Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хулинче ҫӗнӗ ҫулсем тума палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хула администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр тытӑмӗсен проектлас умӗнхи ӗҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Тума палӑртнӑ ҫулсенчен хӑшӗ-пӗрин проекчӗсем хатӗр, теприсем тӗлӗшпе аукцион йӗркелеме пуҫланӑ. Хулара тӗпрен ҫак вырӑнсене ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ: ○ Электроаппараткинчен бульварне тӑватӑ йӗрлӗ тӑвасси; ○ Иван Яковлев проспектне тӗпрен ҫӗнетесси (Канаш ҫулӗнчен пуҫласа 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе хӗресленекен ҫавра таран; проектне хатӗрлеме ҫывӑх вӑхӑтра конкурс пуҫарӗҫ); ○ Соляново тӑкӑрлӑкри ҫула ҫӗнетесси (проект хатӗрлеме пуҫлӗҫ); ○ 30-мӗш автоҫула оперӑпа балет театрӗ таран туса ҫитересси (проект ӗҫне хатӗрлеме пуҫлӗҫ); ○ Карл Маркс урамӗпе Ярославль урамне ҫыхӑнтарас ӗҫ (проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ, ҫула ҫывӑх вӑхӑтра тума пуҫлӗҫ); ○ Станциҫум урамӗнчи ҫула ҫӗнетесси (База тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ таран; проект ӗҫне пуҫлаҫҫӗ); ○ виҫҫӗмӗш транспорт унки валли техникӑпа экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавласа хутсем хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче ҫӗнӗ рейс хушӑнӗ. «РусЛайн» авикомпани самолетсене тунтикунпа юнкунсерен ҫӳреттерме тытӑнӗ. «Шупашкар — Питӗр» 7R-234-мӗш маршрутпа Пулково аэропорта каякан самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен 16 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 19 сехетре унта ҫитӗ. «Питӗр, Пулково — Шупашкар» маршрутпа 13 сехет те 50 минутра хускалӗ, Шупашкара 16 сехетре ҫитӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолет 2 сехет те 10 минут вӗҫӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтерни тӑрӑх маларах эпир самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерессине хыпарланӑччӗ. Сӑмах май, «Псковавиа» компани самолечӗсем те Питӗре унчченхиллех ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Канаш районӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакансен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫуркунне ҫанталӑк чӗрӗлнӗ чухне вӗсем пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑлса халтан каяҫҫӗ. Муллаварта 130 пӳрт шутланать. Кашнин тенӗ пекех машина пур. Ял Канаш хулинчен инҫех мар, ҫавна май ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрсан ялта юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай ачаллисем валли 130 ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри стройка ӗҫне пуҫӑннӑ. Ҫамрӑксем Канаша ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Аслӑрах ӳсӗмрисем вӗсемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксем ялтан кайма тытӑнсан мӗн пулӗ? Хучел ял тӑрӑхне кӗрекен Муллавар ҫыннисене ку ыйту кашни ҫулах пӑшӑрхантарать. Анчах вырӑнти хыснара асфальт ҫул сарма укҫа ҫук. 1 ҫухрӑм сармашкӑн 6 миллион тенкӗ кирлӗ. Проекта хатӗрлесе ЧР Транспорт министерствине ярса панӑ. Ял халӑхӗ халӗ хурав кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫулсем ҫинче йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тӑракан видеосӑнавсем туянма Чӑваш Енре пӗтӗмпе 48 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ, анчах та вӗсенчен 4 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ку факта паян пӑшӑрханса каланӑ. Ҫул-йӗр тӑрӑмне Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунхи канашлӑвӗнче тишкернӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал мӗнпур аварисенчен 80 проценчӗ регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын хӑйсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, 300-шӗ сусӑрланнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев транспорт тата ҫул-йӗр министрне Владимир Иванова лару-тӑрӑва уҫӑмлатма, ҫивӗч тӗрӗслеме хушнӑ май патшалӑх саккасӗсемпе ӗҫлекенсене яланах тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарта ҫулсене хак паракан общество комиссийӗ йӗркелӗҫ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программа пурнӑҫа кӗрет. Ун валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 664,572 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа хулари 27 ҫула юсӗҫ, ҫул хӗресленекен 5 вырӑна анлӑлатӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ. Шупашкарта ҫул пахалӑхӗсене тӗрӗслекен общество комиссийӗ йӗркеленӗ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Ҫапах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлесе опыт пухнисен унта кӗрес шанчӑк пысӑкрах. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ, 16-мӗш ҫурт. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: gkhb@gcheb.cap.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре дачӑсемпе пахча юлташлӑхӗсене илсе ҫитерекен хушма маршрутсем уҫма йышӑннӑ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. ЧР транспорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннепе ҫулла «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ уҫмалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллӗ граждансене транспортпа илсе ҫӳретнӗшӗн республика хыснинчен ятарлӑ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗ валли уйӑхлӑх билетсене 600 ытла сутнӑ. Билет хакӗ 761 тенкӗрен пуҫласа 1918 тенкӗ таран ларать. Ҫул 30 ҫухрӑмран вӑрӑмрах пулсан кашни километрӗ 90 тенке ларать. Канашлура Михаил Игнатьев автобуссене йышлӑ ҫӳретмеллине те асӑрхаттарса хӑварнӑ. Дачӑсене автоубспа ҫыхӑнтарас ыйтупа паян брифинг та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрнар районӗнче шӑтӑк-путӑклӑ асфальт ҫула сапланӑ. Ку водительсене питех те тӗлӗнтернӗ. Мӗншӗн тетӗр-и? Ара, асфальта тӑпра сапса тикӗслетнӗ. Кунашкал ҫула Пӑртас ялӗ ҫывӑхӗнче курма пулать. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пулнӑ. Ӑна ҫийӗнчех тӑпрапа тултарнӑ. Водительсем кунпа кӑмӑлсӑр. Юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пӗрмай ҫӑвать. Йӗпе-сапара вара кунашкал ҫулпа кайма питӗ йывӑр. Ҫак ҫула пӑхса тӑракан «Вурнардорстрой» организаци ку лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫул урлӑ пӑрӑх иртет. Ҫул ҫинче пысӑк шӑтӑк пуласран ӑна пӗтерме шухӑшланӑ. Шӑтӑка пусӑрӑнтарас тесе малтан тӑм тата вӗтӗ чул сапнӑ. Каярахпа, ҫитес вӑхӑтра, асфальт сарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫне лайӑх пурнӑламаншӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӗрарӑм Анат Чаткас ял тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫул сарасси пирки пӗлӗшӗпе, пӗр фирмӑн генеральнӑй директорӗпе, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унтан вӑл ыйтнипе подрядчик ӗҫе пурнӑҫлани пирки актсем ҫырнӑ. Кайран ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ документа бухгалтерие тӑратнӑ. Кун хыҫҫӑн контрагент шучӗ ҫине 175 пин тенкӗ ытла куҫнӑ. Анчах ҫул сарас ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Тӗрӗссипе, полицейскисем интересленме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫ вырӑнтан хускалнӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Пуҫлӑх айӑпне йышӑнса тӑкака саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре пӗлтӗр общество транспорчӗпе ҫӳрекенсем сахалланнӑ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ҫак специалист транспорт тытӑмӗ иртнӗ ҫул епле аталаннине тишкернӗ. Ку енӗпе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа ӗҫлет. 2013 ҫулта пурнӑҫа кӗме пуҫланӑскер 2022 ҫулччен вӑйра тӑрӗ. Программӑна пурнӑҫласа республикӑри регион пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре пӗлтӗр 139 км юсанӑ, муниципалитетсенче — 10,3 км, ял тӑрӑхӗсенче — 74,5 км. Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарасси пӗлтӗр чакнӑ пулин те самолетпа вӗҫекенсем йышланнине палӑртмалла. Пӗлтӗр ун пеккисем 165 пин ҫын пулнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 2 хута яхӑн ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ. Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ. Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура. Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.