Пӑтӑрмахсем
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 21 сехет те 35 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑмпа ачана машина ҫапса хӑварнӑ. Хайхискерсем Совет урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачаллӑ хӗрарӑма «Фольксваген Поло» ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна тепӗр 2 сехетрен тупнӑ, анчах вӑл, 28 ҫулти арҫын, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача, телее, суранланман. Хӗрарӑм вара урине хуҫнӑ. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре 11 авари пулнӑ. Ҫул-йӗр ҫинч инкекре 1 ҫын вилнӗ, 14-ӑн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлне Олег Ладыкова ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӑн ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе судра пӑхса тухнӑ. Унта Олег Ладыковпа тата унӑн пӗлӗшӗпе Никита Шумиловпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ. Вӗсем тантӑшӗсене хӗненӗ. Олег Ладыков вара пӑтӑрмах вырӑнне пырса ҫитнӗ пакунли ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Пуҫтахланни ырӑ япала марри каламасӑрах паллӑ. Анчах ҫамрӑксем ҫапӑҫаҫҫӗ, мирлешеҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те шар курнисем каҫарнӑ иккен. Айӑплисем вӗсене укҫан та саплаштарнӑ. Апла пулин те прокурор Алексей Ладыков ывӑлне 2,5 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма ыйтнӑ. Олег Ладыков пӗлӗшне 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Сити-менеджер ывӑлӗпе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва суд паян ҫеҫ вуланӑ. Политикӑн ывӑлне ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Олег Ладыковӑн эрех сутакан кафе-ресторана кайма юрамӗ. Ларура Алексей Ладыков сити-менеджер та пулнӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Чартак ялӗнче ачасем чутах ватӑ ҫыннӑн ҫуртне ҫунтарса яман. Юрать, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехет тӗлӗнче Чартак ялӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен пушара часах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн мӑнукӗ тусӗпе мачча тӑррине хӑпарса кайнӑ та унти пӑчкӑ кӗрпине шӑрпӑкпа чӗртнӗ. Ҫак кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар пулнӑ. Винокуров урамӗнчи пӗр лавккара ирхи 6 сехетре ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сергей Неяскин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнӑ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат ҫырчӗ. Ҫавна республикӑри ытти кӑларӑм та хыпарларӗ. Сергей Неяскин ӗҫрен кайма ыйтса ҫырни пирки паян ведомствӑра видеоконференцҫыхӑну мелӗпе иртнӗ канашлура пӗлтернӗ иккен. Планеркӑра министр мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине каламан имӗш. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланни ҫапла тума хистеме пултарнӑ-мӗн. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ имӗш. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен. |
Пӑтӑрмахсем
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче пӗрин усал икӗ йытти ҫынсене ҫыртса пӗтернине, пӗрне вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, ҫав кунхине инкек ирхине пулнӑ. Йытӑ ҫынна тапӑннине курсан пӗри кӗреҫепе сусӑр старике хӳтӗлеме тухнӑ. Анчах иккӗшне те йытӑсем ҫыртса пӗтернӗ. Пӗрин алли суранланнӑ, теприн — пуҫӗ. Овчаркӑсенчен шар курнӑ 76 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ. Овчаркӑсем вырӑнти фермерӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑйӗн пурлӑхне сыхлама усранӑ. Анчах лешӗсем сӑнчӑртан унччен те вӗҫерӗнсе кайкаланӑ-мӗн. Паян РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йытӑсен хуҫине халӗ суд тунӑ. Унӑн ирӗкне 11 уйӑхлӑха хӗсме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарти тиев портӗнче ӗнер инкек пулнӑ: унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫын – «Химпром» рабочийӗ. Предприятин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 19 сехет те 55 минутра пулнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ предприятинче хлор тата каустика производствин цехӗн юсав енӗпе ӗҫленӗ мастерӗ Иванов Геральд Васильевич путса вилнӗ. Ҫакна малтанлӑха ирттернӗ суд-медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ. РФ Следстви комитечӗ, ӗҫлев патшалӑх инспекцийӗ тата прокуратура ҫак инкеке тӗпчеҫҫӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Куславкка хулинчи кафесенчен пӗринче иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче хӑналаннӑ арҫын икӗ хӗрарӑм-полицейски ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Самай ӗҫсе хӗрнӗскер хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑсать тесе пакунлисене чӗнсе илнӗ. Полицейскисем арҫынна лӑпланма ыйтсан вӑл шӑпланма мар, пушшех хӗрсе кайнӑ темелле. 52 ҫултискер полицейскисене алӑпа ҫапма, урапа тапма тытӑннӑ. Ҫапӑҫакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Тухтӑрсем арҫын психика тӗлӗшӗнчен чирлине палӑртнӑ. Вӑл хӑйне хӑй тытса чараймасть, килӗшӳсӗр тытнине ӑнланмасть иккен. Суд ӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче 2017 ҫулта машина урапи айне пулса вилнӗ ултӑ ҫулти ачан юнӗнче спирт тухнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, экспертиза тӑрӑх, аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑччӗ. Ӗненмелле мар ҫав тӗрӗслев валли анализа Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Чӑваш Енре чылай ҫул ӗҫленӗ Михаил Клейменов илнине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Экспертизӑна шанмасӑр ачан ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслеве Германие ярса пама йышӑннине те хыпарланӑччӗ. Халӗ Михаил Коейменова суд тунӑ. Анализ илнӗ чух астумасӑр йӑнӑшнӑ эксперта суд 10 уйӑхлӑха ӗҫлесе юсанмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти каччӑ икӗ машинӑна пистолетпа персе сиенлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, право хуралҫисене «Пежо» маршурт автобусӗн водителӗ машинӑн кантӑкӗ темле майпа ванни пирки евитленӗ. Темиҫе сехетрен ҫав вырӑнтах ҫул-йӗр инспекцийӗн патруль машинине сиенлетнӗ. Право хуралҫисем кӗҫех айӑплине те палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 20-ри каччӑ пулнӑ. Ҫамрӑкӑн килӗнче пневматика пистолечӗ тата пуля тупнӑ. Хайхи право хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл юпасемпе баннерсене перес тенӗ. Харсӑрланнӑ ҫамрӑк вӑрланӑшӑн тата ҫаратнӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи пӗр ҫурт тӗлӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аварире тӑватӑ машина шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх «Lada Xray» машинӑри 33 ҫулти водитель «Суту-илӳ ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Вӑл руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. Унтан автомобиль ҫине тепӗр икӗ машина пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Lada Xray» машина салонӗнче ларнӑ 5 ҫулти хӗрача, «Lada Granta» машинӑра пулнӑ 22 ҫулти хӗрпе каччӑ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |