Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пайӑк

Республикӑра

Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗнче «Пире илем пӗрлештерет» акципе килӗшӳллӗн «Чечекленекен пахча» конкурс старт илнӗ. Ӑна ялсене илем кӗртес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Чи маттуррисене тупса палӑртаҫҫӗ.

Пӗрремӗш рейд иртнӗ ӗнтӗ. Комисси пайташӗсем ҫурлан 3-мӗшӗнче ялсене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ун чухне вӗсем чи илемлӗ пахчасене сӑн ӳкернӗ.

Авӑр Ҫырми, Пайӑк, Чӑрӑш Хирлеп, Йӑлтӑм, Мӑн Хирлеп ялӗсенчи пахчасене ӳкернӗ комисси пайташӗсем. Чи лайӑх, илемлӗ пахчасене те палӑртнӑ.

Пайӑкри Ольга Ефремовӑн, Авӑр Ҫырминчи Алина Петровӑн, Пайӑкри Светлана Якимовӑн, Авӑр Ҫырминчи Оксана Борисовӑн тата Вера Кузнецовӑн пахчисем чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.

Чи-чи лайӑх, чи илемлӗ пахчана вара пӗтӗмлетӳ тусан палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипомпа тата парнепе чыслӗҫ.

Сӑнсем (8)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 24

1978
48
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та