Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара 0 таранах ҫитӗ. Чи сивӗ кун юнкун пулӗ. Ун чухне пӗлӗтсен шайӗнчи сывлӑш 8 градус сивӗ пулӗ. Ку эрнере йӗпе юр, кӗрпе ҫума пултарать. Ҫапах юр сийӗ пулмӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Эрне вӗҫӗнче сывлӑш температури 11-16 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫил вӑйланӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн ку уйӑхра тек ӑшӑ пулмӗ. Ҫавӑнпа ҫитес канмалли кунсенче водительсене кустӑрмасене хӗллехипе улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗ ӑшӑ ҫанталӑкран пуҫланчӗ. Синоптиксем кӗҫех юр ҫӑвасса систереҫҫӗ. Паян каҫхине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шӑматкун та ҫӑвӗ. Хальлӗхе – вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тата вырӑнӑн-вырӑнӑн. Шӑматкун каҫхине тепӗр циклон ҫитӗ. Вырсарникун ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ. Тунтикун уяртӗ. Термометр ир еннелле 0 градус патнелле кӑтартӗ. Кӑнтӑрла 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Ҫавна май тата сивӗрех туйӑнӗ. Ытларикун, юнкун юр ӳкӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Шупашкарта нӳрӗк ҫур уйӑхри норма таран ӳкӗ. Кайран каллех ӑшӑ ҫанталӑк тавранӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнери канмалли кунсенче ҫанталӑк 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хальлӗхе Шупашкарта тата ытти хулара хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланман. Хӑҫан ӑшӑ парӗҫ? Ҫанталӑка кура. Ҫанталӑк вара ҫитес вӑхӑтра сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ – Шупашкарта 1 тӑваткал метр ҫине 1 литр шыв лекӗ. Ҫумӑрпа пӗрле йӗпе юр та ӳкӗ. Мӗншӗн тесен пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 5 градус сивӗ пулӗ. Кӑнтӑрласерен 0-5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫхине каштах «минус» пулӗ. Кашни кун тенӗ пек йӗпе юр ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декадӑра ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ун чухне 15-20 градус таран ӑшӑтас шанчӑк та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республика урлӑ сивӗ фрончӗ иртет. Ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫунӑ. Каҫхине тата ҫӗрле татах ҫӑвӗ. Эрне варринче антициклон хуҫаланӗ. Сывлӑш кӑнтӑрла 15-20 градус таран ӑшӑнӗ. Юнкун чи ӑшши пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Сивӗ фрончӗ эрнекун татах килӗ. Шӑматкун 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫумӑр вӑйлах ҫӑвӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ. Юпан 9-мӗшӗнче, тунтикун, ҫӗрле термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнери канмалли кунсем ӑшӑ пулӗҫ. Вырсарникун термометр 23-24 градус кӑтартӗ. Тунтикун сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варриччен кӑнтӑрла 15-20 градус пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Юпан 6-мӗшӗнче 12-14 градус кӑна пулӗ. Анчах сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ. Юпан 7-8-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш декада вӗҫӗнче юр ҫумаллаччӗ. Халӗ вара урӑхларах прогноз: юпа уйахӗ варричченех ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗ типӗ е ҫумӑрлӑ килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче те нӳрӗк нормӑран сахалрах пулӗ. Сывлӑш температурине илес тӗк, вӑл нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ, вӑтамран 5 градус ӑшӑ тӑрӗ. Уйӑхӑн малти 5 кунӗнче ӑшӑ тӑрӗ. Унтан тӑрук сивӗтӗ, ҫӗрлесерен «минус» пулӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ. Ака уйӑхӗнчи ҫанталӑка илес тӗк, юпа уйӑхӗ ӑшӑ та типӗ тӑмалла. Пӗрремӗш декадӑра сывлӑш 23 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫумӑр юпан 26-мӗшӗнче кӑна ҫумалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗр кӑштах юрпа витӗнме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Канмалли кунсенче чӑн-чӑн ҫулла пулчӗ. Паян Чӑвша Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртет, ӑшша хӑваласа каять. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар. Ырантан каллех типӗ ҫанталӑк пуҫланӗ. Анчах ҫулла вырӑнне халӗ «карчӑк ӑшши» пулӗ. Ку эрнере кӑнтӑрла 17-22 градус ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 8-10 градус. Шӑматкун 27 градус таран ӑшӑтӗ. Тунтикун, юпан 2-мӗшӗнче, сивӗтет, ҫумӑр ҫӑвать, термометр 12-17 градус кӑтартӗ. Юпа уйӑхӗ сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Пӗрремӗш декадӑрах йӗпе юр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сайтри сӑн Алькешре пурӑнакан арҫынран суд 1 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл ҫӗре вараланӑ тесе палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ Росприроднадзорӑн управленине хыпар янӑ: Алькешре пурӑнакан арҫын пушар рукавне тӑснӑ та ҫырманалла канализаци шывне юхтарать-мӗн. Унти ҫӗре тӗрӗсленӗ те чӑнах та ҫапла пулнине палӑртнӑ – тӑпрана варалакан япала нумай. Ку ҫутҫанталӑка 1 миллион та 4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн. Арҫынна тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Анчах вӑл килӗшмен. Ҫапла Росприроднадзор ӑна суда панӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1 миллион ытла тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑннипех те ҫуллахи ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер-паян кӑна уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫаплах пулӗ. Кайран, эрне варринче, каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче 23-28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 13-15 градус пулӗ. Ку ҫанталӑк утӑ уйӑхӗнчипе таншлашать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӑшӑ пирӗн патран кайӗ, Арктика енчен сивӗ сывлӑш килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал авӑн уйӑхӗ питӗ ӑшӑ тӑрать. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кун пекки 2015 ҫултанпа пулман. Шӑматкун 18-23 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑшт сивӗтӗ – 16-21 градус тӑрӗ. Тунтикун каллех ӑшӑтать. Ытларикун каллех сивӗтсе илӗ – 14-16 градус пулӗ. Юнкунранпа каллех «карчӑк ӑшши» хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 25-27 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫил кӑнтӑр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ. Вӑл темиҫе кунран лӑпланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк авӑн вӗҫлениччен тӑма пултарӗ. Шупашкарта температура рекорчӗсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |