Ҫак эрнекун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемели куна палӑртаҫҫӗ. Потребительсене хӳтӗлессипе ӗҫлекен «Consumers International» пӗтӗм тӗнчери организаци асӑннӑ кунӑн тематикине ҫулсеренех палӑртать иккен. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Хальхине «Trusted Smart Products» – «Цифровой мир: надежные смарт-устройства» (чӑв. Цифра тӗнчи: шанчӑклӑ смарт-хатӗрсем) девизпа йӗркелеме йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствинче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен «хӗрӳ лини» ӗҫлӗ. Унӑн телефонӗ — (8352) 64-20-63. Ку вӑл — пулӑшу сферинчи суту-илӗве йӗркелекен пай номерӗ.