Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ.
Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ.
ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ.