Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Шотланди Аслӑ Британирех юлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.09.2014 11:50 | 1743 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Ӗнер Аслӑ Британири Шотландире референдум иртнӗ — вырӑнти халӑх малашне уйрӑммӑн е пӗрле пурӑнасси пирки хуравланӑ. Сасӑсене шутласа тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑлас кӑмӑллисем сахалтарах пулнине палӑртнӑ. Аслӑ Британине пӑхӑнма пӑрахассишӗн пурӗ 44,6% сасӑланӑ, малашне те пӗрле пурӑнассишӗн — 55,4%.

Уйрӑлма кӑмӑллакансем Шотландин 4 тӑрӑхӗнче кӑна ҫӗнтернӗ — Глазго, Ҫурҫӗр Ланакшир, Анӑҫ Дамбартоншир тата Данди. Ытти 28 тӑрӑхӗнче пӗрлехи патшалӑхра юлассишӗн ытларах сасӑланӑ. Сасӑлава пурӗ хутшӑнма пултаракан ҫынсенчен 84,5% килнӗ. Каласа хӑварас пулать, ку референдум валли влаҫрисем чи кӗҫӗн сасӑлавҫӑ ҫулне 16 ҫул таран чакарнӑччӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Дэвид Кэмерон саламлама та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Ҫавах та шотландсем питех те выляса яман теме пулать — Аслӑ Британин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑхӑн парламентне аслӑрах полномочисем пама шантараҫҫӗ. Ку вара экономика тӗлӗшӗнчен те пулӑшу кӳрӗ.

#тӗнчере, #референдумсем, #политика, #Аслӑ Британи, #Шотланди

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/1848354/
 

Комментари:

Agabazar // 8313.2.5361
2014.09.19 16:04
Agabazar
Шотландсем ШАНТАРНĂ тăрăх çӳремеççĕ, влаçа (полномочисене) хăйсене мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ илеççĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем