Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк шӑрӑх - 27 градус. Ыран та ҫаплах тӑрӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара пушшех те шӑрӑх пулӗ - 36 градус таранах. Кун пек шӑрӑх 2010 ҫултанпа пулман.

Кайран кӑшт уҫӑлтарӗ. Вырсарникун, тунтикун тата ытларикун 22-27 градус тӑрӗ. Ҫурлан 4-7-мӗшӗсенче каллех шӑрӑх хуҫаланӗ - 30 градус ытла пулӗ. Ҫитес вырсарникун вара - 38 градус.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна ҫанталӑк уҫӑлтарӗ. Ун чухне 15-20 градус пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ уйӑхӗ сивӗрех килчӗ. Анчах ҫанталӑк часах пире ӑшӑпа савӑнтарӗ.

Ку эрнене пӗрремӗш ҫурринче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати авӑтма пултарать. Кӗҫнерникун шӑрӑх килӗ. Эрнекун 36 градус тарана шӑрӑх тӑрӗ. Ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ.

Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑрах тӑрӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫума пултарать.

 

Ҫутҫанталӑк

Утӑ кӑҫал ака уйӑхӗ пекех пуҫланчӗ. Хальлӗхе сивӗ пирӗн патран каять. Анчах вӑхӑтлӑха кӑна.

Пӑртак антициклон хуҫаланӗ. Ытларикун шӑрӑх та пулӗ - 23-28 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен тӳлек вӗрӗ.

Юнкун та лайӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ килӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр чашлаттарӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр та ҫума пултарать - ун чухне ҫил вӑйланӗ. Каҫ енне ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахӗ.

Юнкун ҫӗрле ҫумӑр вӑйлӑ ҫумалла. Кӗҫнерникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Урамра 20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫитменнине, хӗвеланӑҫ енчен ҫил вӑйлӑ вӗрӗ.

Эрне вӗҫнелле ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, кӑшт ӑшӑтӗ. Кӑнтӑрла 22-24 градус ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере ҫанталӑк нормӑран 5-7 градус сивӗрех тӑчӗ. Ӗнер кӑштах ӑшӑтрӗ. Паян тата ӑшӑрах пулӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Ҫак кун ҫутҫанталӑкпа киленме васкӑр. Мӗншӗн тесен вырсарникун каллех уҫӑлтарӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.

Тунтикун ҫулла таврӑнӗ, 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне каллех ҫумӑр ҫукалӗ, сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ вӗҫлениччен 30 градуслӑ шӑрӑх пулмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк ӗнер кӑна уҫӑлтарчӗ, паян каллех шӑрӑх тата пӑчӑ. Анчах ыранах ӑшӑрах тумтире туртса кӑларма тивӗ.

Сивӗ фрончӗ юнашарах. Ыран кӑнтӑрла 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 9-11 градус. Ҫитменнине, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Эрне тӑршшӗпех ҫапла пулӗ.

Канмалли кунсем тӗлне 22-24 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Урамра чӑннипех те ҫуллахи шӑрӑх хуҫаланать. Ӗнер термометр 29,4 градус кӑтартнӑ, паян – 30 градус. Шӑматкун тата шӑрӑхрах пулӗ – кӑнтӑрла термометр 30-35 градус кӑтартӗ.

Ҫитес кунсенче ҫӗрлесерен те 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫак кун шӑрӑх мар, сывлама ҫук пӑчӑ пулӗ ахӑртнех.

Вырсарникун каҫхине лайӑх ҫумӑр ҫумалла. Тунтикун каҫхине те синоптиксем ҫумӑр кӗтме калаҫҫӗ. Темиҫе кунра ҫур уйӑхри норма тулма пултарӗ.

Ҫиетс эрне 21-26 градус ӑшӑран пуҫланӗ, ҫил вӑйланӗ. Аслати чухне пушшех те вӑйлӑ пулӗ. Эрне варринче кӑнтӑрла термометр 20 градус кӑтартӗ. Ҫил ҫурҫӗр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Тепӗр эрнере канмалли кунсем тӗлне 25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ малалла хӑтлӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвасса кӗтмелле мар – пирӗн патра антициклон хуҫаланать. Кӑнтарласерен 25-27 градус ӑшӑ пулӗ. Хӑш-пӗр районта теромометр 30 градус та кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑ – 15-17 градус.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырсарникун кӑна сивӗ фрончӗ аслатиллӗ ҫумӑр илсе килме пултарать. Кайран каллех шӑрах хуҫаланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чылай чухне утӑ ҫӗртме уйӑхӗнчен ӑшӑрах пулать. Кӑҫал та ку йӗрке пӑсӑлмӗ.

Пирӗн пата тинех 30 градуслӑ шӑрӑх килӗ. Вӑл пӗрремӗш декада пуҫламӑшӗнче килӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче 25 градусран ытларах пулӗ.

Нӳрӗк самай пулӗ. Утӑн 9-мӗшӗнче, 15-16-мӗшӗсенче, 25-мӗшӗнче аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑн 15-21-мӗшӗсенче ҫумӑрлӑрах ҫанталӑк тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк самаях ӑшӑ. Кӑнтӑрла термометр 25 градус кӑтартать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк юнкунччен тӑрӗ.

Кӗҫнерникун ӑмӑрланӗ. Эрне вӗҫнелле, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне ҫанталӑк та уҫӑрах пулӗ. Кӑнтӑрласерен 20 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ

 

Ҫутҫанталӑк
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн
"Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Редакцие Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче ӳкернӗ сӑнсене те ярса панӑ.

Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем темиҫе ҫул каялла вилнӗ, вӗсем шыв ҫийне тухнӑ. Ҫыран хӗрринче те пулӑ нумай выртать.

Хырай Ӗнел ҫывӑхӗнче кӑна мар кун пек лару-тӑру-мӗн. Кӗтне тӑршшӗпех пулӑсем вилнӗ. Росприроднадзор, Рыбнадзор, Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем шыва тӗпчеме илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88047
 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ...87
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй