Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пушар сӳнтернӗ. Унта ял хуҫалӑх предприятийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ пахча ҫимӗҫ управӗ ҫуннӑ. Пушара хӑвӑртах сӳнтернӗ. 20 минутран ҫулӑма тӗп тунӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Паян ҫӗрле Канаш районӗнчи Сиккассинче 55 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликассинче ӗнер «Унга-2» сад юлташлӑхӗнче, дачӑра, 5 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннипе инкек сиксе тухнӑ. Пӗтӗмпе 1 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫунакан типӗ курӑкран ҫулӑм 50 ҫулти арҫынн кил-ҫурчӗ ҫине куҫнӑ. «Хӗрлӗ автан» мунчана тата вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 28 тӗслӗхе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15 сехет те 10 минутра Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче ача чутах машина айне пулман - хӑраса кӑна ӳкнӗ. Вӑл велосипедпа пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Юрать-ха, хӗрачана темех пулман. Водитель пысӑках мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу, полици чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер 18 сехет ҫурӑра Шупашкарта 10 ҫулти хӗрача "Лада Калина" машина кустӑрми айне пулнӑ. Ку инкек Шумилов урамӗнче пулса иртнӗ. Видеокамерӑна пӑхсан 33 ҫулти водитель ҫул хӗресленекен вырӑна светофорӑн симӗс ҫутипе тухни паллӑ. Анчах кӑшт кайсан ун умне хӗрача сиксе тухнӑ. Ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче 39 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл 31 ҫулти арӑмӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен, мӑйӗнчен нумай хутчен ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Ниссан» автомобильпе ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм йӗркене пӑсма питех те юратнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 16 сехет те 23 минутра Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем унӑн автомобильне тӗрӗслес тӗллевпе чарнӑ. Хӗрарӑм икӗ ачине автокреслосӑр илсе ҫӳрени палӑрнӑ. Хӗрарӑм-водителе йӗркене пӑсма юраманни, автокресло ҫыншӑн мар, ачасене инкеке лекесрен асӑрханма кирли ҫинчен ӑнлантарса панӑ, административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Тепӗр сехетрен ҫав машиӑна каллех чарнӑ. Руль умӗнчи хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫав хӗрарӑм каллех йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Ун чухне вӑл унчченхи кунхинчен те ӳсӗртерех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи сӑн Ҫуркунне ҫитрӗ те типӗ курӑк ҫунтарас сезон пуҫланчӗ темелле. Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем 4 вырӑна ҫитсе ҫунакан типӗ курӑка сӳнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 50 гектара яхӑн ҫӗр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Пӑрачкав районӗсенче типӗ курӑка сӳнтерме тивнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарса килсӗр-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарас тенӗ те пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл ҫӳп-ҫап ҫунтарма пуҫланӑ та ҫулӑм типӗ курӑ тӑрӑх кайса ҫурт патне ҫитнӗ. Ҫурчӗ кӑна мар, хуралтӑ таврашӗсем те ҫунса кӗлленнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви юлашки талӑкра республикӑра 8 пушар пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
gazeta-ch.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ. Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ. Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |