Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ку инекек те шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑран пулнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Арайкасси ялӗнче 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Арҫын утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра пӗвере шыва кӗнӗ те путма пуҫланӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине пӗртӑванӗ ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Палӑртмалла: республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 16 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ - ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче 53 ҫулти арҫынна ывӑлӗпе пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче арҫыннӑн 28 ҫулти ывӑлӗ тата хайхисемпе пӗр ялта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын кил хуҫипе харкашма пуҫланӑ. Хӑна та, арҫыннӑн ывӑлӗ те ӳсӗр пулнӑ. Вӗсем арҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ. Алли-урине ирӗке янӑ арҫынсене пакунлисем тытса чарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑннӑ арҫын ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Петр Петрович Ямутин ятлӑ арҫын килӗнчен утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Арҫын 71 ҫулта, 172 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Ҫутӑ хӑмӑр тӗслӗ ветровка, ҫутӑ кӗпе, кӑвак джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ. Петр Ямутин ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. «Лиза Алерт» инфоргӗн Наталия Симбӑн телефон номерӗ — 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм телефон выляса илес тесе улталаннӑ. Хаклӑ телефон выляттарасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнта хутшӑнас тенӗ. Кӗҫех ун патне телейлисен йышне лекни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Телефона ӑҫта ярса памаллипе кӑсӑкланнӑ хыҫҫӑн администратор ҫул укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗн тӳлемеллине пӗлтернӗ. Пурӗ – 5300 тенкӗ. Хӗрарӑм ҫав укҫана тӳрех куҫарса парайман, банк операцие темиҫе хутчен те пӑрахӑҫланӑ. Хӗрарӑм ҫине тӑнипе укҫана куҫарса янӑ-янах. Тепӗр кунне хӗрарӑм патне каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна курьер страховкине, пурӗ 12 пин те 800 тенкӗ, тӳлеме ыйтнӑ. Тавара илсен укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Укҫа куҫарса памалли операцие банк пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмпа банк учрежденийӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ, укҫана ултавҫӑсем патне куҫарса пама пултарни пирки асӑрхаттарнӑ. Телефон выляса илтӗм тесе савӑннӑ хӗрарӑм никама та итлемен, укҫана куҫарса яма ыйтнӑ. Кӑштахран хайхипе каллех хайхи администратор ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна тавара чикӗ урлӑ каҫарма сертификат илме укҫа кирлӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑйне улталанине тинех ӑнланса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
smotrim.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ача хӑна ҫуртӗнчи чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна ҫынсем курса «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Информацие ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. Ку пӑтӑрмах ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ. Телее, чӗрех. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫак ача Мускавран командӑпа Ҫӗнӗ Шупашкара ӑмӑртӑва килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 15 ҫын шыва путса вилнӗ. 15 ҫынтан пиллӗккӗшӗ — ачасем. Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра 39 ҫулти арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ Улатӑр арҫынни ӳсӗр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Специалистсем шывра асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ, ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи илемлӗ вырӑнсемпе киленес вырӑнне хӑшӗсем пуҫтахланса ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче паян ирпе пӗлтернӗ. Те пуҫтахланас тенӗ ӗнтӗ вӗсем, те бинокль килӗшмен, те бинокльти линзӑна куҫ хывнипе ҫапла хӑтланнӑ. Апла-и, капла-и, пуҫтахсене тытсан вӗсене явап тыттарасси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Карманкассинче ывӑлӗ ашшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ ӗнтӗ. 23 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине 56 ҫулти ашшӗпе 23 ҫулти ывӑлӗ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ ҫамрӑк аслине пӑвса лартнӑ. Ашшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра каччӑна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта 28 ҫулти каччӑ 20-ри ҫамрӑка вӗлернӗ. Усал ӗҫ тунӑ этеме тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче 28 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑкпа 20-ри ҫамрӑк хушшинче ниме тӑман сӑлтавшӑнах тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман — ҫапӑҫма тытӑнса кайнӑ. Ҫав самантра аслӑрах каччӑ кӗсьерен пекӗ туртса кӑларнӑ та кӗҫӗнреххине унпа кӑкӑрӗнчен яшлаттарнӑ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ, анчах каччӑ больницӑри реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
vse42.ru сайтри сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку пысӑк инкек Селикат урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскер ун чухне чӗрех пулнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен вӑл вилнӗ. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче 1 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |