Пӑтӑрмахсем
tme/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнче пурӑнакан арҫын ултӑ уйӑхри ачана хӗненӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗньял ялӗнче пулса иртнӗ. 62 ҫулти арҫын ҫав кун ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӑйсем патӗнче хӑнара пулнӑ хурӑнташӗпе хирӗҫме тытӑннӑ. Хӗрарӑм 6 уйӑхри ачипе пулнӑ. Тарӑхса кайнӑ арҫын ачана пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапса пӗтернӗ. Амӑшӗ пӗчӗк ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ та арҫын ӑна та хӗненӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.Халӗ ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн О-мӗшенче, Шупашкар районӗнчи «Утёс» санаторире пушар тухнӑ. Инкек каҫхи сакӑр сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Вут-ҫулӑм санаторири пилӗк хутлӑ ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Пушара пӗр сехетре сӳнтерме май килнӗ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме 6 машина пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм алхаснӑ ҫуртпа санатори усӑ курмасть иккен. Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Питтукассинче чикансен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Йӑлари ыйтупа ҫыхӑннӑ тавлашу «ытлашши сурансемсӗр вӗҫленнӗ». Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнса кайнисене йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Алькеша (унта чикансем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ) полицин тата Росгварлин патрулӗсем пырса ҫитнӗ. Унта Росгвардин хӗҫ-пӑшаллӑ «Тигр» автомобилӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын палламан ҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ун тӗлӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн, ҫавна пула ҫын вилнӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 1 сехет ҫурӑра 37 ҫулти арҫын вырӑнти кафесенчен пӗринче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй унччен палламан ҫынпа харкашма тытӑннӑ. 34 ҫулти арҫын тусӗсемпе пулнӑ. Унтан ҫавсем урама тухнӑ. Ҫавӑнпа тавлашу малалла тӑсӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне 37-ри арҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларса та 34-рине хырӑмӗнчен чикнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын сиплев учрежденийӗнчи реанимацире ҫав кунах вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗсем Паян, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр хӗрарӑм машина айне пулнӑ. М-7 ҫул ҫинче 12 сехет тӗлӗнче хӗрарӑм «КамАЗ» автомобиль айне пулнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳрекенсене ҫӳремелли вырӑнпа ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ. Ун ҫине йывӑр тиев турттаракан машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. 44 ҫултискер Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ. Хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ машина водителӗ урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
b-online.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм 34-мӗш ҫуртри пӳлӗмӗсенчен пӗринче алхасма тытӑннӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ, ҫав шутра вырӑнти полицин патрульпе пост службин авиапатрулӗ те пулнӑ. Артем Петров тата Денис Шайдиманов йӗрке хуралҫисем ҫуртра пурӑнакансене урама тухма пулма пулӑшнӑ. Шар курнӑ пӗр ҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
grandships.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 290 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑм патне ют ҫын виҫӗ цифрӑллӑ номертен шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Кредит картти ҫинчи укҫана такамсем сӑптӑрса каясран телефона ятарлӑ приложени вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗрарӑм итленӗ. Анчах ҫав приложени пулӑшнипе хайхисем хӗрарӑмӑн телефонӗпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе усӑ курса 290 пин тенкине хӑйсен тунӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкула прокуратура эрнесерен тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Кунта сӑмах район центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать. Генподрядчикӗ — Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ. Контракт хакӗ 1,12 миллиард тенкӗпе танлашать. Кӑҫалхи ҫулла пуҫламӑшӗнче шкулта строительство ӗҫӗсене палӑртнинчен 3 процентне ҫеҫ пурнӑҫланине палӑртнӑ. 825 вырӑнлӑх учреждение 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Шкул естествӑллӑ наука (медицина) тата социаллӑ экономика енӗпе тӗплӗн вӗрентӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cap.ru порталтан илнӗ cӑнӳкерчӗк Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗсем Раҫҫейӗн уҫӑ кубокӗнчен медальсемпе таврӑннӑ. Сочи хулинче ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхн 3-мӗшӗччен иртнӗ ӑмӑртура чӑваш гимнасчӗсем: Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Владислав Поляшов тата Раҫейӗн спорт мастерӗ Екатерина Андреева — палӑрнӑ. Владислав ылтӑн медале ҫӗнче илнӗ, Екатерина — бронзӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
dgl.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре преступниксен пӗр ушкӑнӗ ҫынсен ячӗпе кредит карттисем илсе тултарнӑ. 91 карта ҫинчен вӗсем 8,7 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа илнӗ. Усал ӗҫпе ҫав ҫынсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен аппаланнӑ. Укҫана Шупашкарти тата Челябинскри кредит организацийӗсенчен илнӗ. Преступниксен ушкӑнне карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗрин офисӗнче ӗҫлекенсем те кӗнӗ. Вӗсем паспортӑн суя копийӗсемпе усӑ курса банк тата микрофинанс учрежденийӗсенче кредит карттисем илнӗ. Кредит лимичӗпе пӑхса хӑварнӑ укҫана кайран хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. 91 кредит картти ҫинчен 8,7 миллион тенкӗ тыла илнӗ. Тепӗр 6 тӗслӗхре банксем карттӑсем ҫинчен илме чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |