Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын Шупашкарта телефонсем вӑрланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.04.2019 19:28 | 1609 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Челепи облаҫӗнче пурӑнакан ҫынна Шупашкарта карас телефонӗсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл 33 карас телефонне пӗҫертнӗ иккен. Тӑкака 600 пин тенкӗпе танлаштараҫҫӗ.

Карас телефонӗсене сутакан суту-илӳ точкисенчен пӗрне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 5 сехет тӗлӗнче чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ. Лавкка Шупашкарти Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Карас телефонӗсемлӗ хутаҫа ярса илнӗ те вӑрӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Лавккана хураллакан предприяти ӗҫченӗсем ҫитнӗ ҫӗре хайхи ҫухалнӑ.

Право хуралҫисем вӑрӑ такси тытнине, вӑл хостелсенчен пӗринче ҫӗр каҫнине палӑртнӑ. Кӑштахран ӑна М-7 автоҫул ҫинчи кафере тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 32 телефон пулнӑ.

Челепи тӑрӑхӗнчи ҫын унччен те вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑ-мӗн. Ӑна ҫӗршывӗпех шыранӑ.

#Шупашкар, #лавккасем, #вӑрӑсем, #пӑтӑрмахсем, #Челепи, #ШӖМ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 3754.32.9297
2019.04.30 18:19
"Челепи облаҫӗ"... Эсир хӑҫан вулаканпа кӗрешме пӑрахатӑр? Сирӗн тӗп тӗллев - вулакана тарӑхтарасси ӗнтӗ, кун пе область пулман, пулас та ҫук...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем