Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура асӑннӑ хулари хуҫасӑр йытӑсен шӑпипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ муниципалитетра хуҫасӑр чӗрчунсене тытас, вӗсене ятарлӑ вырӑнта усрас ыйтусене татса паман. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ надзор органӗ ятарлӑ тӗрӗслев хыҫҫӑн.
Хуҫасӑр чӗрчунсемпе ӗҫлессишӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ. Ку йӗркене федераци саккунӗнче ҫырса хунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ку ыйтупа пачах ӗҫлемен теме юрать. Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассишӗн яваплисене унтисем ҫирӗплетмен.
Хӑй тытӑмлӑх органӗ ҫине тӑманран прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине яваплӑха хӑй ҫине илме хистенӗ. Суд надзор органӗ ыйтнине тивӗҫтернӗ.