Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: «Мускав—Хусан» проекта пӑрахӑҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 11.11.2016 08:58 | 2189 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр
«Мускав—Хусан» магистральпе хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑс хӑҫан чупма пуҫлӗ?
«Мускав—Хусан» магистральпе хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑс хӑҫан чупма пуҫлӗ?

Анчах вӑхӑтлӑха. «Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне ҫӳлтисем ырламан. Аса илтерер, пирӗн республика территорийӗ урлӑ та пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫӑнмалла. Малтан «Мускав—Хусан—Екатеринбург» маршрут пирки калатчӗҫ , кайран маршрута кӗскетрӗҫ. Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртнине те влаҫрисем хыпарланӑччӗ. Анчах ку ыйтупа паян та татӑклӑ йышӑну туман. Ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.

Ӗнер Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса пани паллӑ пулчӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем хутлакан ҫулсем тума «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» организаци, патшалӑх укҫа хывнисӗр пуҫне инвесторсене те явӑҫтармалла. Китай хирӗҫ маррине маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах Германи те пӗр участока илме кӑмӑл пуррине палӑртнӑ.

РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавлаҫҫӗ.

«Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли. 84,6 миллиардне пуйӑссем туянма ярӗҫ. 2020 ҫулта 4,7 млн ҫынна турттарма ӗмӗтленеҫҫӗ, 2030-мӗшӗнче — 15,9 миллион, 2050-мӗшӗнче — 23,9 миллион. Магистраль тума 2017–2019 ҫулсенче патшалӑх 4,4 млрд тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, анчах кайран 94 млн кӑна хӑварнӑ. Ҫитмен суммине «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен» уйӑрмалла.

#укҫа-тенкӗ, #Шупашкар, #Мускав, #Екатеринбург, #Хусан, #Китай, #Правительство, #чукун ҫул

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kommersant.ru/doc/3137572
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем