Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Права илмесӗр руль умне ларни мӗнпе вӗҫленет? Ҫапла, чылай чухне инкекпе. Паян Канаш районӗнче авари пулнӑ, руль умӗнче ҫап-ҫамрӑк каччӑ ларнӑ. Унӑн водитель прави пулман, ҫапах вӑл ҫула тухма шикленмен. Ирхине 4 сехет те 52 минутра «вунтӑваттӑмӗш» рулӗ умӗнче ларакан каччӑ «Энӗш» автоҫулпа пынӑ чухне атомобиле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Тӑвай районӗн каччи аварире вилмеллех суранланнӑ. Вӑл ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ, ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Аса илтерер: 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аваришӗн самосвал водительне айӑплани пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Патӑрьел районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн ҫумӗ ял тӑрӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выписка хатӗрлесе панӑ. Унта вӑл хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан 1997 ҫулта 0,26 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ евӗр туса кӑтартнӑ. Лешӗ ҫав хута тӗпе хурса тивӗҫлӗ органсенче ҫӗре хӑйӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ку ӗҫ-пуҫ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах халӗ ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнче йӗрке хуралҫисене явап тыттарнӑ. Вӗсем хӑйсене ӳкерме чарас тенӗ. Ҫавна май кӑнттам калаҫнӑ. Аса илтерер, Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ ҫапӑннӑччӗ. Инкеке асӑрханисенчен пӗри видео ӳкернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене ҫакӑ килӗшмен. Видео ӳкерекенпе вӗсем кӑнттам калаҫнӑ. Пакунлисене итлеменшӗн явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ҫавна йӑлтах ӳкерсе те ҫырса илме май килнӗ. Каярах Чӑваш Енӗн ШӖМӗ Канаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти тӑватӑ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Ҫав шутра — видеокадра лекнӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхне те. «Руль умӗнче» автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — полицин Канаш районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Шакшин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫамрӑка тӑр кӑнтӑрла ҫаратнӑ. Унти техникумсенчен пӗринче вӗренекен 18-ти каччӑн карас телефонӗн наушникне ҫамрӑк арҫын туртса илнӗ. Хаклӑ япаласӑр (наушник 1700 тенкӗ ытларах тӑраканскер пулнӑ) юлнӑ ҫамрӑк ҫӗтсе кайман — пакунлисене ҫийӗнчех шӑнкӑравласа систернӗ. Патрульпе пост служби вырӑна пырса ҫитсен каччӑ хӑйне кӳрентернӗ ҫамрӑк арҫын пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Вӑл лешӗн хӑрах аллине бинтпа чӗркенине те асӑрханӑ. Шӑпах ҫав алӑ усал шухӑшлӑ ҫын йӗрӗ ҫине тухма пулӑшнӑ та. Йӗрке хуралҫисем административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 29 ҫулти ҫамрӑка темиҫе кун каялла тытса чарнине аса илнӗ. Ун патне килне каяҫҫӗ те, наушника ҫаратаканни ҫав арҫын пулни ҫиеле тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канашри суту-илӳ точкисем валли пӗр арҫын 600 литр суя эрех кӳрсе килнӗ. Анчах ӑна унти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Форд-транзит» машинӑна тытса пыракан 39 ҫулти арҫын Самар облаҫӗнчен Канаша ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем автомобиле тӗрӗслеме тытӑннӑ та 117 эрех ещӗкӗ куҫ тӗлне лекнӗ. Весенче маркӑсӑр водка тата коньяк пулнӑ. Машинӑна тепӗр хутчен тӗплӗнрех тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тата тата тепӗр виҫӗ ещӗк асӑрханӑ. Ҫапла вара 120 пин тенкӗлӗх 600 литр эрехе туртса илнӗ. Водкӑпа коньяка Канашра ӗҫлесе пурӑнакан 45 ҫулти усламҫӑ унти суту-илӳ точкисене вырнаҫтармалла пулнӑ. Суя эрех кӳрсе килнӗ тата ӑна сутма пулӑшакан арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене 6 ҫул таран тӗрмене хупма тата 1 миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗр рабочийӗсем инкеке лекнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах «М-7» ҫулӑн 698-мӗш километрӗнче 11 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Икӗ автомобиль ҫапӑннине пула тӑватӑ ҫын аманнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Вольво» грузовик Хусан еннелле ҫул тытнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ҫул хӗрринче ларакан «ГАЗель» машина ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ автомобиль ҫул-йӗр юсакансен пулнӑ. Грузовик пырса ҫапнипе «ГАЗель» ҫул айккине сирпӗнсе кайнӑ. Ун умӗнче тӑракан икӗ рабочи тата кабинӑри водитель аманнӑ. Грузовика тытса пынӑ арҫынта суранланнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ҫӗрле Шупашкарта Хевеш пасарӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм ирхи 4 сехет тӗлнелле ялкӑшма тытӑннӑ. Пасарти пӗр хутлӑ ҫуртра ҫулӑм ялкашнӑ. Ҫулӑм тухнине хуралҫӑ асӑрханӑ, вӑлах пушарнӑйсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ тӗле икӗ суту-илӳ точки ҫунма пуҫланӑ. Пушарнайсем ҫулӑма пӗр сехет ҫурӑран кӑна сӳнтернӗ. Кун валли ултӑ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Пушар икӗ павильона тӗп тунӑ, юнашартисен вара, виҫҫӗшӗн, шалти отделки сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнле тухнине Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм самолет билечӗ туянас тесе улталаннӑ. Авиабилета тӗнче тетелӗ урлӑ илес шухӑшлӑ 30 ҫулти хӗрарӑм фишинг (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан тӗнче тетелӗ урлӑ улталас тенине пӗлтерет) сайта лекнӗ. Суя сайт чӑн сайтран пӗр саспаллипе улшӑнса тӑнӑ. Хӗрарӑм ҫакна асӑрхаман. Авиабилетлӑ пулас текенскер сайтра хӑйӗн банк карттин номерне тата реквизитне кӑтартнӑ. Кайран унӑн телефонӗ ҫине операцие ҫирӗплетме ыйтса банкран ятарлӑ кодлӑ смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм вӑл кода фишинг сайтра ҫырса хунӑ. Пулас авиапассажир кӗҫех 29 пин те 900 тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви сайтсемпе асӑрханса усӑ курма чӗнсе калать. Суя сайтсенче ӗҫлемен каҫӑсемпе баннерсем пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Иртнӗ эрнекун, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта минӑсем лартни пирки хыпар сарӑлма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кунашкал пӗлтерӳсем организацисен электронлӑ почтине килнӗ иккен. Аса илтерер, усал хыпар «Меридиан» суту-илӳ комплексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри тӗп пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртри пульницӑна хӑратнӑ. Те чӑнласах калаҫҫӗ, те юри сехре хӑптараҫҫӗ — тӗрӗслемесӗр пӗлеймӗн. Оперативлӑ тытӑмсем вырӑна ҫитсе лару-тӑрӑва хакланӑ, мина шыранӑ. Тавах, никам та нимӗн те хуман. Суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Кун пирки паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ. Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |