Пӑтӑрмахсем
medartby.ru сайтри сӑн Улатӑрта 8 ҫулти арҫын ача пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн ӳчӗ самай пиҫсе кайнӑ, сиенленнӗ лаптӑк 1-2-мӗш степеньпе танлашнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине вӗсем тусӗсемпе «Стрелка» микрорайонта ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑвайт чӗртме тӑнӑ. Ҫулӑм вара арҫын ачан тумтирӗ ҫине куҫнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 932 пушар пулнӑ, вӗсенче 38 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӑра сакки сарлака ҫав. Ӑна пула мӗн чухлӗ инкек пулса иртмест-ши?! Ӳсӗр чухне этем паттӑрланса каять пулмалла, уншӑн ҫынна хӗнесе пӗтересси те ним те мар-тӑр. Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑм та эрехе пулах пӑтӑрмаха ҫакланнӑ теме юрать. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Унта кил хуҫи хӗрарӑмӗпе пурӑнакан арҫын та пулнӑ. Кӑштахран тем пайлама тытӑнса кайнӑ-ҫке — хӑнана кайнӑ хӗрарӑм арҫынна пуҫӗнчен мӑлатукпа ҫапса пӗтернӗ. Арҫын реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ача пахчинче тротуара юсамалла пулнӑ. Кун пирки хӗрарӑм 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче подрядчикпа килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тепӗр уйӑхран вӑл кирлӗ хутсене алӑ пусса панӑ. Подрядчика туса пӗтермен ӗҫшӗнех 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара район хыснине тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхине А-151 федераци автоҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Шел, инкексӗр иртмен - пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Хендайпа» ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн иномарка ҫунма тытӑннӑ. «Лада Грантӑри» пассажир, 40 ҫулти арҫын, вилнӗ. Водительсем вара, иккӗшӗ те, аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
gorodglazov.com сайтри сӑн Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлаҫҫӗ. Анчах шыв ҫинче инкек пуласси те часах. Республикӑра 3 кунра пилӗк ҫын путса вилнӗ. Ҫурлан 4-мӗшӗнче Шупашкарта тӗп пляжра Атӑлтан арҫын виллине кӑларнӑ. Тепӗр кунхине ГЭС патӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 46-ри арҫын путса вилнӗ. Вӑл ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Ҫав кунах Елчӗк районӗнче 47 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ шыва кӗнӗ чухне татӑлнӑ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче 47 ҫулти арҫын путнӑ. Ҫав кунах Комсомольски районӗнче 49-ти хӗрарӑм шывран тухайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 10 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Туканаш ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра пушарнӑйсем кил хуҫин 22 ҫулти ывӑлӗн виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫав кунах 15 сехетре Канаш районӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Вӑл - 60 ҫулти арҫыннӑн. Пушарнӑйсем пӳрте сыхласа хӑварма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«ПроГород» кӑларӑма ярса панӑ сӑн Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пушар сӳнтерме васкакан машина аварие ҫакланнӑ. Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ. «Прогород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуровпа Пӗрремӗш май урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 14 сехет те 22 минутра пулса иртнӗ. Аварие курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх пушар сӳнтерме васкакан машинӑн сирени вӑл вӑхӑтра ӗҫленӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра никам та аманман. Хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмӑл машина вара самаях сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ldpr.ru сайтри сӑн Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ. Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Канаш хулинчи Ӗҫ урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Юрать-ха, ку инкек никамӑн пурнӑҫне те татман. Пушар тухни пирки ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 55 минутра пӗлтернӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен 32 ҫулти хӗрарӑма, унӑн 6-ри ачине тата пӗрле пурӑнакан 29-ти арҫынна пусмапа илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Канашри тата Шупашкарти пульницӑсене илсе ҫитернӗ. Пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |