Вӗренӳ
![]() Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ 2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Республикӑри Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗ сӗннипе килес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама тытӑнӗҫ. Ҫав хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогикинче чи пысӑк патшалӑх награди шутланӗ. «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ учительсене, преподавательсене тата вӗренӳ организацийӗн ытти ӗҫченне парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() vk.com/chrio сӑнӳкерчӗкӗ «Россия-Культура» телеканалпа кӑтартакан «Передача знаний» вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем хутшӑнӗҫ. Телекӑларӑм эфира раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 5 минутра тухӗ. Чӑваш педагогӗсем Пушкӑртстанри ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ. Пултаруллӑ учительсен «Лампа» клубӗн хастарӗсем унччен «Ҫулталӑкри учитель» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӗсем ҫаксем: Василиса Егорова, 12-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ (вӑл команда капитанӗ); Наталья Семушина, 12-мӗш шкул директорӗн заместителӗ; Татьяна Якунина, 12-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ; Александр Карпов, 6-мӗш гимназири историпе общество пӗлӗвӗн учителӗ; Ирина Корбанова, 18-мӗш лицей директорӗн заместителӗ, географи тата экономика учителӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ. Съезда Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Александр Степанов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мш вӑтам шкулти Оксана Ильина, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен 2-мӗш шкулти Ираида Матьянова тата Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулти Алёна Ядрицова тухса кайнӑ. Мероприятире педагогсем «Тӑван чӗлхе тата тӑван литература», «Тӑван чӗлхе тата тӑван чӗлхепе литература вулавӗ» предметсене вӗрентессине, ҫак ӗҫ пахалӑхне ӳстерессине сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Килӗшӗве алӑ пуснӑ самант. fs01.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Чӑваш Енри икӗ хулара тата пӗр посёлокра шкулсем тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре пулӗҫ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Вӗренӳ министерстви ырланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсене тума хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ. Виҫӗ объекта 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонти химипе физика профильлӗ, 1400 ача вӗренмеллӗх шкула 3-мӗш строительство тресчӗ хӑпартӗ; Ҫӗнӗ Шупашкарти гуманитари профильлӗ, 1100 вырӑнлӑх шкула — «Старатель» строительство компанийӗ; Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 825 вырӑнлӑх шкула — Чӑваш Енӗн ипотека корпорацийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Чӑваш Енри чи маттур вӗрентекенсем 50-шар пин тенкӗ илме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ. Вӗренӳ тытӑмӗнче инноваци енӗпе чи лайӑх ӗҫлекен 30 вӗрентекене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Вӗсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Лайӑх методист», «Сусӑр ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх вӗрентекен», «Лайӑх тьютер», «Педагогика дебючӗ», «Учитель-дефектолог», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑвӑн куҫӑн тапхӑрне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнче пухӑннӑ. Чӑваш Енрен ӑсталӑх лаҫҫине Надежда Андреева хутшӑннӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ялӗнчи «Солнышко» ача пахчинче ӗҫлет. «Тӑван чӗлхепе кӑсӑклантаракан воспитатель» номинацире Канаш хӗрарӑмӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: тӑван чӗлхене вӗрентекенсен ҫӗршыв шайӗнчи ӑсталӑх класне 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сергей Ведяшкин / АГН Москва сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршывӑн Кабминӗ специалистсене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармалли списока ҫулсерен ҫирӗплетет. Ӑна регионсен сӗнӗвне тӗпе хурса хатӗрлет. Кӑҫал пирӗн ҫӗршыва ҫӗнӗ территорисем кӗчӗҫ. Списока хатӗрленӗ чухне вӗсене те шута илнӗ. Тӗллевлӗ вӗрентсе кӑлармаллисен списокӗнче — статистиксем, географсем, метеорологсем, архитекторсем, строительсем тата ыттисем. «Авиастроени» направленипе специалистсене хысна шучӗпе хатӗрлесси хальхи вӑхӑтри 30 процентран 40 процент таран ӳсӗ, «Карап тӑвасси, океанотехника и тинӗс инфраструктурин объекчӗсен системотехники» направленипе 30 процент вырӑнне 40 процент пулӗ, «Информаци хӑрушсӑрлӑхӗ» енӗпе — 20 процент вырӑнне 30 процент. Самолётсемпе вертолётсем тӑвакансене, чукун ҫулсене тытса тӑракансене тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларассине 70 процент таран ӳстерме йышӑннӑ. «Пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусем» тата «Журналистика» енӗпе чакарма йышӑннӑ. Пӗрремӗшӗпе — хальхи 35 процентран 30 процента ҫити, иккӗмӗшпе хальхи 15 процент вырӑнне 10 процент хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() vyksavkurse.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри вӗрентекенсен оклачӗ 1,5 хут ӳсӗ. Ҫак йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ку вӗрентӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакан 20 пин ытла педагогика ӗҫченне пырса тивет. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара вӑй хуракан ҫамрӑк учительсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫулталӑк ӗҫлесен пӗр хутчен 10 оклад чухлӗ тӳлев параҫҫӗ. Професси пӗлӗвӗ илнӗ педагогсем тӳрех ӗҫе пуҫӑнсан вӗсене кашни уйӑхра 2 пин тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Вӗренӳ
Истори страницине уҫсан... Чӗмпӗр кӗпернин Пӑва уесӗнчи ялсенче шкулсем уҫас, вӗсене учительсемпе тивӗҫтерес ӗҫре И.Я.Яковлева халӑх училищисен инспекторӗ, каярахпа директорӗ пулнӑ И.Н.Ульянов пысӑк пулӑшу панӑ. Илья Николаевича ҫак ӗҫе шаниччен пуҫламӑш училищӗсенчи лару-тӑру питӗ кӑткӑс пулнӑ, ачасене ӑнсӑртран тупӑннӑ ҫынсем вӗренткеленӗ тӗслӗхсем те паллӑ. Вӗсен ятарлӑ педагогика пӗлӗвӗ те пулман. И.Н.Ульянов, инспектор тӗрӗслевӗпе кӗпӗрнери ялсене тухса ҫӳренӗ чух, ҫак ҫитменлӗхсене тӳрех асӑрханнӑ. 1871 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов хыҫлӑ ҫула кӳлнӗ икӗ лашапа (ывӑннӑ лашасене Упи вулӑсне кӗрсе ҫӗннисемпе улӑштарнӑ — авт.) Чиркӳллӗ Шӑмӑршӑ ялне пырса ҫитет. Кунти шкулта ӑна пӑшӑрхантараканни тата тарӑхтараканни пайтах тупӑннӑ. Инспектор хӑйӗн ӗҫ хутӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Шӑмӑршӑ шкулӗнче ҫар училищине пӗтернӗ Теплов учитель ӗҫне туса пырать. Унӑн «вӗрентӗвӗ» ҫапларах пулса пырать: кашни вӗренекен ал айӗнче мӗнле кӗнеке пур, ҫавна вулать; ҫавна пулах пӗри — Евангели вулать, тепри — «Мирской вестник» журналти сыр тума вӗрентекен статьяна шӗкӗлчет, виҫҫӗмӗшӗ — Галахов хрестоматине алла тытнӑ, хӑшӗсем вара Максимовӑн «Край крещенского света» кӗнекипе е виҫӗ пӗр тӑван ҫинчен хывнӑ юмахпа палашаҫҫӗ. |
Вӗренӳ
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче «шкул ачисене хӑйсем пухнӑ пӗлӗвӗпе пурнӑҫра усӑ курма вӗрентес ӗҫре креативлӑ шухӑшлава аталантарасси пысӑк вырӑн йышӑнать» тесе шухӑшлаҫҫӗ. Креативлӑ шухӑшлава мӗнле тата мӗн тӗллевпе аталантармалла? Креативлӑ шухӑшлав чӑваш чӗлхине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшма пултарать-и? Ҫак ыйтусем тавра калаҫма чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен меслетлӗх пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе хастар пайташӗсем чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӗренӳ институтне митап сессие пуҫтарӑннӑ. Митап сессире вӗрентекенсем креативлӑ шухӑшлакансемпе тӗл пулнӑ. Сӑмахран. паллӑ чӑваш блогерӗ, «Контактра» тетелте «Чӑваш ТВ» блога ертсе пыракан Константин Доброхотов тухса калаҫнӑ, чӑвашлӑха Интернет уҫлӑхне кӑларас, ҫамрӑксен креативлӑхне аталантарас вӑрттӑнлӑхсене уҫса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |