Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
artfile.ru сайтри сӑн
artfile.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене каллех хӗл ҫитрӗ. Паян ирхине 7 градус сивӗ пулнӑ. Ҫил те самай кастаратчӗ.

Паян ҫӗрле вара пушшех те юр ҫуса лартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Скандинави енчен килекен циклона пула 6-9 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑшт уяртӗ, ҫапах хушӑран йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ.

Акан 2-мӗшӗнче юр тата нумайрах ҫумалла. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: тен, ҫумӑр ҫӑвӗ. Украина енчен килекен циклон ҫитсен 10 градус таранх ӑшӑтма пултарӗ. Анчах акан 4-мӗшӗнче каллех юр ҫӑвӗ.

Хӑҫан ӑшӑтӗ тата уяртӗ? Хальлехе синоптиксем калама тӑхтаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки вӑхӑтра питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулчӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ самай чакрӗ.

Анчах синоптиксем республикӑна хӗллехи ҫанталӑк таврӑнассине систереҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйлӑрах пулӗ, 6 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Каҫ енне ҫумӑр та ҫӑвӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр ҫума тытӑнӗ.

Тунтикун термометр 0 градус кӑтартӗ, анчах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Апла каллех хӗллехи тума туртса кӑларма тивӗ. Ытларикун пире чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗтет: юр ҫуса лартӗ, 3-8 градус сивӗ тӑрӗ. Пушӑн 30-31-мӗшӗнче те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Ҫитес эрне вӗҫне вара термометр 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре 2023 ҫулта каяш уйӑракан 4 комплекса хута яма палӑртнӑ. Вӗсем Патӑрьелте, Вӑрнарта, Канашра, Муркашра пулӗҫ. Ҫулталӑкра кашнийӗ 30 пин тонна каяш уйӑрӗ.

Каяш уйӑракан комплекссем хута кайсан ҫӳп-ҫап полигонӗсен шучӗ чакӗ.

Ӳлӗмрен республикӑри муниципалитетсенче йӑлари каяша уйрӑммӑн пуҫтарма пуҫлаттарасшӑн. Йӑлари типӗ каяша хӑйне тата йӑлари нӳрӗ каяша. Ку ӗҫе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑҫа кӗртесшӗн. Кун пирки республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пӗлтернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман.

Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ.

Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн.

 

ПУШ
11

Хӑҫан ӑшӑтӗ?
 Софья Савнеш | 11.03.2022 18:53 |

Ҫутҫанталӑк

Юлашки 4 ҫулта пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ кун пек сивӗ пулман. Термометр ҫӗрле 21 градус сивӗ таранах кӑтартнӑ.

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла палӑрмаллах ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче те юр ҫукалӗ. Ҫанталӑк хӗле аса илтерӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Кӗҫнерникунран ҫеҫ хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури те ашӑрах пулӗ.

Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑшӑ килӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Календарьте - ҫуркунне. Анчах ҫанталӑк хальлӗхе хӗллехи пекех сивӗ тӑрать. Хӑҫанччен?

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек сивӗ ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑрӗ. Ыран та кӑштах юр ҫӑвӗ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен каллех уяртӗ. Сывлӑш температури 5-10 градус пулӗ, ҫӗрлесерен - 15-20 градус. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таранах сивӗтӗ.

Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑша килӗ. Антициклона пула уяр ҫанталӑк тӑрӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫуркунне 10 кун маларах пуҫланма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ыран республикӑра ҫил самай вӑйланать, ҫил-таман тухать. Каҫхине ҫил ҫеккунтра 19-21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Атмосфера пусӑмӗ 736 мм ҫитӗ. Ыран каҫ енне уяртӗ те сивӗтме тытӑнӗ.

Вырсарникун ирхине 14 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Анчах ҫапах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20-25 градус таранах сивӗтме пултарӗ.

Савӑнтараканни вара – хӗвел. Хӗвел пӑхни кама савӑнтармӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Пушӑн 11-12-мӗшӗсенче кӑштах юр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри юханшывсенчен пӗринче пулӑсем йышлӑн вилсе пӗтнӗ. Ҫавна халӗ республикӑн Ҫутҫанталӑк сыхлавӗн прокуратури тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви тӗрӗслеме тытӑннӑ. Пулӑсем Кӑкшӑм юханшывӗнче вилнӗ.

Специалистсем шыв пахалӑхне тӗрӗслӗҫ. Кун валли вӗсем шыв пробине илнӗ кӑна мар, вилнӗ пулӑсене те пуҫтарса кайнӑ.

Вырӑна тухса тӗрӗслекенсен йышӗнче Ҫутҫанталӑк прокуратурипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсемпе пӗрлех Росприроднадзор, Росрыболовство, Лаборатори анализӗпе техника виҫевӗн центрӗн лабораторийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫуркунне питӗ хитре ҫанталӑкран пуҫланчӗ: ӑшӑ, хӗвел пӑхать. Нарӑс уйӑхӗ те нормӑран 6 градус ӑшӑрах пулчӗ. Нивушлӗ ҫуркунне ҫавӑн пек ир пулӗ?

Синоптиксем савӑнтарма васкамаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хӗл парӑнман-ха. Вӑл кӗҫех ҫуркуннене ура хурӗ. Ҫитес кунсенче кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15-20 градус.

Иккӗмӗш декадӑра каллех ӑшӑтать, уйӑх варринче термометр «+» кӑтартма пуҫлать.

Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗнче юр ытлах ҫумасть. Антициклона пула уйӑх тӑршшӗпех хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Ҫапах ҫанталӑк сивӗ тӑнине пула юр часах ирӗлмӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 40-50 сантиметр тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Астӑватӑр-и: пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче питӗ сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ, нормӑран 6,5 градус сивӗрех пулчӗ. Кӑҫал вара пачах урӑхла: ӑшӑ.

Нарӑс уйӑхӗнче шартлама сивӗ пулӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫук. Уйӑх вӗҫне тата ӑшӑрах пулмалла-мӗн.

Кӗҫнерникунччен юр ҫумӗ, хӗвел те пӑхӗ. Ҫавна май ҫуркунне ҫывхарни сисӗнӗ. Термометр та 0 градус е кӑшт сивӗрех кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗнчи пекех ку.

Эрнекун йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫапах ҫуркуннене кӗтме иртерех. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, анчах питех мар. Ҫил вара лӑпланӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ...79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 19

1878
146
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1915
109
Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1987
37
Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
1991
33
Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй