Культура
Шупашкарта ют чӗлхе литературин вулавӑшне уҫасшӑн. Вӑл хула варринче, А.С.Пушкин ячӗллӗ вулавӑш вырӑнӗнче, пулӗ. Аталану концепцине тата дизайн-проекта Пӗтӗм Раҫҫейри М.И.Рудомино ячӗллӗ ют чӗлхесен патшалӑх вулавӑшӗ хатӗрленӗ. Унта кафепе нумай функциллӗ холл, ҫамрӑксен тата ачасен залӗсем пулӗҫ. Аслисен вулав залне экспозици витринисемпе хӑтлӑлатӗҫ, компьютерсем, лайӑх сӗтел-пукан вырнаҫтарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫурта, ҫумӗнчи пысӑках мар территорие ҫӗнетӗҫ. Умӗнче чӑваш тӗрри пулӗ, алӑк умӗнче саксем, ӳсен-тӑран лартнӑ пичкесем лартӗҫ. Велочарӑну та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ. Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта сусӑрсен хушшинче илемлӗх конкурсӗ ирттерӗҫ. Ӑна «Ирӗклӗх» (чӑв. «Свобода») общество организацийӗ (ЧР наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗпе пӑтраштарма кирлӗ мар) кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем ҫын сусӑр пулни пурнӑҫпа туллин киленме пӗрре те чӑрмантарманнине кӑтартаҫҫӗ. «Конкурса хутшӑнса вӗсем хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ, шалти пуян тӗнчине ыттисем валли уҫаҫҫӗ», — тенӗ общество организацийӗн ертӳҫи Павел Никитин. Конкурс вӑхӑтӗнче Наиля Сабирзянова валли укҫа пухӗҫ. Вӑл йывӑр чирпе аптӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Зульфия Шарафеева — сулахайран виҫҫӗмӗш Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртесси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче кӑшт маларах хыпарланӑччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре йӗркеленӗ. Сцена ҫине 30 чиперук тухнӑ. Вӗсем наци костюмне кӑтартнӑ, илемлӗ кӗпе тӑхӑнса утнӑ тата купальникпе тухнӑ. 1-мӗш вице-мисс ятне Чӑваш Ен пики Александра Николаева ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вице-мисс — Тӗменри Ксения Земляникова. «Туризм мисӗ – 2017» ята вара Тутарстанри Зульфия Шарафеева тивӗҫнӗ. Ӑна Германири дизайнер кӗпине парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ювелир салонӗн парнине, чечек ҫыххисене тата ытти парнене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Александра Николаева Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кун финал пулӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртӗ. Финал ҫурлан 20-мӗшӗнче 18 сехетре Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Палӑртмалла: конкурса «Volga Models» модель агентстви Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнипе йӗркелет. Кӑҫал конкурса Раҫҫейри тӗрлӗ хулари 30 пике хутшӑнӗ. Пирӗн Чӑваш Республикин чысне вара виҫӗ чиперкке хӳтӗлӗ: Александра Николаева, Евгения Матвеева, Алена Михайлова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ кӗнеке Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Уявне хаҫатҫӑсем кӗреке хушшине пуҫтарӑнсах хальлӗхе палӑртман-ха. Ӑна вӗсем, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӗр мӑнтӑрӗпе уявласшӑн. Шупашкар районӗн летопиҫне куллен кун ҫырса пыракан «Тӑван Ен» хаҫатӑн сакӑр теҫетке ҫул ҫурӑри кун-ҫулне тишкерсе Фадей Константинов таврапӗлӳҫӗ, хаҫатӑн хастар ялкорӗ кӗнеке кӑларнӑ. Хаҫатран виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах Фадей Константинович каланӑ тӑрӑх, материала пухма тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Пулӑшнисене автор ятран асӑнса кайнӑ. «Тӑван Ене» сахал вӑхӑт ертсе пырсах хаҫат историйӗнче палӑрмалла ырӑ улшӑнусем кӗртнӗ тата кӗнекене пуянлатма пулӑшнӑ Борис Чиндыков драматург, поэт, куҫаруҫӑ, публицист та ҫӗнӗ кӗнекене хаваспах туяннӑ. Хӑйне валли кӑна мар, район хыпарҫине хӑй ертсе пынӑ вӑхӑтра пӗрле ӗҫленӗ Виктор Бычков дизайнер валли те. Шӑпах иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ун чухне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне дизайнпа верстка тӗлӗшӗнчен пуҫӗпех ылмаштарнӑччӗ. Тӗслӗх вырӑнне вӗсем ют ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене те сахал мар тишкеретчӗҫ. Борис Чиндыков кӗнекене тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ чӑваш ачине, Муркаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халь Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Виктор Бычкова парнелӗ. |
Культура
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ. Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ. Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене Чапая ыталама чӗнеҫҫӗ. Вилӗмсӗр ҫар ҫынни, паллӑ ентешӗмӗр тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Анчах ӑна аса илтерекеннисенчен пӗри — Шупашкарти палӑк. Республикӑмӑрӑн тӗп хулин кунне уявланӑ май ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта «Чапай зовет на чай» (чӑв. Чапай чей ӗҫме чӗнет) проекта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл 13 сехетрен пуҫланӗ, 15 сехетре вӗҫленӗ. Уяв программи кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене самантлӑха 100 ҫул каялли патне тавӑрайӗҫ. Иртсе кайнӑ вӑхӑтри тумтирпе, юрӑ-ташӑпа паллаштарӗҫ, шурӑ урхамахпа ярӑнтарӗҫ. Чапаев дивизийӗнчи ҫар ҫыннисем пулӗҫ. «Чапай чей ӗҫме чӗнет» проект Чапаев палӑкӗ тавра ушкӑнпа тӑрса тухнипе вӗҫленӗ. Шӑпах ҫавна йӗркелӳҫӗсем «Чапая ытала» флешмоб ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм Раҫҫейри «Кино каҫӗ» акцире тӑватӑ фильм кӑтартӗҫ. Виҫҫӗшӗ – тулли метражлӑ, пӗри – анимациллӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кино каҫӗ» ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Кӑтартмалли фильмсене ахаль суйламан. ТАСС информаци агентствин сайтӗнче вӗсемшӗн сасӑланӑ. Унта ҫак фильмсемшӗн ытларах сасӑ панӑ: «Кухня: Последняя битва» (режиссерӗ Антон Федотов, 12+), «Время первых» (режиссерӗ Дмитрий Киселев, 6+), «28 Панфиловцев» (режиссерсем: Ким Дружинин и Андрей Шальопа, 12+). Пӗчӗккисене вара «Снежная королева-3: Огонь и лед» кӑтартӗҫ. Вӑл анимаци проекчӗсен сасӑлавӗнче мала тухнӑ. Шупашкарта «Кино каҫӗ» акци «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ – 20 сехетре. Унта тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал КВНӑн премьер-лигине кӑтартать. Экран умне меллӗрех вырнаҫӑр, мӗншӗн тесен ун чухне «Чӑваш Ен» командӑна та курма май пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери КВН фестивалӗ Сочире кӑрлач уйӑхӗнче иртет. Эфира вара ӑна ҫулла кӑлараҫҫӗ. Пирӗн республикӑн команди те эфирта пулӗ. КВН ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 23 сехетре пуҫланӗ. Шел те, «Чӑваш Ен» 1\4 финала тухайман. Халӗ вӑл Хусанта иртекен Пӗрремӗш лигӑна хутшӑнать. Сӑмах май, ҫурлан 5-мӗшӗнче телкуравҫӑсем РФ ШӖМӗн «Подъем» командине те курӗҫ. Ку команда утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |