|
Сывлӑх
![]() мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ. Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле. «Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсен фельдшерӗсем валли ятарласа программа туса хатӗрленӗ. Республикӑн медицинӑпа информаци тытӑмӗн ҫӗнӗ модульне хальлӗхе сӑнавлӑ мелпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Ӑна Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш тата Канаш районӗнчи Вӑрманкас Енӗш ялӗсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсенче тӗрӗслемелле ӗҫлеттереҫҫӗ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх тухтӑрсене хут ҫырас ӗҫрен хӑтарӗ. Мӗнпур фельдшера компьютерпа маларах тивӗҫтернӗ, фельдшерпа акушер пункчӗсенче Интернетпа ҫыхӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 550 грамм таякан, 32 сантиметр тӑршшӗ ача ҫуралнӑ. Пепке ҫут тӗнчене маларах, 27 эрнере, килнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Малтан ача хӑй тӗллӗн сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. 2 уйӑха ҫитсен ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта офтальмолог тӗрӗсленӗ те куҫне операци тумаллине палӑртнӑ. Ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ. Тепӗр эрнерен ачана операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн ача пульницӑра тепӗр икӗ уйӑх вӑй пухнӑ. Нумаях пулмасть ӑна киле кӑларнӑ. Ун чухне вӑл 2601 грамм тайнӑ, 44 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() guz-odb.ru сайтри сӑн Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫапах Роспотребнадзор республикӑри пилӗк районпа хулара лару-тӑру йывӑртарах пулнине палӑртнӑ. Ҫак йышра – Йӗпреҫ, Етӗрне, Вӑрнар, Улатӑр районӗсем, Улатӑр хули. Иртнӗ эрнере пирӗн регионта 711 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 35 проценчӗ Шупашкарта пурӑнать. Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 1 ҫул тултарман ачасем тата 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Иртнӗ талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран сывалнӑ 496 ҫынна пульницӑран кӑларнӑ. Кӗҫнерникунранпа сывалакансен йышӗ нумайланнӑ. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне стационарта тата амбулатори мелӗпе 16,1 пин пациент сипленнӗ. Паянхи кун вара чирлисен йышӗ – 14,1 пин ҫын. Апла 5 кунра чирлекенсен йышӗ 2 пин ҫын чакнӑ. Иртнӗ талӑкра 72 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 23-шне пульницӑна вырттарнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал та пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалласа акци иртӗ. Ҫавна май ҫынсем тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттерме пултарӗҫ. Акци ака уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртӗ. Юн пусӑмне виҫекен ҫав медицина аппаратне Чӑваш Республикинчи Метрологи тата тӗпчевсен стандартизацийӗн центрӗ тӗрӗслесе парӗ. Тонометрсене тӳлевсӗр тӗрӗслеттермелли акци юлашки тӑватӑ ҫулта иртет. Ҫав вӑхӑтра йӗркеллӗ ӗҫлемен 1000 тонометра палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти кардиодиспансерта кӑшӑлвируса пула ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Наталья Иванова иккӗмӗш ачине кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Ҫавна пула ӑна кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Ывӑлӗ сывах ҫуралнӑ. Амӑшне хӑйне вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пӗтӗм ӳпки сиенленни палӑрнӑ. Пациента ЭКМО аппарат айне вырттарнӑ, медикаментозлӑ комӑна кӗртсе ӳкернӗ. Ӳпки вырӑнне аппарат сывланӑ. Халӗ Наталья Иванова хӑйне чиперех туять, ҫапах хальлӗхе ӑна киле ямаҫҫӗ. Унӑн реабилитаци курсӗ витӗр тухмалла. Икӗ ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл 1,5 уйӑх ҫывӑрайман, юлашки 3 кунра ҫеҫ канлӗ хуп турттарнӑ. Ывӑлӗ вара кӗҫех 2 уйӑха ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ. Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ. Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре малашне кӑшӑлвирусран ҫине тӑрсах вакцинациленмелле мар. Ку йышӑнӑва паян Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская тунӑ. Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци тума плана кӗртнӗ ҫынсен 90 проценчӗ вакцинациленнӗ. Ҫавна май малашне ку йӗрке обязательнӑй майпа пулмӗ. Аса илтерер: юпан 11-мӗшӗнче сывлӑх сыхлавӗнче, социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансене пурне те прививка тума йышӑннӑ. Каярахпа ку списока 18 ҫул тултарнӑ студентсене, 60 ҫалтан аслӑраххисене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус вӑйлӑ сарӑлнӑ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти пульница ковид-госпиталь пек ӗҫленӗ. Юлашки вӑхӑтра каварлӑ чир парӑнма пуҫланӑ, ҫавна май спутник хулари пульница та ахаль чухнехи пек ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫак сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗ ахаль режим ҫине ырантан, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен, куҫӗ. Пульницӑра дезинфекци тунӑ. Ырантан унта пациентсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере Хулан 2-мӗш пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
