Элӗк, Красноармейски тата Пӑрачкав округӗсенче пӗлтӗр пушар чаҫӗсен виҫӗ ҫӗнӗ постне йӗркеленӗ. Кӑҫал Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк салинче пушар чаҫӗн тата тепӗр уйрӑм посчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пушар хуралӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламлана май палӑртса хӑварнӑ.
«Эпир ҫакӑнпа кӑна чарӑнса тӑма шутламастпӑр, ҫитес виҫӗ ҫулта пушарпа кӗрешекен службӑн тата 8 подразделенине, 42 ирӗклӗ пушар командине йӗркелеме, ҫавӑн пекех республикӑри муниципалитетсенче 7 ҫӗнӗ пушар деповӗ тума палӑртатпӑр», — хыпарланӑ Элтепер.