Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри организаци-учрежденисенче мина лартнӑ тесе каллех хӑратнӑ. Ҫакна эпир республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Сирпӗнмелли хатӗрсем вырнаҫтарнӑ текен хыпар илтсен яваплӑ тытӑмсем (полици тата Росгварди ӗҫченӗсем) яланхиллех васкавлӑн ӗҫе кӳлӗннӗ. Турра шӗкӗр, ниҫта та нимӗн те тупӑнман. Правӑна сыхлакан органсем халӗ усал шӳтлекенсем камсем пулнине палӑртассипе тимлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ. Мина лартнӑ тесе шиклентерекенсем маларах та темиҫе хутчен пулнӑччӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электрон почтӑпа систернине, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех ҫавӑн пек хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Елчӗк районӗнче икӗ пӗчӗк ача инкеке лекнӗ. Вӗсем ҫывӑхри тарӑнах мар пӗвене путнӑ. Юлташсенчен пӗрне ҫӑлма май килнӗ. Теприн, 2013 ҫулта ҫуралнӑ шӑпӑрланӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ачан сывлӑхӗ те самаях хавшанӑ. Ӑна халӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницинче сиплеҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи планеркӑра та ача вилӗмӗ пирки калаҫу пулнӑччӗ. Аса илтерер, Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта трактор кабинин хыҫалти чӳречинчен ача тухса ӳкнӗччӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине лекнӗ. Йывӑр суранланнӑскерӗн пурнӑҫне шурӑ халатлисем те ҫӑлса хӑварайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пермь хулинчен Шупашкара кайма тухнӑ автобус ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Пермь Онлайн» порталта пӗлтереҫҫӗ. Инкек Ижевск хулинчен 10 ҫухрӑмра пулнӑ. Ҫул ҫинче пынӑ чухне автобусра ҫунӑк шӑршӑ тухнӑ. Ҫакна сиссен водитель салонри пассажирсене часрах эвакуациленӗ. «Эпир салонра варринче лараттӑмӑр, ҫунӑк шӑрши кӗрсе кайрӗ, ҫаврӑнса пӑх та хыҫалта тӗтӗм. Водитель тӳрех чарӑнчӗ, пурте часрах урама тухрӗҫ. Юлашки пассажирсем тухнӑ чухне автобус вӑйлах ҫунатчӗ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗне пӗр пассажир. Инкекре никам та шар курман. Автобус вара самаях сиенленнӗ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтерме пуҫланӑ, ҫапах транспорт вӑйлах ҫунса кайнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Мӑн Пӳкасси ялӗнчен инҫе мар вырӑнта ӗнер пушар тухнӑ. Кун пирки Галина Миллина ятлӑ ҫын «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ. Хӗрлӗ автан алхаснине автор «Вятка» автомобиль ҫулӗпе иртсе пынӑ чухне, Мӑн Пӳкасси ялӗ тӗлӗнчерехре, асӑрханӑ. Ним пулман пек малалла вирхӗнмен — пушарпа кӗрешекенсене систернӗ. Лешсем, пост авторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрах кӗттермен — вырӑна васкавлӑн ҫитнӗ. Ҫулӑма асӑрханисем те инкек вырӑнне вссканӑ. Галина Миллина ҫырнӑ тӑрӑх, ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ-мӗн. Ҫавӑ ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫсем айӗнчех алхаснине кура вӑрман хыпса илме пултарнӑ. Вӑхӑтра ҫитнӗ пушар машини ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ. Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ. Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта юр хыракан тракторӑн 30 ҫулти водителӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ. Ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртӑн тирпейлӳҫине асӑрхаса ҫитереймесӗр вилмеллех таптанӑшӑн явап тыттарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек тӗп хулари Мир проспектӗнчи 88-мӗш б тата 100-мӗш ҫуртсен хушшинче пулнӑ. Юр хыракан трактор 34 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер йывӑр суранӗсене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Трактор шоферӗ хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑннӑ. Суд пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫамрӑк арҫын ку таранччен те саккуна пӑсманнине, шар курнин амӑшне пулӑшу кӳнине шута илнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерсе пуҫиле ӗҫе хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ хыпарлать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шкода Октавия» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 48 ҫулти арҫын 8 ҫулти ачана, велосипедпа пыраканскере, ҫапса кайнӑ. Шӑпӑрлана тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Арҫын ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водителӗн ОСАГО полисӗ ҫукки те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Арҫын ача ҫул-йӗр правилисене пӑсни паллӑ. Анчах вӑл хӑй явап тытма пултараймасть, унӑн ашшӗ-амӑшне 800 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине 14 ҫул тултарнӑ велосипедҫӑ ҫеҫ тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ ачана пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар-ха. Пӗчӗкскере пульницӑна васкавлӑн ҫитерме. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар-Сурски» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишек ҫывӑхӗнче, дежурствӑри инспектортан ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр водитель пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ҫулти ывӑлӗ тимӗр укҫа ҫӑтса янине, Вӑрнар районӗнчи ҫемье пульницӑна кайма тухнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинче пӑкӑ кансӗрленӗ. Ҫӳл-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ, полицин капитанӗ Сергей Никифоров пӑтӑрмах пирки дежурство пайне пӗлтернӗ. Унтан вӑл ашшӗпе ывӑлне патруль машинине лартса Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 9-мӗш колонийӗнче ӗҫленӗ ҫамрӑк арҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Вӑл айӑплава асӑннӑ учрежденире ирттерекенсене карас телефонӗсемпе тивӗҫтернӗ. 22 ҫулти ҫамрӑка сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласа суд тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Колони ӗҫченӗ унта айӑплава ирттерекен пӗр ҫынна 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен пӗр сим-карта тата виҫӗ карас телефонӗ кӗртсе панӑ. Уншӑн лешӗ тав тумалла 13 пин тенкӗ тӳленӗ. Колонин ӗҫченӗ унсӑр пуҫне тата тепӗр тӑватӑ телефон илсе кӗртсе пама пулнӑ. Уншӑн 40 пин тенкӗ пама пулнӑ. Анчах банкри счет ҫине 1,5 пин тенкӗ ҫеҫ куҫарса панине кура телефонлӑ туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |