Республикӑра
![]() Культурӑпа искусство институчӗ Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул, вӗсенчен иккӗшӗ патшалӑхӑн шутланаҫҫӗ, Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви ирттерекен рейтингра тухӑҫсӑртарах ӗҫлекеннисен списокне лекни пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Тухӑҫсӑртараххисен шутне лекни вӗсене хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме чарассине пӗлтермест иккен. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫав рейтинга лекнисен шӑпине Мускавра сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ. Владимир Иванов министр ытти аслӑ шкулпа танлаштарсан педагогика университечӗ ҫапах та малтисен шутӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Рейтинга ытла та пысӑк критерисем тӑрӑх хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Унтан та ытларах — педагогика аслӑ шкулӗсем тухӑҫлах ӗҫлейменни педагогсене хатӗрлессин ыйтӑвӗсене пӑхса тухма вӑхӑт ҫитине пӗлтерет. Культурӑпа искусство институчӗ пирки каласан, наци культури валли кадрсем хатӗрлеме аслӑ шкул кирлине вара Раҫҫей шайӗнче ӗнентерме-ӳкӗте кӗртме май килнӗ иккен. Кун пирки те республикӑн вӗренӳ министрӗ ӗнентернӗ. Унтан та ытларах — ку ӗҫе федералсем хутшӑнсан та ытлашши пулас ҫук тесе шухӑшлать Иванов министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Исаев И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулма Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви икӗ кандидата ырланӑ-мӗн. Унччен списокра пилӗк кандидат пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Асаилтерер, ҫавсен шутӗнче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрне Владимир Иванова, Нина Полупан-Семедова социолога, Чӑваш патшалӑх университечӗн регионти экономикӑпа усламлӑх кафедрин заведующине Анатолий Яковлева, асӑннӑ аслӑ шкулӑн проректорне Андрей Александрова тата Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорне Юрий Исаева асӑнатчӗҫ. Ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерствин аттестаци комиссийӗ вара ҫавсенчен иккӗшне — Андрей Александровпа Юрий Исаева — хӑварнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ ректор пулассине ЧПУ коллективӗн суйлав ирттерсе палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сесси вӑхӑтӗнче. ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнери сессийӗнче халӑх тарҫисем суйлав бюллетенӗнче пурне те хирӗҫ сасӑлама ирӗк пачӗҫ. Кун пек сӗнӗве Раҫҫей шайӗнче маларах асӑнакансем пулни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ку йӗрке пирки калаҫнӑ чух депутатсем хӗрсе калаҫнине сессие онлайн мелӗпе итленисем асӑрхарӗҫ-тӗр. Ҫапла йышӑнни вӑл е ку кандидатшӑн сасӑлас килменнисене ӳлӗмрен пурне те хирӗҫлеме ирӗк парӗҫ. Ара, атту списока кӗртнӗ ҫынсенчен хӑшӗшӗн те пулин сасӑламах тивет-ҫке. Капла хӑть хӑв кӑмӑлна кайман кандидатсем пулмасан пурне те хирӗҫҫине палӑртайӑн. Саккуна йышӑниччен депутатсем хӗрсех калаҫрӗҫ. Пӗринне микрофонне те сӳнтерсе лартрӗҫ. |
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ ашшӗсен канашӗ пуҫласа ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна халӑха социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен Етӗрнери центр ертӳҫи Андрей Софронов ертсе пынӑ. Сӑмах май, ашшӗсен союзне йӗркелеме Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен канашӗ сӗннӗ иккен, ҫавӑн хыҫҫӑн ку юхӑм пирӗн патра та сарӑлма тытӑннӑ. Ларура ача ҫуралас тӑрӑм еплине те тишкернӗ. Республикӑра кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 33 пепке ытларах ҫуралнӑ — ҫапла вара ҫак тапхӑрта пӗтӗмпе 13 124 ҫӗнӗ чун ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗрлешекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Районта вара вунӑ уйӑхра 255 ача ҫуралнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенчинчен 24 сахалрах. Сӑмах май, ҫӗн «йӑва» ҫавӑракансен йышӗ вара йышланнӑ. Пит нумаях мар та, ҫапах та хайхисен йышӗ 2 мӑшӑр чухлӗ хушӑннӑ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи арҫынсем вӑтамран 63 ҫул пурӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсем — 73. Ларӑва кӑҫалпа килес ҫул туса ирттермелли ӗҫсен планне ҫирӗплетнипе вӗҫленӗ. Сансем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫейри академийӗн Шупашкарти филиалӗнче Олеся Федорова Раҫҫей шайӗнчи конкурса тухса кайма хатӗрленет. Хӗр — 4-мӗш курс студентки. Вӑл «Раҫҫейӗн доброволецӗ-2013» конкурсра республика чысне хӳтӗлӗ. Унччен вӑл куҫӑнсӑр майпа суйлакан тура хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Конкурсӑн куҫӑн турне ҫӗршыври сакӑр теҫеткене яхӑн яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнӗ. Вӗсем пурте — 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Конкурса вӗсем 50 регионтан пырса ҫитмелле. Меропияти Пермь хулинче чӳк уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче пулӗ. Конкурса Ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви, Пермь крайӗн правительствипе асӑннӑ крайри добровольчествӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн республикӑна Раҫҫей Император ҫурчӗн княгини Мария Владимировна килсе ҫитнӗ. Пирӗн патӑмӑрта вӑл пӗрремӗш хут мар. Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш ҫӗрӗпе вӑл пуҫласа 2003 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Волгоградран Чулхулана ҫити Атӑл тӑрӑх ҫулҫӳреве тухнӑ пулнӑ иккен, ҫавӑн чух Шупашкара кӗрсе тухнӑ. Иккӗмӗш хут вара вӑл ӗнер килсе ҫитнӗ. Княгиня Романовсен династийӗнчи пӗрремӗш вырӑс патшин, Михаил Федоровичӑн, кукамӑшӗн Маряи Шестована пытарнӑ вырӑна тупассипе ӗҫлекен археологи ушкӑнӗн ертӳҫипе Н. Березинӑпа тӗл пулнӑ. Мария Владимировна Мария Шестова вил тӑприне шыракан вырӑнсене ҫитсе курмалла, культурӑллӑ вырӑнсемпе паллашмалла, хула ҫыннисемпе тӗл пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫ тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫ хунисене асӑнса Улатӑр хулинче палӑк уҫнӑ. Унти шалти ӗҫсен историйӗнче ӗҫе пула 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ иккен, вӗсенчен пӗри Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ. Палӑка Шалти ӗҫсен министерствин районсем хушшинчи Улатӑрти пайӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче лартнӑ. Митинга асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Александр Боголюбов подполковник уҫнӑ. Пухӑннисен умӗнче республикӑн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Олег Яковлев та тухса калаҫнӑ. Вилнӗ ӗҫтешӗсене асра тытнӑшӑн вӑл ырланӑ тата тав тунӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин вара уҫма тӳпе хывнисене — вырӑнти предприяти-организацисене, пӗчӗк усламҫӑсене тата районпа хулари уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене — тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырӑнти хӑй тытмӑлӑха тӗрӗслессин тухӑҫлӑхне ӗнер ведомствӑсен хушшинчи лару йӗркелесех тишкернӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 1 202 хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ, ҫав шутран 445-шӗ — планпа пӑхманни иккен. Должноҫри ҫынсене 230 хутчен 1,95 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Пуринчен ытла явап тыттараканни — монополипе кӗрешекен служба. Хайхин тӳпи — 40 процент. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗпе Инкеклӗ ӗҫсен министерстви мӗнпур штрафӑн 15-шар процентне ҫырса панӑ, прокуратура тӳпи — 9 процент. Ял тӑрӑхӗсем патшалӑх заказӗ пирки пӗлтерӳсем панӑ чух сахал мар йӑнӑшаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара ку ӗҫре район администрацийӗсен пулӑшмаллине, тӗрӗсрех, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ обьектсене хута янӑ чух районсен хӑйсен конкурс ирттермеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта 1961 ҫулта хӑрушӑ инкек пулнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтермен. Ӑна аса илтерекен палӑка самана ылмашсан, 1994 ҫулта кӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫав ҫулхи пушарта унти вӗренӳ ҫуртне ҫӳрекен 106 ачапа 4 вӗрентекен вилнӗ. Аса илтеретпӗр, ун чух Октябрьти революцие асӑнса уяв концерчӗ пынӑ. Акт залӗ пулманнине кура классене усӑ курас тенӗ. Вырӑн ытларах пултӑр тесе стенапа чӳречесем патне партӑсене куҫарса лартма йышӑннӑ. Физика пӳлӗмӗнче упранакан бензин двигателӗ пушар сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Бензин тӑкӑнса кайнипе ҫулӑм хыпса илнӗ. Инкек 80 ҫемьене тӗлӗнмелле хуйхӑ илсе ҫитернӗ. Инкеке асра тытнине палӑртса Хуракассинче ӗнер хурлӑхлӑ митинг ирттернӗ. Унта ял ҫыннисем, вырӑнти шкултан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ. Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |