Пӑтӑрмахсем
Г.И. Петрова уйрӑм усламҫӑна автосервисра туртма юраманнине асӑрхаттаракан паллӑ ҫакманшӑн 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Лешӗ ун пек ҫӑхавпа килӗшмесӗр суда хӑйӗн тӑванне тата сервис ӗҫченӗсенчен пӗрне ертсе пыни те пулӑшман. Роспотребнадзор управленийӗ маларах тӗрӗсленӗ те сӑн ӳкерсех илнӗ. Унта, чӑн та, асӑрхаттару хучӗсем пулман: сервис алӑкӗ патӗнче те, кафен апатлану залне кӗнӗ ҫӗрте те, килен-каян валли уҫнӑ туалетра. Усламҫӑна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри Управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве клиент ҫӑхавӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Надзор органӗн тӗрӗслевӗн кӑтартӑвӗпе килӗшмесӗр ӗҫ судах ҫитнӗ, анчах миравай тӳре те тӗрӗслевҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшнӗ, саккуна пӑхӑнмаллине пӗлтерекен йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Андрей Кочемасов Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолетӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтӗр лартнӑ «Дитя и волшебство» ӗҫӗн режиссерӗ Максим Иванов кӑна мар, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӳнер факультетӗнче вӗренекен Андрей Кочемасов та пулнӑ. Мускав каччи кунта куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ туптанӑ. Аса илтеретпӗр, самолет Сирине кайма тухнӑ, ҫул ҫинче вӑл катастрофӑна лекнӗ. Бортра журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем пулнӑ. Маларах каланӑ Максим Иванов тата Максим Кочемасов та ушкӑнпа Сирие концертпа пуҫтарӑннӑ, ансамбльте юрланӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫухатушӑн куляннине пӗлтернӗ. 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче Хурлану кунне халалланӑ митинг иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хӑйсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварни пирки ШӖМе час-часах пӗлтереҫҫӗ. Пӗр кунра ав пилӗк ҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланни ҫинчен хыпарланӑ. Пурте тӳлевсӗр сыр пуррине ӗненсе укҫа-тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти хӗрарӑм та ултавҫӑсене ӗненнӗ. Лешсем ӑна 300 пин тенкӗлӗх сертификат пама шантарнӑ. Ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе Мускаври тӗп банк финансисчӗ тесе паллаштарнӑ. Кун хыҫҫӑн шӑнкӑравсем тӑтӑшах пулнӑ. Хайхи арҫын кашнинчех тӗрлӗ сӑлтав тупса счет ҫине укҫа куҫарма ыйтнӑ, кайран ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫапла ватӑ хӗрарӑм ултавҫа 292 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫынсене ҫапла майпа улталанӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫынсене тӗнче тетелӗ, телефон урлӑ улталаҫҫӗ, хваттер алӑкӗнчен шаккаса укҫа ыйтаҫҫӗ. ШӖМ хытарсах асӑрхаттарать: ун пек ҫынсене ӗненмелле мар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӑҫал шартлама сивӗ пуҫланнӑранпа урамра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче икӗ ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пишенкассинче 68 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Пӑрачкав районӗнчи Долгая Поляна поселокра вара 40 ҫулти арҫын юханшыв пӑрӗ ҫинче шӑнса вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын та пӗччен пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Вӗсем, ахӑртнех, ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ май республикӑра ҫынсем шӑнса вилнӗ. Паян Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче арҫын тата хӗрарӑм виллисене тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шӑнса вилнӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче ирхине ентешӗсем 58 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл пӗр кун маларах ҫынна асаннӑ ҫӗрте пулнӑ, килте ҫывӑрман. Халӗ следовательсем вӑл шанса вилнӗ вырӑна мӗнле лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнеллех Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче килӗнчен 200 метр аяккарах 65-ри арҫын виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл ӳсер пулнӑ-и? Следоватльсем ҫакна уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Шупашкарта тата Вӑрнар районӗнче – пӗтӗмпе 3 ҫын – шӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
5 миллион тенкӗ ӑҫта кайса кӗнӗ? ЧР Следстви управленийӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать. Пӗр коммерци организацийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хыснаран 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2008 ҫулта ҫак директор тата Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ автоҫула юсамашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку — 2012 ҫулччен. Анчах каярахпа ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: документсенче мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки тӗрӗс мар палӑртнӑ. Пӗр сӑмахпа, подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламан, анчах укҫине илнӗ. Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай районӗн хыснинчен 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Халӗ суд экс-директорӑн чаплӑ машинисене, ҫӗр лаптӑкне, киммине арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, ирхи 10 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка аварие лекнӗ. Ун чухне салонра 6 ҫын пулнӑ. Маршрутка Патӑрьелтен килнӗ. Вӑл кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ. Маршрутка ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, вилекенсем пулман. Чылайӑшӗ йывӑр аманман. Авари вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу хӑвӑрт ҫитнӗ, йывӑр суранланнӑ пӗр пассажира пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑштахаран, тепӗр темиҫе сехетрен, тепӗр пассажир хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Вӑл та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ыттисем хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Мускаври Мещен район сучӗ Аброр Хайдарова арестленӗ. Маларах капла шӑпа Тамерлан Сычоева тата Хисматулл Наимова кӗтсе илнӗ. Аброр Хайдарова тӳресем Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх регистрацире тӑнине палӑртнӑ. Мускавра Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче террор ирттерме хатӗрленекенскер Таджикистан ҫынни пулнӑ. Виҫӗ ҫынтан тӑракан, терроризма хатӗрленекен ушкӑна Мускаври Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсен сирпӗтмелли хатӗрсем, бомба хатӗрлемелли япаласем, автоматсемпе гранатсем пулнӑ. Аброр Хайдаров хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл Мускавра такcистра вӑхӑтлӑх ӗҫленине, Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пропискӑра тӑнине пӗлтернӗ, Раҫҫейре чарнӑ Ислам патшалӑхӗпе ҫыхӑну ҫуккине ӗнентерме пӑхнӑ. Ушкӑн Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Мускавра террор ирттерме ӗмӗтленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Саккуна пӑхӑнмаллах Муркаш районӗнчи тӳре-шара ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухма васкаманнишӗн прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Ҫӑхавпа пакунлисем патне асӑннӑ районти пӗр ҫын ҫитнӗ. Хӑйӗн ыйтӑвне тӳре-шара хуравласса кӗтсе ывӑннипе ҫакскер надзор органне хӳтӗлеме ыйтнӑ. Чӑн та, «О порядке рассмотрения обращения граждан в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче ҫынсен ыйтӑвне пӑхса тухассин йӗрки ҫинчен) федераци саккунӗн 12-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патшалӑх органӗсен е должноҫри ҫынсен граждансем ыйтса ҫырнине 30 кунта хуравламалла. Муркаш район прокуратурин тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ тӗслӗхри ҫын ҫырупа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче район администрацине кайнӑ. Анчах ӑна авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑна хуравланӑ. Кӑлтӑкшӑн райадминистраци пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ. Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |