Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тертлӗ пурнӑҫ самай курнӑ, апла пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑскерсем, вӑрҫӑ вахӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи выҫлӑха чӑтнӑскерсем хуҫӑлман — малаллах талпӑннӑ. Вӗсем — ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан кинемейсем пирки ҫак сӑмахсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Елчӗкре кун кунлакан Вера Ястребова — 100 ҫул, Агафия Иванова 90 ҫул тултарнӑ. Вӗсене Елчӗк ял тӑрӑхӗн админситрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов тата Елчӗк район администрацийӗн ӗҫченӗ Ирина Аникина РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ятӗнчен саламланӑ.

Кашни ветеранӑн пурнӑҫӗ — хӑйне евӗр истори. Вӗсем пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Тыл тата ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑрччӗ.

 

Республикӑра

Пушӑн 6-мӗшӗнче Канаш районӗнче «Канаш ен пики — 2014» конкурс пулнӑ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.

Кашни пике хӑйнеевӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсем пилӗк конкурс витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх тӗпелӗ», «Чӑваш стилӗ». Жюри ҫирӗп пулнӑ, зала халӑх нумай пухӑннӑ. Пикесене тимлӗхе пӗр минутлӑха та ҫухатман. Хӗрсен илемӗ тумӗсем, хӑйсем пирки хатӗрленнӗ электронлӑ хӑтлавсем тата ытти те ҫынсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн хаваслӑ туйӑм парнеленӗ. Уяв ячӗпе Канаш район администрацийӗн пуҫлахӗ Владислав Софронов та саламланӑ, пикесене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ.

Конкурса хатшӑннӑ хӗрсем пурте пултаруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, ал  ӗҫӗсемпе тӗлентернӗ. Конкурсҫӑсенчен пӗри акӑ Вера Егорова. Вӑл 8 ачаллӑ ҫемьери чи кӗҫӗнни. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Канашри финанс колледжӗнче ӑс пухнӑ, унтан аслӑ пӗлӳ илнӗ. Халӗ Вера ял тӑрахӗн администрацинче ӗҫлет. Людмила Никитина вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме юратать. Янкӑлчри Анастасия Патшина Мускаври С.

Малалла...

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн паянхи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пуҫлӑхсен ӗҫне халӑх шухӑшне тӗпе хурса палӑртма тытӑнӗҫ.

Асӑннӑ хутра йышӑннӑ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе ятарласа ыйтӑм йӗркелемелле. Ӑна ҫулталӑкра пӗрре ирттерӗҫ. Ыйтӑма хутшӑнакансен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем тата халӑха тӗрлӗ пулӑшу кӳрекен тытӑмсем — транспорт, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу, ӑшӑпа, ҫутӑпа, газпа тата шывпа тивӗҫтерекенсем, ҫул-йӗре тытса тӑракансем пирки тӗнче тетелӗ урлӑ хаклама май туса парӗҫ. Ыйтӑма Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче тата мунициаплитетсен сайтӗсенче вырнаҫтарӗҫ.

Халӑх хакланине сӑнавҫӑсен комиссийӗ хаклас пирки ӗнентереҫҫӗ. Енчен те халӑхӑн 30 процентӗнчен ытларахӑшӗ маларах асӑннӑ органсен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр-тӑк вӗсен ертӳҫисен тӑрӑшӑвне те ҫӳлтисем начар тесе пӗтӗмлетӗҫ. Вӑл е ку пуҫлӑхпа ӗҫ килӗшӗвне тӑснӑ чух халӑх хаклавне тӗпе хумалла.

 

Республикӑра

Патӑрьелти тӗп вулавӑшра вулакансем хушшинче Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки тӑрӑх конференци иртнӗ. Унта кӗнеке авторӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Юлия Силэм те хутшӑннӑ.

Улькка Эльмен — сӑвӑҫ тата прозаик. Вӑл — РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, Иван Ивник ячӗллӗ преми лауреачӗ. Улькка Эльменӗн хайлавӗсене халӑх килӗштерсе вулать. Ытларах ӑна «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Хӑрнӑ вӗрене», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унӑн «Упраймарӑм сана…» ҫӗнӗ кӗнекине «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулта чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсне хутшӑнмашкӑн кӗртнӗ.

Вулавӑшри конференци тухӑҫлӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ. Мероприятие вулавӑшӗн таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова уҫнӑ. Наталия Ракова писатель пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӗнеке авторӗ те хӑйӗн пирки, малашнехи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Конференцие пухӑннисем кӗнеке геройӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Хайлаври геройсем расна: пӗрисене шелленӗ, теприсене ятланӑ. Чылай сӑнар пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама вӗрентет.

Малалла...

 

Республикӑра

Улатӑрсем Черниговри хӗрлӗ ялавлӑ 76-мӗш сывлӑш-десант гварди дивизин 104-мӗш полкӗн 6-мӗш ротине нихӑҫан та манмӗҫ. Паттӑр салтаксем Чечняри Аргун ҫурӑкӗ витӗр айлӑма, унтан Дагестана тухма тӗллевленнӗ боевиксен ҫулне пӳлнӗ. Ку ӗҫ 2000 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Салтаксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, 2,5 пин бандита тытса чарнӑ. Ротӑри 90 ҫынран 6-шӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 22-шне Раҫҫей Паттарӗн ятне панӑ. 69 салтака тата офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.

Ҫак пулӑма асра тытса Улатӑрта «Астӑвӑм ҫурти» акци иртнӗ. Ӑна Чечня Республикинче салтак десантниксене халалланӑ. Ҫак акцие «Федор Ушаков таса чунлӑ ҫар ҫынни ячӗллӗ дружина» ҫар-патриот клубӗ йӗркеленӗ. Каҫхине клуб воспитанникӗсем Д.В.Макаров ертсе пынипе стройпа Воинсен обелискӗ патне утнӑ. Кунта мероприяти иртнӗ. Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеп караулне тӑнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксен кашнин ятне вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем алӑра ҫунакан ҫурта тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать.

Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.

Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Украина гражданинӗ А. Раҫҫее 10 ҫул каялла килнӗ, Чӑваш Республикинчи Канаш хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — саккунсӑр майпа. Арҫын ют ҫӗршыв ҫыннисем е гражданствӑсӑр сӑпатсем Раҫҫей Федерацийӗнче пулнӑ чухне правасене кӑтартакан саккуна пӑснӑ.

Ют ҫершыв ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗнче визӑсӑр 90 талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӳлрех асӑннӑ Украина ҫынни вара? Канаш районӗн судне акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: 2004 ҫулта вӑл Канаш хулинчи паспорт сӗтелне кайнӑ, Раҫҫей гражданствине илме ирӗк ыйтнӑ-мӗн. Анчах унӑн ыйтӑвне пӑхса тухман. Унтан вара хӑй Украина гражданинӗн паспортне ҫухатнӑ пулать. Кун пирки вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтермен: административлӑ яваплӑхран хӑранӑ.

С. гражданинпа та ҫакнашкалтарах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унӑн та — Украина гражданстви. Арҫын 2012 ҫултанпа Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ, пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑснӑ: миграци шутне тӑман, Раҫҫейре пулма юранине ӗнентерекен документсемсӗр пурӑннӑ, каялла таврӑнма хирӗҫленӗ, кунта саккунлӑ майпа пурӑнмашкӑн ирӗк илме миграци службине кайман.

Малалла...

 

Республикӑра

Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон.

Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ.

 

Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Л.Кассиль ячӗллӗ вулавӑшӑн ертсе пыракан библиотекарӗ Наталия Иванова тата Шупашкарти ӳнер училищин студентки Ольга Иванова 181-мӗш ача пахчин шапӑрланӗсемпе тӗлпулу иртттернӗ.

Йӗркелӳҫӗсем ачасене ӳнерҫӗ-иллюстратор профессийӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсене кӗнеке ӳнер хайлавӗ пулнине, ӑна хатӗрлессишӗн чылай вӑй тӑкакланнине, ҫавӑнпа ӑна тирпейлӗ тытмаллине ӑнлантарнӑ. Шкул ӳсӗмне ҫитеймен ачасемпе «Ӳкерчӗке малалла тӑс» заняти те ирттернӗ. Унтан пӗчӗкскерсене «Йӑвача» мультфильм кӑтартнӑ. Ачасене ҫаврашкасене тӗрлӗ мелпе ӳкерме вӗрентнӗ. Тӗлпулу вӗҫӗнче шӑпӑрлансене кураври кӗнекесемпе паллаштарнӑ. Унта ача-пӑчасен терлӗ конструкциллӗ кӗнекисем пулнӑ: тетте кӗнеке, хуҫланакан кӗнеке, сцена кӗнеке, альбом кӗнеке, панорама кӗнеке, музыка кӗнеки.

 

Страницӑсем: 1 ... 606, 607, 608, 609, 610, 611, 612, 613, 614, 615, [616], 617, 618, 619, 620, 621, 622, 623, 624
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть