Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Александр Граблюк полпреда пулӑшӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.12.2018 18:51 | 1977 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине малашне Александр Граблюк ҫум пулса пулӑшӗ.

Александр Николаевича ҫак пукана шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑма вырнаҫтарнӑ.

Александр Горбалюк, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тарӑх, унччен те полпредство тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл патшалӑх службин, право ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Александр Граблюка полпредствӑн кадр резервне кӗртнӗччӗ.

Александр Граблюк биографийӗпе паллаштараймастпӑр. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче темле шырасан та тупаймарӑмӑр.

#тӳре-шара, #хушусем, #элчелӗх, #Правительство

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2910.38.0385
2018.12.07 19:10
Agabazar
Пуçлăх та, çумĕ те чăвашсем мар. Çапла ăнланмалла. Урăхла ăнланмалли майсем çук.
Хамăр ял // 1498.71.7214
2018.12.08 01:18
Чăваш Республикин Полпредствин çĕнĕ пуçлăхĕ те çич ют çын!
Чăваш мар! Мĕнле намăс! Тата "Регнум" информагенстви пĕлтернĕ тăрăх, çак çын РФ Шутлав палати тĕрĕслев хыççăн пысăк патшалăх укçисене тĕрĕс мар усă курнăшăн малтан патшалăх службăран ăна хăтарнă...
Кайран РФ Улюкаев "чапа тухнă" министрăн канашçи пулнă.
Ку полпред çумĕ те Чăваш Ен çыннисене паллă мар.
Çапла пирĕн республикисен пуçлăхсем хамăр интересĕсене "хÿтелеççĕ". Эх, мĕскĕнлĕх! Пире сутаççĕ кăна...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем