Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Мурманскри ҫынсем Чӑвашран тухнӑ министр йӑнӑшсемпе ҫырнӑшӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.03.2020 20:11 | 1369 хут пӑхнӑ
Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Мурманск облаҫӗнче вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене Чӑваш Енри ҫын – Анна Головина – пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак регионта пурӑнакансем министр вырӑсла тӗрӗс ҫырма пӗлменнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Анна Головина Инстаграмри страницине постсем лартать. Подписчиксем вӑл ҫырнӑ текстсенче йӑнӑшсем пуррине асӑрханӑ. Анна Головина хӑй хутшӑннӑ пӗрремӗш мероприяти пирки ҫырса хунӑ. Страницӑна пӑхса тӑракансем текстра, 5 предложенире, 8 йӑнӑш асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӳреллӗ пӑнчӑсем лартман. «Чтобы» сӑмаха икӗ сӑмахпа ҫырнӑ.

Подписчиксем кун тӗлӗшпе комментарисем хӑварнӑ, анчах Анна Головина вӗсем ҫине нимӗн те хуравламан.

#тӳре-шара, #политика, #Мурманск облаҫӗ, #вырӑс чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пулкар // 2241.71.2169
2020.03.21 15:15
Анна Головина Инстаграм страницине хӑй ҫырмаҫ. Ун вырӑнне вырӑс ҫынни ҫырать. Кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем! Вырӑсмар ҫыннисем вырӑсла ҫырнӑшӑн вырӑссен вӗсене тав тумалла!Кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем! Тупӑннӑ мӗнпе хистеме, чӑвашсен чӑвашла ҫырмалла, вырӑссен - вырӑсла, тутурсен - тутарла. Вăранăр, тапранăр, чăваш çыннисем!
Тапран эс вăрçма, выçă халăх!
Анна, эсир чӑваш пулсан текех ҫырӑр чӑвашла, е англипе франци чӗлхипе!!!
Agabazar // 3931.19.9289
2020.03.22 10:00
Agabazar
Чăвашран тухман вăл, Хабаровскран.
Пулкар // 2241.71.2169
2020.03.23 11:37
власовецсене пур-пӗрех, хӑть Хабаровск , хӑть Шупашкар, вырӑсмар ҫыннысене йӗплемелле! Чӑвашсен хӑйсен юхӑмне пуҫламалла - "Декларация 24 октября 1990 года". Унсӑрӑн пире пӗтермеллех пӗтерӗҫ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем