупашкар), «Чи лайӑх учитель-дефектолог» - Татьяна Гаранина (Ҫӗнӗ Шупашкар), «Чи лайӑх тӑван чӗлхе учителӗ» - Ираида Матьянова (Шупашкар), «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх педагог» - Ирина Петрова (Йӗпреҫри интернат шкул), «Ҫулталӑкри чи лайӑх тьютор» - Наталия Прагуськина (Шупашкар), «Ҫулталӑкри чи лайӑх методист» - Ксения Коллэ (Шупашкар), «Педагогика дебючӗ» - Игорь Ятмаскин (Шупашкар). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта вӗренекен Наталья Прокопьева технологипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра призерсен йышне кӗнӗ. Вӑл теори тата практика заданийӗсене питӗ аван пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл жюри пайташӗсене хӑйӗн пуларулӑх проекчӗсемпе паллаштарнӑ. Натальйӑн наставникӗ – Инна Александровна Васильева. Вӗсене ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламланӑ, вӗсем Чӑваш Ен мухтавӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() arm-detlib.my1.ru сайтри сӑн Тӑвайри шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Виктория Автономова вырӑс чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Унта тӗрлӗ регионти 450 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Виктория – тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ хӗр. Вӑл вырӑс чӗлхипе кӑна мар, биологипе тата химипе те касӑкланать. Вӑл тухтӑр пулма ӗмӗтленет, ҫавӑнпах ҫак предметсене тӑрӑшса шӗкӗлчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Виталий Михайлов сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Муркаш тӑрӑхӗнчи Андриян Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Татьяна Ершова директор ертсе пыракан вӗренӳ учрежденийӗнче ун пеккине 9-мӗш хут йӗркеленӗ. Кӑҫалхи фестивале Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Николаев физикӑпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Вӑл сӑнав тата теори пайӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ. Олимпиадӑна 500 яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ. Дмитрий чӑннипех те маттур! Вӑл пӗлтӗр те олимпиадӑсенче палӑрнӑ - физикӑпа тата географипе. Ҫапла Дмитрий Раҫҫейри кирек хӑш аслӑ шкула ҫак профильсемпе тӳлевсӗрех вӗренме кӗме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Шӑмӑршӑ муниципалитет тӑрӑхне кӗрекен Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртнӗ. Кун пирки Людмила Семёнова-Ульянова вӗрентекен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Пултаруллӑ чӑваш ачисене, вӗсене ертсе пыракансене ҫӗнтерӳ ячӗпе саламлатӑп, малалла та ҫитӗнӳсем сунатӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Раҫҫейри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче янӑрӗ, шкулпа сывпуллашмалли куна вара ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тесе палӑртнӑ. Ҫакӑн пек сӗнекенни — Раҫҫейӗн ҫутӗҫ министерстви. Шкулсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне асӑрханулӑх пирки манмалла маррине халех аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
