Ҫул-йӗр
Юлашки кунсенче республикӑра юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май урапасене ҫул ҫинче ҫӳреме йывӑр килчӗ. Юра тасатсах тӑчӗҫ пулин те… Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта ҫулсене мӗнле тасатнине ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов хӑй тӗрӗслесе тӑнӑ. Министр «Чӑвашупрдор» тӗлӗшпе темиҫе асӑрхаттару панӑ. Министр кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче те тӗрӗслеве тухнӑ. Вӑл М-7 автоҫула, «Вятка» автоҫула тата республикӑри ҫул-йӗре пӑхса тухнӑ. Кӑрлачӑн 8–10-мӗшӗсенче, юр уйрӑмах нумай ҫунӑ кунсенче, 56 единица техника федераци ҫулӗсем ҫинче ӗҫленӗ. 80-шӗ вара республика пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тасатнӑ. Министр общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене, ҫул хӗресленнӗ вырӑнсене, яла кӗрекен ҫулсене вӑхӑтра тасатманнине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус кювета чӑмнӑ. Ку карлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнче сиксе тухнӑ. Автобус кювета чӑмсан, телее, пассажирсем шар курман. Анчах вӗсен тепӗр автобус киличчен ҫул хӗрринче кӗтсе тӑма тивнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, малта авари пулнӑ. Ахӑртнех, тормоз япӑх ӗҫленӗ, ҫавӑнпа автобус кювета анса кайнӑ. Пассажирсем кӑштах суранланнӑ тата хӑранӑ ҫеҫ. Ҫӗрлехи 1 сехетре пассажирсене урӑх автобуса лартнӑ. Ӑна вӗсем патне Чӑваш Енрен янӑ. Кун хыҫҫӑн пассажирсем Мускава чиперех ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Израиль ҫыннин Раҫҫей полицейскийӗсен умӗнче тӳрре тухма тивнӗ. Пакунлисем унӑн багажне ҫавӑрттарнӑ кӑна. Саппасри офицера ИГИЛ организаци ҫумне «ҫыпӑҫтарнӑран» пулса тухнӑ ку… Ку Израильте пурӑнакан ҫамрӑк Марк Г.-па пулнӑ. Вӑл Раҫҫее килнӗ пулнӑ. «Мускав – Шупашкар» пуйӑсӑн вакунӗнче ларса пынӑ чухне ЦАХАЛӑн саппасри офицерне полицейскисем тытса чарнӑ. Мӗншӗн? Марк вакунра иврит чӗлхиллӗ кӗнеке вуланине пӗр хӗрарӑм курнӑ та сисчӗвленнӗ, тӳрех кирлӗ ҫӗре шӑнкӑравланӑ: пуйӑсра ИГИЛ агенчӗ пырать имӗш. Маркӑн тӗрлӗ чинри полицейскисене виҫӗ хутчен ӑнлантарма тивнӗ. Юлашкинчен унран каҫару ыйтнӑ та арӑмӗпе ачи патне (Шупашкарта хӑнара пулнӑ вӗсем) янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Етӗрне районӗнче Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Вӑл 2,5 ҫухрӑм, темиҫе яла ҫыхӑнтарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. «Сӑр — Тури Мучар — Чаканар — Ирҫе» ҫула раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вырӑнти халӑхшӑн ку Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӑн-чӑн парне пекех пулнӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем, пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫул 2,467 ҫухрӑм тӑршшӗ, сарлакӑшӗ — 6 метр. Ӑна тумашкӑн 46333,31 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Етӗрне районӗнче кӑҫал 10 ҫул тума пуҫланӑ. Республикӑри ялсенче пӗтӗмпе 100 ытла объекта хута яма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет. Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле. Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Инҫе ҫула пысӑк тиевлӗ машинӑпа тухакан водительсене ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине, вӗсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен акци йӗркеленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, водительсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ҫав эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑччӗ. Темле пулсан та саккунне йышӑннӑ. Шупашкарта паян «Платон» тытӑмпа ӗҫлекен «штрафомобиле» асӑрханӑ. Вӑл урапа йывӑр тиевлӗ машинӑсен номерӗсем тӑрӑх пӗрлӗхлӗ базӑна кӗрсе вӑл е ку урапа ҫул ҫӳренӗшӗн укҫа тӳленипе тӳлеменнине палӑртать. Мобильлӗ ку комплекссем стационарлисем вырӑнне пулӑшу кӳреҫҫӗ. Стационарлисем хальлӗхе Калуга тата Мускав облаҫӗсенче кӑна пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Дальнобойщиксем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине пӗлтернӗччӗ. Водительсем черетлӗ акци йӗркеленӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 11-12 сехетсенче Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ вӗсем. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ку эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑ ӗнтӗ. Гагарин палӑкӗ патне 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсене чарӑна-чарӑна пӑхнӑ, плакатсене вуланӑ. Сӑмах май, кунашкал акцисем ҫӗршывӗпех иртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ЧР Транспорт министерстви 12 тоннӑран ытарах таякан водительсем укҫа тӳлеме тытӑннине пӗлтерет. Укҫа федераци ҫул-йӗр фондне кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Дальнобойщиксем лӑпланман-ха. Вӗсем ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеттернипе килӗшесшӗн мар. Ӗнер, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, фура водителӗсем каллех влаҫа «илттересшӗн» пулнӑ. Каллех акци ирттернӗ вӗсем. Дальнобойщиксем колоннӑпа тӑрса ҫулпа майӗпен пынӑ. Паллах, ку ыттисене вӗчӗрхентернӗ. Ӗнер водительсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспекчӗпе «Ромашка» ҫавра ҫул таран килнӗ. Ҫула тухиччен вӗсем патне ҪҪХПИ экипажӗсем пынӑ та саланма ыйтнӑ. Анчах дальнобойщиксем хӑнк та туман, малаллах кайнӑ. Анчах полицейскисем ҫула хупӑрласа дальнобойщиксене пӗрерӗн яма тытӑннӑ. Анчах ку та пулӑшман. Пӗр ҫухрӑмранах каллех колонна пуҫтарӑннӑ. Водительсем «Ромашка» ҫавра ҫул патне ҫитсен ҫеҫ саланнӑ. Палӑртмалла: вӗсем хӑйсене йӗркеллех тытнӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑсман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн шӑллӗ аварие ҫакланни пирки тӗнче тетелӗнче калаҫма тытӑннӑ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Эгер бульварӗнче пулнӑ. Иномарка ВАЗ-2115 урапапа пырса ҫапӑннӑ. Аварире 15-мӗш моделӗн 22-ри пассажирки алӑ хуҫнӑ, суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, иномарка водителӗ ВАЗ хуҫипе калаҫса татӑласшӑн пулнӑ. Анчах лешӗ килӗшменнине кура вӑл руль умне ларнӑ та Кӑкшӑм урамӗ еннелле вӗҫтернӗ. Водителе полицейскисем тытса чарнӑ. Дактилоскопи ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл камне пӗлме май килнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 31 ҫулти Ладыков А.О. пулнӑ-мӗн. Водитель ӳсӗр пулма пултарни ҫиеле тухнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫ пулнӑ. Алексей Ладыков кун тӗлӗшпе акӑ мӗн каланӑ: «Ҫапла, вӑл манӑн шӑллӑм. Вӑл ӳссе ҫитӗннӗ ҫын, хӑйех явап тытма пултарать. Ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем халӗ пӗр вӑхӑтрах кулянаҫҫӗ те, намӑсланаҫҫӗ те. Кашниех хӑйӗн айӑпне туять. Ҫавӑнпа аварире шар курнӑ ҫынран кашнинченех каҫару ыйтатӑп. Айӑплин вара саккунпа килӗшӳллӗн явап тытмалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Халӗ, саккунпа килӗшӳллӗн, урапасен хӗлле ҫуллахи шинӑпа ҫӳреме юратмасть. Ҫавӑнпа, ахӑртнех, кашни водителех хӑйӗн «урхамахне» хӗллехи тум «тӑхӑнтартнӑ». Анчах урапа шипли пулсан та чутах инкекпе вӗҫленмен пӗр пулӑм. Ку Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫулсем пӑрлакланнӑ. Тӑвалла хӑпармалли ҫул ҫинче Фольксваген урапа каялла чакнӑ. Ҫавӑнпа салонра ларакан упӑшкипе арӑмӗн кайнӑ ҫӗртех сиксе тухма тивнӗ. Мӑшӑр сиксе тухнӑ чухне аманнӑ. Кун хыҫҫӑн урапа каялла чакса-чакса пынӑ та пӗвене чӑмнӑ. Видеорегистратор салона шыв мӗнле тулнине ҫеҫ ӳкерсе юлнӑ. ҪҪХПИрен пӗлтенӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тӑварлӑ-хӑйӑрла хутӑш сапман. Урапа вара шыва чӑмса самаях сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |