Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Куҫма Турхана халалланӑ «Ҫутӑ ӗмӗтсем»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.10.2015 13:02 | 1816 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ.

Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ.

Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.

#Вӑрманхӗрри Чурачӑк, #Комсомольски районӗ, #культура, #Литература ҫулталӑкӗ, #литература, #куравсем, #Литература музейӗ, #литература каҫӗсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/479.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем