Ҫул-йӗр
Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи кӗпере шыв илсе кайнӑ. Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Нурӑсра пурӑнакансене маларах вӑхӑтлӑх кӗперпе каҫарма тытӑннӑччӗ. Ҫурхи шыв-шур вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпере шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран ҫуран ҫӳрекенсем валли вӑхӑтлӑх кӗпер тума йышӑннӑран вӑхӑтлӑх тесе урӑххине ӑсталанӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Чӑваш Енре кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ҫул-йӗр юсаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Транспорт министерстви ӗнентерет. Ҫуркунне ҫул-йӗр яланхиллех япӑхса каять. Ҫавна май ятарлӑ предприятисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсассипе малалла тимлеҫҫӗ. Маларах каланӑ пек кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр кӑна мар, канмалли кунсенче те алӑ усса лармаҫҫӗ. Ҫанталӑк условийӗ меллӗ пулнине кура ӗҫ калӑпӑшӗ те самай пысӑк тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ министерство. Хальхи вӑхӑта илсен юсав ӗҫӗпе "Чувашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта» обществӑсем тата Макаров хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тимлет. Иртсе каякан эрнене илсен, сменӑра вӑтамран вӗсем 1500-1700 тӑваткал метр лаптӑк юсаса пынӑ. Юсама 66 техника явӑҫтарнӑ. Сменӑра 175 тоннӑна яхӑн материал тӑкакаланать-мӗн. Маларах эпир шӑтӑк-путӑка "сивӗ асфальтпа" сапланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Куславкка районӗнче паян ирхине, сакӑр сехет ҫитеспе, пысӑк тиевлӗ урапапа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, инкекре икӗ арҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Урапасем федераци трасси ҫинче пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Форд Эксплорер» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Вольвӑпа» пырса тӑрӑннӑ. «Фордра» ашшӗ, амӑшӗ, вӗсен 2008-мӗш тата 2014-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ачисем тата ачасен аслашшӗ пулнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайнӑ. Арҫынсем иккӗшӗ те ҫавӑнтах куҫӗсене хупнӑ. Ачасен амӑшӗн сывлӑхӗ те ҫӑмӑл мар-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫул-йӗр
Кӑҫалхи пек япӑх ҫулсем тахҫанах пулман. Ҫуркунне юр кайнӑ май асфальт та ирӗлме пуҫларӗ. Пур тӑрӑхра та тенӗ пекех ҫулсем шӑтӑк-путӑклӑ. Тем пысӑкӑшех вӗсем. Вӗсене пула аварисем те пулаҫҫӗ. Халӗ республикӑра ҫулсене юсас ӗҫ хӗрсех пырать. Бригадӑсем шӑтӑксене саплаҫҫӗ. Чӑннипе, кашни ҫуркуннех шӑтӑк-ҫурӑксене хуплама тивет. Ку ӳкерчӗке кашни ҫулах куратпӑр-ҫке. Ҫӗнӗ ҫул хута яраҫҫӗ кӑна — тепӗр ҫул юсама тухаҫҫӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ ку? Ҫулсен пахалӑхӗпе мар-и? «Раҫҫейре икӗ ҫивӗч ыйту: ухмахсем тата ҫулсем», — тени ахальтен мар пуль. Кӑҫал ҫулсемпе ҫӳреме май ҫук. Шупашкартан Канаш еннелле каякан ҫула тин кӑна ҫӗнетрӗҫ те вӑл аптӑрамасть. Вӑрнар ҫулӗпе вара тракторпа ҫеҫ ҫӳремелле — ним майӗ ҫук. Пӗлтӗр кӑна унта лайӑхчӗ. Бригадӑсем юсама тухнӑ-ха, анчах хальлӗхе унта вӗсем курӑнмаҫҫӗ. Ҫынсен вара ҫула тухмалла, яла каймалла… Кӑнтӑрла шӑтӑк-путӑка асӑрхаса ӗлкӗрме пулать пуль, каҫхине вара йывӑртарах. Водительсем ҫил пек вӗҫтерсе ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ун пек хӑтланасран «выртакан полицейскисем» хураҫҫӗ. Кунашкалли Патӑрьелте нумай. |
Ҫул-йӗр
Республикӑри шӑтӑк-путӑк ҫулсене юсас ӗҫ малалла пырать. Пордряд организацисене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу панӑ. Ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсаҫҫӗ. Урамра сивӗ пулсан та ку вӗсене чӑрмантармасть. Шӑтӑк-путӑка пула авари чылай пулать, ҫавӑнпа ӗҫе кая хӑвармалла мар. «Сивӗ асфальт» лайӑх енчен палӑрнӑ. Уйрӑмах — сивӗ ҫанталӑкра. Ара, халь урӑхла майпа ӗҫлеме пулмасть. Халӗ республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫлет. Кунашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт нумай кирлӗ мар. Кунне 300 тӑваткал метр юсама ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ытла тӑваткал метр ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Общество халӑх фрончӗ хӑйне евӗр танлаштарӑм хатӗрленӗ. Вӗсем ҫул-йӗрти ҫухрӑма шутласа унта мӗн чухлӗ ҫын вилни ҫине пайланӑ. 2015 ҫулхи кӑтартусене шута илнӗ. «Ҫӗрпӳ — Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче кашни 10 ҫухрӑмра 2,61 ҫын вилнине шутласа кӑларнӑ. М-7 ҫул ҫинче ку коэффициэнт 2,5-пе танлашнӑ. Ҫапла халӑх фрончӗн танлаштарӑмӗнче ку ҫулсем 9-мӗш тата 10-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Экспертсем 50,5 пин ҫухрӑма тишкернӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, кашни 100 ҫухрӑмра 12,3 вилнӗ. Унччен Владимир Путин 2018 ҫул тӗлне ку кӑтартӑва кашни 100 ҫухрӑмра 10,6-па танлаштарма тӗллев лартнӑ. Пӗлтӗр ку 15,8-па танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Шупашкартан Сочине ҫулла самолетпа ҫитме май туса парассине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing-737 самолет вӗҫӗ. Маларахри хыпарта эпир рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫассине каланӑччӗ те халӗ ҫӗннине илтрӗмӗр. Рейссене ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Самолетсем Шупашкартан (малтан эпир пӗлтернӗ пекех) эрнекунсерен хутлӗҫ. Адлерти аэропорта ҫитсе чарӑнакан самолет Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен ирхи 4 сехет те 10 минутра хускалӗ. Сочире вӑл 6 сехет те 50 минутра пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫулла канмалли куна Сочире ним мар ирттерме май пулӗ. Билет хакӗ — 4999 тенкӗрен пуҫласа 7499 тенкӗччен. Сӑмах май каласан, «Ижавиа» авиакомпани те ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен, Шупашкартан авиарейс уҫӗ. Вӑл пирӗн республикӑн тӗп хулине Крымпа ҫыхӑнтарассине эпир маларах хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
«Шупашкар – Сӑр» автотрассӑн Улатӑр районӗпе иртекен территорине пӗлтӗрхи кӗркунне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗ юсанӑ. Анчах ӑна юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн малтанхи 14 сехет хушшинче тӑватӑ инкек сиксе тухнӑ: урапасем пӗрин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек тӑваттӑн ҫул айккине чӑмнӑ. Урапасем сиенленнине юсама пулӗ-ха, инкекрен пӗринче пассажир та хытах аманнӑ: ҫурӑм шӑммине, ура пӳрнисене амантнӑ, ытти вырӑна та ыраттарса пӗтернӗ. Ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тӗпчевҫӗсем кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ та, Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ тата предприятин маҫтӑрӗ ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫлани палӑрнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене 130-шар пин тенкӗшер штрафлама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫе япӑх пурнӑҫланӑшӑн Чӑвашавтодора хӑйне те явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"Дорэкс" общество ӗҫченӗсем хулари ҫулсене юсаҫҫӗ Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех. Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет. Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать. «Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет. Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ. Ирӗлтернӗ асфальтпа тата бетонпа усӑ курса нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулара 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Ҫуркунне юр кӑна мар, асфальт ҫул та ирӗлме тытӑнать. Республикӑри ҫул-йӗр шӑтӑк-путӑкланни кӑҫал уйрӑмах паллӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗнче те сӳтсе явнӑ. Ҫул-йӗр мӗншӗн ҫав тери япӑхланнӑ? Ҫакна малтанах сывлӑш температури тӑрук улшӑннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шыв юхмалли хатӗрсем ҫукки те кун патне илсе ҫитернӗ. Тепӗр сӑлтав – ҫул ҫинче йывӑр тиевлӗ урапасем ҫӳрени. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков вӗсен виҫене пӑхӑнмаллине палӑртса каланӑ. Урапасем вара 20, 30 тонна илсе ҫӳреҫҫӗ. Паллах, асфальт вӗсене чӑтаймасть. Шӑтӑк-путӑк нумаях пулмасть юсанӑ ҫулсем ҫинче нумайраххи паллӑ. Вӗсен гаранти пур, ҫавӑнпа подрядчиксен ӑна хӑйсен укҫи-тенкипе юсама тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |