Республикӑра
![]() Афган вӑрҫи пирки паян тӗрлӗрен калаҫакан пур. Паттӑрла теме ӑна никамӑнах та чӗлхи ҫаврӑнмасть-тӗр. Апла-и,к апла-и, анчах ют ҫӗрте миҫе совет салтакӗ пуҫ хунине вара асран ниепле те асран кӑлараймӑн. Тата мӗн чухлӗ амӑшӗ унта ывӑлне ҫухатнине те манма юрамасть. Ҫывӑх ҫынна, тӑван тӗпренчӗке, ҫухатнӑ ҫыннӑн суранӗ тем чухлӗ ҫул иртсен те тӳрленмест-ҫке. Патӑрьел районӗнчи Сител ялӗнче пурӑнакан Роза Журавлева та пӗртен пӗр ывӑлне Афган вӑрҫинче ҫухатнӑ. Тӑватӑ ача амӑшӗ ачисене пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Пӗве кӗнӗ ывӑлне салтака пуҫтарса кайнӑ, унтан вӑл тупӑкра таврӑннӑ… Афган вӑрҫинче ывӑлне ҫухатнӑ амӑшӗ патӗнче нумаях пулмасть тӑван тӑрӑхри, Пӑлапуҫ-Пашьелти вӑтам шкулта вӗренекенсем, пулнӑ. Вӗсем ватӑпа юмахлама та, кил хушшинчи юра туртса пама та ӗлкӗрнӗ. Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне ачасем Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухни чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ятарлӑ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер йышӑннӑ. Ҫӗнӗ документ сӗтев илекенсемпе тухӑҫлӑрах кӗрешме май парасса шанаҫҫӗ иккен. Указра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тӳре-шара парне илни ҫинчен пӗлтермелли йӗркене пӗр уйӑх хушшинче ҫирӗплетмелле. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен та ҫавӑн пек хут ал айӗнче пулмалла. Раҫҫей шайӗнчи пирки каласан, ҫӗршывӑн премьер-министрӗ йышӑннӑ хутра вара 3 пин тенкӗрен хаклӑрах парнесене хаклаттарма сӗннӗ. Унтан йӳнӗреххисене тӳресенчех хӑварӗҫ, хаклисене вара укҫан туянма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алина Иванова спортсменка факелпа Чӑваш Енре «Олимпиадӑпа ҫывӑхрах паллаш» акци малалла пырать. Ҫак тапхӑрта Олимп вӑййисен тӗп палли республикӑри мӗн пур шкулта, ача пахчинче тенӗ пекех пулса курнӑ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, факел Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонийӗнче пулнӑ. Акци йӗркелӳҫисем палӑртнӑ пекех, Чӑваш Республикинче Олимп вӑййисен факелне кашниех тытса пӑхма, унпа сӑн ӳкерӗнме пултарать. Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонине факела РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, марафон чемпионки, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тата Шупашкарта Олимп эстафетинче ҫулӑм йӑтса чупнӑ Алина Иванова илсе ҫитернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна колонире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, йӗплӗ пралук леш енчи хӗрарӑмсемпе калаҫу лӑпкӑн иртнӗ. Алина Иванова факелсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле медальсем илсе пынӑ. Спортсменка колонири хӗрарӑмсем ӑна пӗлнинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн тӗлпулу факелпа сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленнӗ. Аса илтерер: Шупашкарта Олимп ҫулӑмӗн эстафети пулнаранпа 1,5 уйӑх иртнӗ, Олимп вӑййисем вӗҫлениччен пӗр эрнене яхӑн юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тунтикун республикӑн финанс министрне Михаил Ноздрякова ӗҫрен хӑтарнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» хыпарланӑччӗ. Ун чух эпир «ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха», — тесе пӗлтернӗччӗ. Министр лавне вӑхӑтлӑха кам туртасси паллӑ. Ҫак тивӗҫе Фарида Муратова пурнӑҫлӗ. Ятарлӑ указа Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ. Муратова министерствӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Ҫак ведомствӑра вӑл 1976 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗр вӑхӑтра республикӑн налук инспекцийӗнче те тӑрӑшнӑ. 2005 ҫулта ӑна финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ноздряков ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кайни пирки официаллӑ майпа хыпарлани ҫук, должноҫрен вӑл хӑй ирӗке кайнӑ текенсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли кӗнеке ҫыракансен хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта пӗчченшерӗн те, темиҫе автор пӗр пулса та хутшӑнаяҫҫӗ. Номинацисем ҫапларах: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав, вӑтам ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлав, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав. Кашни номинаципех пӗрер грант пӑхса хӑварнӑ. Шӑпӑрлансем валли шӑрҫаланипе 50 пин тенке тивӗҫес шанчӑк пур, вӑтам ӳсӗмрисемпе аслисем валли ҫырсан — 75-шер пин тенке. Конкурса хут ҫине пичетленӗ тата электрон вариантлӑ алҫырӑва тӑратмалла. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫав уйӑхӑн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Камсем ҫӗнтернине юпа уйӑхӗн ҫурринчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ хӑрушсӑрлӑх правилисене шӑпӑрлансене кӑҫалтан пуҫласа ҫӳллӗ пукане пулӑшнипе ӑнлантарма тытӑнӗ. Шупашкарти «Чӗкеҫ» ача ҫуртне ҫитнӗ те ҫав тем пысӑкӑш пукане. Константин ятлӑскер Чӑваш Енӗн Пушар хуралӗн музейӗн методисчӗпе Ксения Михайловӑпа пӗрле вӑл ачасемпе пушартан епле асӑрханмалли пирки «тренировка» ирттернӗ. Пӗчӗкскерсене хӑрушсӑрлӑх правилине вӑйӑ урлӑ хӑнӑхтарать хайхи Константин. Акӑ, пуканесен кӗтесӗнче тахӑшӗ утюг кӑлармасӑр хӑвранӑ. Тӗтӗме асӑрханӑ хыҫҫӑн ачасем ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравланӑ. «Инкеке лекнисене» пулӑшма Константин — «01» — персе ҫитнӗ. Пушарпа кӗрешкен икӗ метр ҫӳллӗш ҫын ачасене утюга розеткӑна тирс ехӑварма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тата шӑнкӑравлакансем тупӑннӑ — вӗсене те «пулӑшу» кирлӗ. Пӗчӗкскерсене Константин питӗ килӗшнӗ. Вӗсем ӑна «Сывӑ пул, Константин — «01» тесе темччен ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене хваттер илме патшалӑх сертификат панине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче те ун пеккине тивӗҫҫисем пур. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — 22 ҫын — илнӗ ӗнтӗ. Ҫапах та черет кӗтекенсем те пур-ха. Хальлӗхе ун пек ватӑсем тата тепӗр пиллӗкӗн иккен. Ҫамрӑк мар та, илсе ӗлкӗрччӗр ӗнтӗ тесси кӑна юлать-тӗр. Сӑмах май, ҫак ыйту пур чухне те кал-кал татӑлса пырать теейместӗн-ха. Хӑйсен те ҫурт-йӗре лайӑхлатма тивӗҫҫине хӑш-пӗр ватӑн прокуратурӑпа суд тӑрӑх ҫӳресех ӗнентерме тиврӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта Ленинграда фашистсенчен ирӗке кӑларнӑранпа кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалласа асӑну кунӗ иртнӗ. Ленинграда хӳтӗлеме Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнче Чӑваш енри пиншер ҫын хутшӑннӑ. Ленинградри мирлӗ ҫынсем вара пирӗн патра хӳтлӗх тупнӑ. Ҫак тата ытти пирки чарӑнса тӑнӑ ҫав ҫулсене аса илнӗ май. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Ленинграда фашистсенчен ирӗке кӑларнисене асӑнса хатӗрленӗ асӑну паллисемпе чысланӑ. Ӑна 24 ҫын тивӗҫнӗ. Мероприятие ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Сӑнсем (50) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльти сыпӑк Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков Сочинчи Олимпиадӑна тухса каять. Спортсмен пек мар паллах. Куракан евӗр. Вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртекен хоккея вырӑна ҫитсе курӗ. Унта кайма май сиксе тухнине театр артисчӗсем хавасланса йышӑннине пӗлтерет театр. Каяс шухӑшлисем йышлӑн тупӑннӑ. Суйлав турӗ хыҫҫӑн 15-ӗн тӑрса юлнӑ. Шӑпа ярсах палӑртнӑ вӗсенчен пӗрне. Театрӑн нарӑс уйӑхӗнчи репертуарне ҫирӗплетнине кура хӑшӗсен шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнма май килмен — ара, спектакльте вылямалла-ҫке. Калпака ҫын хушамачӗсене ҫырса янӑ та театрӑн профсоюз комитечӗн ертӳҫи хута туртса кӑларнӑ. Ун аллине Евгений Урдюков хушамачӗ кӗнӗ. Урдюков — ҫамрӑк ӑрури артист. Вӑл 1989 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Театрта 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темиҫе роле калӑплама ӗлкӗрчӗ. Анчах унӑн пуринчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ ролӗ тесе Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑри Михаила каламалла-тӑр. Унта вӑл сусӑр каччӑн рольне тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ те чуна тивмелле вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче муниципалитетсен пушар хуралӗн водителӗсен вӗренӗвӗ иртнӗ. Паянхи кун унти ял тӑрӑхӗсенче 13 пушар хуралӗ йӗркеленӗ. Инкек-синкекре вӗсем вырӑна ҫитме яланах хатӗр тӑраҫҫӗ. Вӗренӗве пухӑннисен умӗнче район администрацийӗн социаллӑ программӑсен секторӗн заведующийӗ А.В. Егоров тата пушара хирӗҫ кӗрешекен вырӑнти службӑсен пуҫлӑхӗсем А.А. Шакин тата А.Н. Николаев тухса калаҫнӑ. Пушар сиксе тухасран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те сӑмах пынӑ унта. Тата пушарпа кӗрешекенсен ӗҫне лайӑхлатасси пирки те калаҫнӑ. Унтан вӗрентӳ ирттернӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |