Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре тӗрмере ларакан 6 ҫын тарнӑ. Хальлӗхе вӗсене тытса чарайман.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунсенче илсе кайнӑ. Пуйӑс Йӗпреҫре икӗ минутлӑха чарӑнсан хайхискерсем чӳречене ҫӗмӗрсе тарнӑ. Пиллӗкӗшӗ тапочкӑпа пулнӑ, тепри — кроссовкӑпа пулнӑ. Пӗр арҫынни вакунран сикнӗ чухне урине амантнӑ, ҫавна май халӗ уксахлать.
Айӑпланнӑ ҫынсем тарнине машинист курнӑ, вӑл кун пирки тӳрех ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: арҫынсем вӑрланӑшӑн, наркотикшӑн тата ясар шухӑшсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лекнӗ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем кӳршӗ ял-салара шыраҫҫӗ.
