Культура
Ирина Кузьмина. «ПроГород Чебоксары» тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина. «Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина. Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать. Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ пурне те вулав клубне йыхравлать. «Пирӗн тӗллев – чӑвашла нумайрах вуласси, чӑваш литературипе тӗплӗнрех паллашасси, чӑвашлӑха аталантарасси. Кашни тӗл пулура пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе яватпӑр, шухӑшсене, кӑмӑл-туйӑмсене пӗлтеретпӗр, чӑвашла хитре те тӗрӗс калаҫма хӑнӑхатпӑр, хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр, литература тата чӗлхе вӑййисем вылятпӑр», — тесе хыпарланӑ халӑх сечӗсенчен пӗринче. Пӗрремӗш тӗлпулӑва юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18:00 сехетре вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш калаҫу Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнеки тата авторӑн пултарулӑхӗ пирки пулӗ. «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекене эсир Наци библиотекинче илсе вулама пултаратӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр!» — тенӗ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗсем Раҫҫей правительствин премине тивӗҫнӗ. Ҫак хавхалантарӑва пурте мар, чи маттуррисем кӑна илейнӗ. Раҫҫей правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премине 15 ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑшӑн преми илнӗ. Лауреатсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. Владимир Павлов Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл «Йӑлана кӗнӗ халӑх культури» номинацире ҫӗнтернӗ. Владимир Павлов 100 пин тенкӗ премие, кӑкӑр паллине тата преми лауреачӗн дипломне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Инди студенчӗсем «Мост дружбы: Индия - Чувашия» (чӑв. туслӑх кӗперӗ: Инди — Чӑваш Ен) пултарулӑх конкурсне хутшӑнса Шупашкарти «Радуга» культурӑпа курав центрӗнчи «Махараджа» Инди культурипе информаци центрӗнче пулнӑ. Пултарулӑх конкурсне унтисем тата Индин элчелӗхӗ тата асӑннӑ «Махараджа» центр йӗркеленӗ. Конкурса И.Н. Ульянво ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тухтӑра вӗренекен ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. «Махараджа» центрта хӑй вӑхӑтӗнче Индин Чрезвычайлӑ тата Тулли праваллӑ элчисем Канвал Сибал тата Аджай Малхотра пулнине пӗлсен студентсем хытах тӗлӗннӗ. Тата тепӗр япала та тӗлӗнтернӗ вӗсене. Чӑваш культурин экспозицийӗнче ҫамрӑксене пир тӗртмелли станокпа паллаштарнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ кунне 8-9 метр тӑршшӗ пир (Инди хӗрарӑмӗсен сари валли шӑпах ҫавӑн тӑршшӗ пусма кирлӗ) тӗртнине пӗлсен вӗсем станок умне ларса пӑхма шут тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Ен пики, 16 ҫулти Елизавета Ащеулова, «Ты супер! Танцы» телекурав проекчӗн суйлав тапхӑрне хутшӑннӑ. Тӳрех палӑртар, ку проекта тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Лиза та тӑлӑх. Вӑл хӑй «ПроГород Чебоксары» журналистне каланӑ тӑрӑх, питӗ ир тӑлӑха юлнӑ. Ӑна, тин ҫуралнӑскере, амӑшӗ ҫуралсанах хӑйӗн ашшӗ патӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Лешӗ ӗҫке ярӑннӑ, ачана пӑхман. Опека органӗн специалисчӗсем пӗчӗкскере кравать айӗнче тупнӑ та ача ҫуртне панӑ. «Япӑх пурӑнатӑп тесе каламӑп. Анчах ачисене ҫуратса пӑрахса хӑваракансене ӑнланмастӑп. Ма ҫуратаҫҫӗ-ши тульккӑш?» — тенӗ Елизавета Ащеулова «ПроГород Чебоксары» журналистне. Чӑваш Ен пики бал ташшисемпе кӑсӑкланать, нумай ӑмӑртура мала тухнӑ вӑл. Телекурав проектӗнче вара сцена ҫинче импровизациленӗ, тӳресен виҫӗ сассине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ. «Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ. Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен. Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ. Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, юра уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел салинчи Тӗп клуб тытӑмӗн культурӑпа кану центрӗнче «КиноБатыр» кинозал уҫӑлнӑ. Кинозала Кино фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Ун валли Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшас енӗпе ӗҫлекен ҫав фонд укҫана хальхи вӑхӑтри кино- тата сасӑ оборудованийӗ, сарлака экран туянма тупра панӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Вӑрнарта кинозал уҫнине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене те федералсем укҫа уйӑрса панӑччӗ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ», — хыпарланӑччӗ маларах сайтра. Аса илтерер, Чӑваш Енре 2016 ҫулта ҫӗнӗ йышши чаплӑ 5 зал уҫӑлнӑччӗ, кӑҫал вара – 7. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ. Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ. Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать. Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ. Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ. Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур. Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур. Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |