Республикӑра
![]() Атӑл леш енче ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта йӗрке хуралӗ енӗпе тӑрӑшакан студентсен отрячӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ку пирӗн регионта преступленисен йышне чакарма пулӑшать. Лару ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Полици полковникӗ Марат Семенов палӑртнӑ тӑрӑх, общество йӗркине сыхлас енӗпе дружинӑсем йӗркелени — паянхи кун ҫивӗч ыйту. Ку преступленисен йышне те пӗчӗклетме пулӑшать. Марат Семенов ҫакна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Шупашкар районӗнче халӑх дружини эрех-сӑра саккунсӑр майпа сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртни пирки аса илнӗ. Тепӗр тесен, ку студентсене ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма, пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшать. Ҫапла майпа шалти ӗҫчен органӗсем валли кадр резервӗ хатӗрлес ӗҫ те йӗркеленсе пырать. Общество канашӗн пайташӗсем ку сӗнӗве ырласа йышӑннӑ. Кунашкал отрядсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ӗҫсӗрсен 70 процентне ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тесе шута илнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунта ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла ӗнентернӗ паян иртнӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн эрнесерен иртекен канашлӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев. Ӗҫпе тивӗҫтерессипе йышӑннӑ патшалӑх программипе килӗшӳллӗн кӑҫал Чӑваш Республикинче пӗтӗмпе 386,8 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Паянхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтерекен специалистсене хатӗрлеме 1355 ӗҫсӗр ҫынна вӗрентме янӑ. Ӗҫлӗх центрӗнче тӑнӑ 15958 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май килнӗ. Ку вӑл 81 процент тенине пӗлтерет. Ӗҫпе тивӗҫтернисен шутӗнче — ялти халӑх 69,9 процент, 30 ҫула ҫитменнисем — 35,3 процент. Кунсӑр пуҫне сусӑрсене ӗҫ тупса парассипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене парӑма парса татасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурне те шалу тӳлесе татнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева шӑнкӑравласах пӗлтернӗ. Ара, Михаил Васильевич Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче вӗт. Аса илтерер: предприяти ӗҫченсен парӑмне татас тесе банкран 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑ. Ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче укҫа куҫарса панӑ. Предприяти кредита мӗнле парса татасси пирки нимӗн те паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кашни ҫулах ҫуркунне пахча ҫимӗҫ хакӗ ӳсет. Ҫӗрулми хакӗ хӑпарни Шупашкар влаҫне пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл мӗншӗн хакланнӑ? Тӳре-шара рейда тухнӑ. Халӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулмишӗн пасарта 40-45 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫӗрулмишӗн вара 65-68 тенкӗ кӑларса хумалла. Ӑна ытларах чухне Азербайджанран илсе килеҫҫӗ. Сутуҫӑҫем каланӑ тӑрӑх, кунне вӑтамран 3 михӗ пӗлтӗрхи ҫӗрулми туянаҫҫӗ, ҫӗннине вара – 1 михӗ. Хӗлле сивӗ пулнӑран фермерсем ҫӗрулми сутма тухман. Халӗ нӳхрепсенчен кӑлараҫҫӗ, анчах йӳнӗпе никам та парасшӑн мар. Унччен пасарта ку ҫимӗҫе 10-15 тенкӗпе сутнӑ. Курттӑмӑн сутакансенчен, тӗслӗхрен, Елчӗк районӗнче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулмине, 30 тенкӗпе туянма пулать. Канмалли кунсенчи ярмӑрккӑсене малашне те ирттересшӗн. Кун пек чухне ҫынсем ҫӗрулмине 25-30 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар ҫынни Таиландра каннӑ та хӑрушӑ чир ҫаклатса килнӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Шупашкар ҫынни вар-хырӑм тифӗпе чирленӗ. Унашкал чире пирӗн патра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ санитарипе эпидемиологи тӗпчевӗ пырать. Ку ӗҫе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, «Гигиена тата эпидемиологи центрӗн», «Дезинфекци профилӗн предприятийӗн» ӗҫченӗсене явӑҫтарнӑ. Вар-хырӑм тифӗ — мӗнле чир вӑл? Ӳт ҫине тапса тухать, сив чир евӗр аптӑратать. Ытларах чухне шыв урлӑ ерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӗрентекене халалланӑ палӑк Палӑксем, чӑннипех те, тӗрлӗреннисем пур-ха. Ытларахӑшӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене сӑнлать пулӗ. Йӗпреҫре вара паян вӗрентекене сума суса уҫнӑ. Республикӑра халиччен пулман япалана поселокри 1-мӗш вӑтам шкул умӗнче иртнӗ уйӑхра вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Митинга хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова, Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадилована тата шкула ҫур ӗмӗр каялла вӗренсе пӗтернӗ Геннадий Козлова палӑка уҫма ирӗк панӑ. Вӗрентекене халалланӑ палӑка уҫассипе йӗпреҫсем икӗ ҫул каялла тимлеме тытӑннӑ. Унти шкул пӗтернисем сӗннине кура вырӑнти хастарсем укҫа пухнӑ. Палӑк сӑнарӗ — вӗрентекен тата хӗрача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ. Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре коллекторсен агентстви уҫӑлнӑ. Ӑна официаллӑ майпа йӗркеленӗ. Ку организаци суд приставӗсен федераци агентствине кирлӗ документсене тӑратнӑ. Компание ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче свидетельство панӑ. Агентство «Гироскоп-Ч» ятлӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, коллектор ӗҫӗпе ятарлӑ патшалӑх реестрне кӗртнӗ юридици сӑпачӗсем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ. Сире коллекторсем халтан яраҫҫӗ-и? Тархасшӑн, суд приставӗсен федераци службине шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: (8352) 30-60-01. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех чиперуксен хушшинче «Атӑлҫи мисӗ» конкурс иртӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Конкурс Шупашкарти «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗ ҫывӑхӗнче иртӗ. Унта кашни ҫулах Раҫҫей эстрадин паллӑ артисчӗсем килеҫҫӗ, концерт лартаҫҫӗ. Кӑҫал пирӗн пата Лолита Милявская ҫитӗ. Паллӑ телеертӳҫӗ, режиссер концертра хӑйӗн хичӗсене юрлӗ кӑна мар, илемлӗх конкурсне те ертсе пырӗ. Куншӑн, ахӑртнех, укҫа сахал мар тӳлемелле. praznikus.ru сайтри даннӑйсене ӗненес тӗк, Лолитӑн гонорарӗ вӑтамран 1 760 000 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ саламланӑ. «Пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫителӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ытти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн саламӗнче. Республика Элтеперӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, «ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑнать, вӑл телейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе тулать. Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллӑрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пултартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑка тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |