Чӑваш Енри ялсенчен йӑлари хытӑ каяша турттарма пуҫланине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Апла пулин те ҫак пулӑшушӑн пурте тӳлесшӗн мар.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра йӑлари хытӑ каяшшӑн халӑхӑн 81 проценчӗ тӳлет. Ҫынсен тата предприяти-организацисен парӑмӗ 249,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хуласенче парӑма пухассин виҫи 90 процентпа танлашать, район центрӗсенче — 59 процент. Хулара пурӑнакансен парӑмӗ 75 миллион тенке ҫитнӗ, предприяти-организацисен — 29 миллион тенкӗ.
Йӑлари хытӑ каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти пуҫлӑхӗ Виктор Лагуновский нумаях пулмасть иртнӗ канашлура парӑм пысӑккишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Парӑм шыраса илессипе ҫине тӑнине ӗнентернӗ. Ӗҫе вӗҫне ҫитерме уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансен тулли даннӑйӗсене пӗлменни кансӗрленине пӗлтернӗ.