Культура
«Четыре солдата в поисках мира» спектакль саманчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать. Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ. Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем шутланакан пӑлхарсен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ Купрат Эльпуҫа /патшалӑх ертӳҫине/ асӑнса Шупашкарта палӑк лартма сӗнет иккен. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн ҫак уйӑхри номерӗнче Николай кондрашкинпа пичетленӗ интервьюра пӗлтернӗ. Бюст-палӑк лартма Купрат ханӑн сӑнӗ хатӗр-мӗн. Ӑна Чӑваш Ене илсе те килнӗ. Яваплӑ вырӑн йышӑнакан тӳре-шара ҫав палӑка лартма йышӑну тусан ӗҫ каймалла тенӗ. «Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьялта лартас шут пур. Вырӑнти истори музейӗпе калаҫса татӑлнӑ темелле. Купрата пысӑк палӑк вара Шупашкарта лартмалла. Ӑна Тутарстанри Пӑлхар хулинче, Фанагорире /Краснодар крайӗ/ е Туна шывӗ ҫинчи Пӑлхар ҫӗршывӗнче лартас текенсем те пур», — тенӗ кӳлепеҫӗ журнала. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ. Аса илтерер, ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви тата Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал иккӗмӗш хут театр форумӗнче тӗрлӗ номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Унта хамӑр театрӑн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев та палӑрнӑ. «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакле режиссер пулса лартнӑ. Иосиф Дмитриев «Ҫамрӑксем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» палӑрнӑ. Ҫак спектаклӗн авторне Геннадий Тимофеева (Челпир) «Чи лайӑх пьеса» номинацире палӑртнӑ. Ку спектакльте Аниҫҫе сӑнарне калӑпланӑ Наталья Ахмед «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ. Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Л.Н. Сачковӑн юбилейӗ ҫитнӗ май)
Хур кайӑксем карталанса вӗҫетчӗҫ, Алӑ сулса ӑсатрӑм вӗсене. Кӗрхи ҫанталӑк куҫҫульпе йӗретчӗ, Текерлӗк ҫеҫ шыратчӗ савнине...
...Хуркайӑксен вӗсен хӑйсен ҫул терчӗ. Алӑ сулсах ӑсатрӑм вӗсене. Паян сив хӗл ҫил вӗҫтерсех хӳтерчӗ Ман чунӑмри аса илӳ йӗрне. (Сачкова Л.Н. Ҫеҫенхирти ир. – Шупашкар, 2012. С. 22).
Халӗ те, ӗлӗк те кун-ҫул лавне пуҫӗпех кӳлӗннӗ чӑваш ҫыннишӗн пурнӑҫ сукмакӗсем пӗртте ҫӑмӑл пулман. Уйрӑмах, тен — ҫыравҫӑсемшӗн те. Апла пулин те, кашни ҫын ӑраскалӗ-шӑпи савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ самантсем ҫак тӗркешӳллӗ пӑрӑҫ-пурӑнӑҫ-пӑрӑнӑҫра парнелетех пире. Ҫавна ытлӑн-ҫитлӗн туйма-курма ҫуралнӑ та хут ҫине сипетлӗ Сӑмах шӑрҫалакан калем ӑсти. Ун валли — куҫпа виҫейми, алпа тытайми, сӑмахпа вырнаҫтарайми пӗтӗм ӑс-хакӑл тӗнчи. Пӗр енчен, ҫав вӗршӗн евӗрлӗ харсӑр та вӗҫевлӗ Ҫӗр-аннемӗрӗн, Ҫутҫанталӑкӑн, Ӑс-Хакӑлӑн таҫти авӑрӗсенчен капланса килекен тарӑнӑҫлӑ тивлетсем утса тухнӑ кун-ҫулӑн такӑрах мар сукмакӗсене куҫ умне ҫавра ҫил пек кӑларса тӑратаҫҫӗ те ҫыравҫӑсем, тен, туса ҫитереймен ӗҫсем патне тепӗр хут вӗсемех таврӑнма пире хистеҫҫӗ, малаллах шав уттараҫҫӗ. |
Культура
Муркаш рсйонӗнчи Юнкӑри культура ҫуртӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куракансем валли чаршав уҫӑлнӑ. Ҫавна май унта «Яланах театр» кану каҫӗ иртнӗ. Сцена ҫине культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Юнкӑ» драмкружока ҫӳрекен артистсем тухнӑ. Ҫакӑнпа драмкружок хӑйӗн театр сезонне пуҫланӑ. Сцена ҫине ташӑ кружокне ҫӳрекен ачасем те хӑпарнӑ. Кану каҫӗнче тӗрлӗ сценкӑсам, шӳтсем, анекдотсем пулнӑ. Н. Сидоров ҫырнӑ «Пуҫа килсен пуҫана» комедири тата Г. Скворцовӑн «Мыскарасӑр туй пулмасть» сыпӑксене куракансем кӑмӑлпах йышӑннӑ. «Кин килчӗ» тата «Аполлон статуя» шӳтснм е куракана килӗшнӗ. Драмкружока ҫӳрекен А. Яргунькина ҫырнӑ «Упрасччӗ аннене» тата «Тӑвас марччӗ йӑнӑш» сценкӑсенче куракана валли пӑлханмалли тата пурнӑҫра шухӑшлаттаракан самантсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ. Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла. Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Семенова халалласа тӗрлӗ регионсенчи ҫамрӑк эстрада юрӑҫисен хушшинче Х-мӗш конкурсӗ иртнӗ. Унта Муркаш райтнӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнӗн ертӳҫи Радимир Семенов та хутшӑннӑ. Конкурс 4 сехет тӑсӑлнӑ. «Тӳресем конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ хушӑра, ытти юрӑҫсепе пӗрле, Мосакаксси культура Ҫуртӗнче «Шуҫӑм» ушкӑнра вӑй хуракан Сергей Николаев залра ларакансене илемлӗ юррисемпе хавхалантарчӗ. 24 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Р. Семенов «Юр пӗрчи» юррипе, жюри членӗсене тыткӑнласа I степенлӗ лауреат ятне илсе ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. С. Николаева та ҫак конкурса йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшу парса тӳпе хывнӑшӑн, тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗҫ», — тесе хыпарлать Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г. Голубева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Муркашра «Муркаш пики — 2017» районти конкурс иртнӗ. Илемлӗх ӑмӑртӑвне 10 ял тӑрӑхӗнчен: Муркаш, Катькас, Ярапайкасси, Чуманкасси, Шетмӗпуҫ, Хӗтеркасси, Юнкӑ, Оринин, Москакасси, Турай — енчи хӗрсем хутшӑннӑ. Хӗрсене тӳре пулса «Строительство материалӗсен комбиначӗ» предприятийӗн пуҫлӑхӗ Павел Вязовӗ, райадминистрацин культура, архив ӗҫӗн тата туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Рената Ананьева, Чӑваш наци конгресӗн районти пайӗн пуҫлӑхӗ, 2016 ҫулта «Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ Наталия Николаева, Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Давыдов хакланӑ. «Муркаш пики — 2017» ята Муркашри Арина Тихонова ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗ тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗрлехи викторина ирттереҫҫӗ. Ӑна ӳнер учрежденине уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансен хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме тата парне выляса илме май пур. Викторинӑна хутшӑнакансен 11 ыйтӑва хуравламалла. Вӗсем театр историйӗнчи паллӑ тапхӑрсенчи пӗлтерӗшлӗ фактсемпе ҫыхӑннӑ. Викторнӑн хутшӑнакансен хуравӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хуравсене lrigel@rambler.ru электрон адреспа ямалла е редакцие кӗртсе памалла. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче «Конкурссем» рубрикӑра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |