Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ушкӑнӗнче нумаях пулмасть онлайн викторина иртнӗ. Чи малтан тӗрӗс те туллин Анна Матросова хуравланӑ.
Ачасен Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ хӑш ӗмӗрте пулса кайнине пӗлмелле пулнӑ. Истори докуменчӗсенче ял 17-мӗш ӗмӗрӗн малтанхи ҫур ҫулӗнче пулса кайни курӑнать иккен. Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ чи малтанах Ямаш уесне кӗнӗ. Ҫӗнӗ Мӑратӑн Хапаскасси е Турикас урамӗ чи малтан йӗркеленнӗ. 1748-мӗш ҫулта Каҫалта православи прихочӗ йӗркеленӗ хыҫҫӑн ялти хӑш-пӗр ҫын христианство тӗнне йышӑнма пуҫланӑ. Ҫӗнӗ Мӑратра пӗрремӗш хут шкул 1913 ҫулта уҫӑлнӑ. Тукай ялӗн историйӗ виҫӗ халапра курнать. Пӗрремӗш халап тӑрӑх ку ял Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тукайсем куҫса килнипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш халап тӑрӑх вара Шупашкар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кунта тутарсем хыҫҫӑн ҫӗр шыраса килнӗ. Виҫҫӗмӗш халап тӑрӑх яла Тукай ятлӑ улпут пуҫласа янӑ. Ҫак тата ытти ытӑва хуравланӑ ачасем.