Ҫул-йӗр
Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара пуйӑспа кайса килекенсен ҫул ҫинче хӑвӑртрах ҫӳреме пуҫлас шанчӑк пур. «Сапсан» хута ярсан мар, унчченех. Республикӑн тӗп хулипе ҫӗршывӑн тӗп хулине пуйӑс хальхи вӑхатра 13 сехетре ҫитет. Ӳлӗмрен вӑл вӑхӑт 4,5 сехет чакма пултарать. Ку хыпара «Центральная пассажирская компания» (чӑв. Пассажирсен тӗп компанийӗ) общество хыпарланӑ. Пуйӑс ҫӳрессине вӑл «Ветер» (чӑв. ҫил) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хӑвӑртлатасшӑн. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ ҫинче халӗ хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑссем пур-ха. Мускавран Питӗре вӑл 3,5 сехетре ҫитерет. Сочире, Мускавра, Тверьте, Чулхулара «Ласточка», «Стриж», регионти ытти экспресс хӑвӑрт хутласа пассажирсене каяс ҫӗре часах ҫитерет. Мускавран шурӑ Шупашкара 8,5 сехетре хӑҫантарах ҫитме пуҫлассине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Нумаях пулмасть Чӑваш Ене «Россия 24» телеканал журналисчӗсем килни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫӗршыври ҫулсен пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Журналистсем Мускавран пуҫласа Омска ҫитнӗ. Хӑйсен урапипе вӗсем хуласене ҫитнӗ. Ҫулҫӳрев хыҫҫӑн журналистсем хулари ҫулсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Танлаштарӑма ӗненес тӗк, Чӑваш Енӗн ҫулсемпе мухтанмалли ҫук. Шупашкар чи япӑх ҫулпа палӑрса танлаштарӑмра юлашкинчен виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫулсене 5 балпа хакланӑ. Шупашкар вара 2,9 бала ҫеҫ тивӗҫнӗ. Курган хули 2,8 балл пухнӑ. Омск вара чи юлашки вырӑнта. Вӑл 2,34 балл пухнӑ. Омскра пулнӑ хыҫҫӑн журналистсем урапине автосервиса илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ку пӑтӑрмахӗ виҫӗ кун каяллах пулнӑ-ха. Анчах ун патне таврӑнма руль умӗнчи каччӑ сӗмсӗрлӗхӗ хистерӗ. 24 ҫулти каччӑ (теприсем ун пирки тути ҫинче амӑш сӗчӗ типсе пӗтмен тесе хаклӗҫ, анчах хӑшӗсем вӑл ҫулта ҫемье те тытса тӑраҫҫӗ) Шупашкарти Вокзалҫум урамри 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче эрнекун каҫхи 10 сехет тӗлӗнче ҫул урлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кӑкӑр шӑммине амантнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Водитель пирки каласан руль умӗнче ҫулталӑкран та сахалтарах ларакан ҫав ача кӑҫал кӑна йӗркене вунӑ 10 хутчен пӑснӑ. Ҫав шутран пиллӗкӗшӗнче — хӑвӑртлӑха ӳстернипе. «Митсубиси Каризм» маркӑллӑ урапапа ҫил хӑваласа ҫӳрекенскер хӑйне йӗрке хуралҫисем ҫырса панӑ штрафсене те тӳлеме васкаман: хальлӗхе вӑл пӗр штрафӗпе те татӑлман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫӗрпӳ-Вӑрмар ҫул ҫинче юсав пырать Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтнине эпир те ҫырнӑччӗ. Ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ытти вырӑнта та сиксе тухмасӑр пулманнине пирӗнтен кашниех аван ӑнланать. Пурне те асӑрхакан ҫивӗч куҫлӑ журналистсенчен пӗрин куҫӗ тӗлне тата Ҫӗрпӳрен Вӑрмаралла каякан федераци ҫулӗ лекнӗ. Андрей Иванов журналист унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӑл тӑрӑхрисемпе тӗл пулма кайнӑ чух вӗҫтернӗ. Правительство кортежӗ тата вӗсенчен юлмасӑр пыракан журналистсен ушкӑнӗнчен хайхи 40 минут таран татӑлса юлнӑ-мӗн. Федераци ҫулӗ ҫинчи ҫав участока юсакан «Дорисс» предприяти урапасене пӗр полосапа кӑна иртсе ҫӳремелле туса панӑ иккен. Ҫӗрпӳ кӗперӗпе танлаштарсан кунта тата нушаллӑрах тесе ҫырнӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Раҫҫей Правительстви регионсенчен пассажирсене самолетпа турттарнишӗн субсидилемелли маршрутсене ҫирӗплетнӗ. Шупашкартан Питӗре вӗҫекеннисем те ку списока лекнӗ. «Питӗр—Шупашкар» авиамаршрутри ятарлӑ тариф 5640 тенкӗпе танлашмалла. Ку вӑл — эконом-класс шутланакан салонта. Регионсенчи авиавӗҫевсем валли ҫӗршыв хыснинчен 200 миллион тенкӗ ассигновани уйӑрма палӑртнӑ. Субсиди уйӑрмалли маршрутсен списокне те кӑҫал анлӑлатнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, авиакомпание Ространснадзор хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр самолет хуҫисем Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем авиакомпание майлӑ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Мускав – Омск» ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкара «Россия 24» телеканал корреспонденчӗсем килнӗ, вӗсем ҫулсене тӗрӗсленӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул лайӑх лару-тӑрура. Ҫула «Кондор» плотномерпа тӗрӗсленӗ. Вӑл — нумай каналлӑ сканер, ҫулӑн ҫиелти сийне хаклать. Сӑмах май, федераци телеканалӗн журналисчӗсем тӑваттӑмӗш хулана ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе япӑх ҫул енӗпе Чулхула «палӑрнӑ». Чи малтанах Тимофей Кривов урамӗпе Мускав проспекчӗ хӗресленекен вырӑна тӗрӗсленӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, кунта авари час-часах пулать. Пӗлтӗр унта 9 авари пулнӑ. Репортаж ӳкернӗ чухне те урапасем пырса ҫапӑннӑ. Унтан корреспондентсем Ишлей проездне ҫитнӗ. Унта та аварисем пулаҫҫӗ. Крылов тата Шумилов урамӗсенчи ҫулсене те тӗрӗсленӗ. Журналистсем 14 кунра Раҫҫейри темиҫе хулана ҫитме палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кисан (Рязань), Улатимӗр, Чулхула, Екатеринбург. Пӗтӗмӗшле илсен, журналистсем Шупашкарти ҫулсене лайӑх хак панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав патӗнче вырнаҫнӑ Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче («Шупашкар» – «Сурски» ҫулӑн 143-мӗш километрӗ) ҫулӑн пӗр пайӗ ҫӗмрӗлнӗ. Деформациллӗ ҫӗвӗпе ҫыран хӗрринчи юпа ҫинчи плита катӑлнӑ. Пӑрачкав районӗ пӗлтернӗ тӑрӑх плитара вырӑн-вырӑнӗпе 10 см-ран пуҫласа 20 см таран шӑтӑксем йӗркеленнӗ. Республика влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗперпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тимлӗ сӑнаса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ. Кӗпер патне пынӑ вырӑнта авари пирки пӗлтерекен паллӑсем вырнаҫтарнӑ, ятарлӑ службӑсен каҫхи дежурствине йӗркеленӗ. «Чӑвашҫулупр» КУ директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Алексеев шантарнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тухнӑ пайри юсав ӗҫсене ыранах пуҫлӗҫ. Чӑваш Ен лаптӑкӗнче Сӑр урлӑ темиҫе кӗпер вырнаҫнӑ. Етӗрне патӗнче вырнаҫнӑ кӗпер те юсавра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Маршруткӑсем хула тӑрӑх ҫил пек вирхӗнсе пыраҫҫӗ-и? Водительсем салона ҫынсене хӑяр пички пек тултараҫҫӗ-и? Ҫӑхавлӑр. Вӗсене 23-51-99 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ятарласа хӗрӳ лини уҫнӑ. Вӑл ӗҫлемелли кунсенче ирхи 6 сехетрен пуҫласа 23 сехетчен ӗҫлӗ. Шӑнкӑравласан оператор хуравне кӗтмелле е ҫӑхава автоответика пӗлтермелле. Ята, хушамата, ашшӗн ятне пӗлтерме, маршрутка ӑҫта тата хӑҫан йӗркене пӑснине калама ыйтӗҫ. Ҫавӑн пекех телефон номерне, адреса каламалла, ҫапла ҫырса хуравлӗҫ. Сӑмах май, администраци ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Ун чухне виҫӗ микроавтобус ҫын нумай тултарнине тупса палӑртнӑ. Вӗсем 42, 44, 52-мӗш маршрутсемпе ӗҫслекенсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Иртнӗ канмалли кун Патӑрьел районӗн кунӗнче Ксыл-Камыш ялӗнче ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ урамра пурӑнакансем халӗ ҫӗнӗ ҫулшӑн савӑнаҫҫӗ. Ҫула тумашкӑн 11,25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. «Стройреммост» фирма директорӗ каланӑ тӑрӑх, ҫул ҫирӗп, кирек мӗнле ҫанталӑк та уншӑн хӑрушӑ мар. Ҫул тӑршшӗ 1 ҫухрӑм. Малтанах ӑна ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ. Контракта 10 миллион та 781 тенкӗлӗх алӑ пуснӑ. Ялта пурӑнакан Фердания Ахмадеева кунашкал ҫул пуласса ӗненмен те. Вӑл куншӑн питӗ савӑнать. «Автҫулсене тӑвасси республикӑра аталанать, ҫавна май хулапа ял хушшинчи уйрӑмлӑх пӗтсе пырать», — тенӗ Михаил Игнатьев сӑмах илсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫул ҫинчи камерӑсем правилӑсене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипех водительсене урӑх енӗпе те штраф тӳлемелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе проекта Мускав ҫывӑхӗнче тӗрӗслеҫҫӗ. Камерӑсем пулӑшнипе урапаран кӑларса ывӑтнӑ ҫӳп-ҫапшӑн водительсене штраф тӳлеттересшӗн. Ҫакна камера урапа кайнӑ чухне те, чарӑннӑ вӑхӑтра та курӗ. Кунсӑр пуҫне камерӑсем сӑнанипе урапана юраман ҫӗртре ҫунӑшӑн хуҫине штрафлаттарасшӑн. Камера топливӑна юхтарнине те, стоянкӑна вараланине те асӑрхӗ. Ахӗртнех, ку ӗҫе кивӗ камерӑсене «хӑнӑхтарӗҫ». Хальлӗхе кунашкал камерӑсене ытти регионта вырнаҫтарасси пирки калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |