Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫамрӑк педагогсен хушшинче иртнӗ "Ӑнтӑлу"хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал унта шкулсенчи тата ача пахчисенчи 178 педагог хутшӑннӑ. Хальхинче "Шупашкарти чи ҫамрӑк учитель" ята 37-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Надежда Арефьева тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк воспитатель вара 3-мӗш ача пахчинчи педагог-психолог Анастасия Албутова пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/gcheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти мӗнпур шкулта юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче янӑрӗ. Тепӗр куннех ачасен пӗрремӗш экзаменсем пуҫланӗҫ. Юлашки шӑнкӑрав кунне пӗлтӗр темиҫе хутчен те куҫарнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра калашле, тӗрлӗ шкулта тӗрлӗ кун янӑрани те пулнӑччӗ. Кӑҫал апла тумӗҫ. Юлашки шӑнкӑрав 9-мӗш класс вӗренсе пӗтерекен хулари 8 пин ачапа 11-мӗшӗнчен вӗренсе тухакан 11 пин ача валли янӑрӗ. Тепӗр кунне, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, географи, литература тата хими предмечӗсемпе экзамен тытма тивӗ. Вырӑс чӗлхипе ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче экзамен тытӗҫ, математикӑпа — ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ. Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет. Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() vesti-k.ru сайтри сӑн Севастопольти 9-мӗш шкула Совет Союзӗн Паттӑрӗн Зоя Парфеновӑн ятне панӑ. Вӑл Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ. Зоя ҫӗрлехи бомбардировка авиаци полкӗн командирӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӗвел ансан тӳпене хӑпаракан летчиксене нимӗҫсем "ҫӗрлехи ведьмӑсем" тенӗ. Зоя Севастополе ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑл 700 ытла хутчен тӳпене ҫӗкленнӗ. Севастопольти шкула унӑн ятне пама Чӑваш Ен правительстви тата ҫав хулари чӑвашсен наци культурин обществи сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри шкулсенче ӗҫлекен тӑван чӗлхе учителӗсене форума пухӗҫ. «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ форум ака уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Унта Тутарстан, Пушкӑрт, Мордва, Мари Эл республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран та педагогсем килсе ҫитеҫ. Пурӗ 500-е яхӑн вӗрентекен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула ҫӗртме уйӑхӗччен утса пӗтересшӗн. ЧР строительство министрӗ Павел Данилов объектӑн 80 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: шкула малтанах 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Кайран кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ ав ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем паян «Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи актуаллӑ ыйтӑвӗсем» ятлӑ наука секцийӗнче тухса калаҫнӑ. Аслӑ шкул пеподавателӗ Елена Нарпи халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑслӑлӑх ларӑвне Удмурт университечӗн вӗренекенӗсем те онлайн-мелпе хутшӑннӑ. Чӑваш патшалӑх университетне илсен, Атӑлҫи халӑхӗсен паянхи литературинчи ҫивӗч ыйтӑвӗсем пирки вырӑспа чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн 4 курс студенчӗсем хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" ята ҫирӗплетнӗ. Хушӑва пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ Министрсен Кабинечӗн саккун проектне хатӗрлемелле. Ун хыҫҫӑн "Чӑваш Республикинчи патшалӑх наградисем ҫинчен" саккуна улшӑнусем кӗртмелле. Унтан ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫчен" тата "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" хисеплӗ ятсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗн А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ Калайкасси шкулӗнче Вӗрентекен ҫулталӑкне тата Хаваслӑ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа республикӑмӑрти шкул ачисем хушшинче «Чӑнлӑх шыраса» («В поисках истины») ятпа тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗ иртрӗ. Вӑл Чӑваш наци ӑслӑлӑх тата ӳнер академийӗ (президенчӗ - Евгений Ерагин) тата асӑннӑ шкул вӗрентекенӗсен пуҫарӑвӗпе пулчӗ. Республикӑмӑрти тӗрлӗ шкулсенчен пуҫтарӑннӑ пултаруллӑ ачасен тӗпчев ӗҫӗсен хӳтӗлевне сумлӑ та хисеплӗ ҫынсем – халӑх академикӗсем – хакларӗҫ, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене ырӑ сӗнӳсем пачӗҫ. Ӑслӑлӑх конкурсне Трак енри Красноармейски шкулӗн вӗренекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ: 10 класс вӗренекенӗ Ильина Дарья ("Оптимальная система налогообложения для индивидуальных предпринимателей") – 1 вырӑн; 8-б класра вӗренекен Егорова Агния ("Чӑваш халӑх юррисенчи атте-анне сӑнарӗ" - "Образ отца и матери в чувашских народных песнях") – 1 вырӑн; 10 класс вӗренекенӗ Романова Мария ("Лучшая дебетовая банковская карта") – 2 вырӑн. Наука енӗпе ӗҫленӗ ертӳҫӗсем – Михайлов В.М., обществознани вӗрентекен; Михайлова З. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тинех шкул тума тытӑннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ видео ярса панӑ. Унта пулас шкул валли лапам хатӗрлеме пуҫлани курӑнать: машинӑсем тӑпра турттарса тухаҫҫӗ, рабочисем свайӑсем ҫапаҫҫӗ, тавралла карта тытаҫҫӗ. Шкула «Трест-3» компани тӑвать. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫӗнӗ микрорайонти шкула 2024 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |