Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Паян ларура «Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ.
Республика хыснин пӗтӗмӗшле тупӑш пайӗ 3,3 млрд ӳсессине пӗлтернӗ. Федераци хыснинчен 2 млрд та 791 млн куҫӗ, апла пулсан ӳсӗме кура пӗтӗмӗшле унӑн калӑпӑшӗ 18 млрд 750 млн тенкӗпе танлашӗ.
«Каялла тавӑрса памалли мар укҫа уйӑрни пирӗн региона федераци центрӗ шаннине ҫирӗплетет. Апла пулсан эпир финанс ыйтӑвӗпе пӗлсе тӗрӗс усӑ курни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫак питӗ пысӑк ҫитӗнӳ», — тесе каланӑ субъект Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев.