Пӑтӑрмахсем
chgtrk.ru сайтран илнӗ сӑн Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑнакан 17 ҫулти хӗр каникул вӑхӑтӗнче укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те шар курнӑ. Хайхискер суранланса пульницӑна лекнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫак хӗр кӳршӗ яла харпӑр хуҫалӑха ӗҫлеме кайнӑ. Ҫав кун сухан сортировка тумалли машина унӑн ҫӳҫне ҫавӑрттарса кӗртнӗ. «Вӑл харпӑр усламҫӑн хуҫалӑхне укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ. Сортировка машини унӑн ҫӳҫне тӑпӑлтарнӑ, пуҫ ҫинчи ӳтне сӳнӗ. Халӗ аманнӑ хӗр Шупашкарти пульницӑра выртать. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ӑна операци тунӑ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрӗн пӗлӗшӗ «Про Город» хаҫата. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнчи чӑх-чӗх хапрӑкӗнче пушар алхаснӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сварка ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне тухнӑ. Пушар тухни пирки кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑ здани ҫуннӑ, унта нимӗн те пулман. Ҫав кун рабочисем пӑрӑха сварка тунӑ, унран тухнӑ ҫулӑм ҫурт тӑррине, стенисене сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
R21.fssprus.ru cӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл кирпӗчрен хуралтӑ купаласа лартнӑ. Ют ҫӗр ҫинчи пурлӑха тимӗр карта тытса ҫавӑрсах хӑйӗн туса хунӑ. 28-ти кил хуҫи ют ҫӗрпе хуҫаланнӑ пӑтӑрмах суда ҫитнӗ. Тӳресем хӗрарӑмӑн пурлӑхне сӳтме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне суд приставӗсем патне ҫитернӗ. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, анчах тимӗр карта унчченхи вырӑнтах пулнӑ. Суд йышӑнӑвне хӑй кӑмӑлӗпе пурнӑҫламан хӗрарӑмпа приставсем телефонпа ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Шупашкарта пулман. Мускавра пурӑнать иккен. Ҫавӑн пирки суд приставӗсене хӗрарӑмӑн кӳршисем систернӗ. Суд йышӑнӑвне кӑмӑлпа пурнӑҫламанни мӗнпе вӗҫленессине асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм рабочисем тытса картана та, хуралтӑна та сӳттернӗ. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, суд пулнине вӑл пӗлмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енрен кайнӑ автобус Сызрань хули ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. Самар облаҫӗнчи Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, салонра 30 ҫын пулнӑ. Ку 14 сехет те 50 минутра М-5 автоҫул ҫинче пулнӑ. «Хендай» автобуспа «Лада Приора» ҫапӑннӑ. Юрать, автобус салонӗнчи пӗр пассажир та аманман. Кӑштахран транспорт малалла кайнӑ. Вӑл Шупашкартан Геленджика кайма тухнӑ пулнӑ. «Лада Приорӑри» 61 ҫулти хӗрарӑма вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна Сызраньти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шӑмӑршӑ хулинчи «Стройкомфорт» организаци ертӳҫине сӑмалашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — прокуратура. Предприяти ертӳҫи тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем РФ Административлӑ кодексӗн 12.34-мӗш статьяпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья 20 пинтен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать. Пӑтӑрмах Шӑмӑршӑра ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем «Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Пӑкӑян» ҫул ҫине сӑмала тӑкнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарман, машинӑсене урӑх ҫӗртен каймаллине маларах систермен. Сӑмалаллӑ ҫул ҫине машинӑсем пӗлменнипе кӗрсе кайнӑ. Хаклӑ автомобильсем ҫумне сӑмала ҫыпӑҫса ларнӑ. Пурӗ 10 машина шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ хӗрарӑм Йӑлӑма кӑмпа патне кайса ҫӗтсе кайнӑ. Малтан вӗсем ҫырла уҫланкине асӑрханӑ, унтан кӑмпа татнӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан ниҫта кайма аптӑраса кайнӑ. Ҫул ҫухатнине ӑнлансан вӗсенчен пӗри «112» номерпе шӑнкӑравланӑ. Инкек пирки ҫӑлавҫӑсем ЧР Шалти ӗҫсен министерствин полицин Сосновкӑри пунктне пӗлтернӗ. Япӑх хыпара илтсен полицин участокри уполномоченнӑйӗ Сергей Ильин вӑрмана ҫул тытнӑ. Ҫӗтсе кайнӑ кӑмпаҫӑсене вӑл 3 сехет ытла шыранӑ. Хӗрарӑмсем Октябрьски поселок патӗнчен кӗрсе кайнӑ иккен. Хӗрарӑмсем ҫав вырӑнтан 40 километрта пулнӑ. Пакунлӑ ҫын кӑмпаҫӑсене ҫине тӑрса шырани усса кайнӑ — ҫӗтсе кайнӑскерсене каҫ пуличчен асӑрхама пултарнӑ. Пӗрремӗш пӗлӗвӗпе Сергей Ильин, сӑмах май, – вӑрман мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр арҫын машина чӳречисене ватнӑ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи 18-мӗш ҫурт картишӗнче сиксе тухнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне полицейскисем всскаса ҫитнӗ. Чӳречесене ватакан ҫынна та вӗсем тупса палӑртнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Тутарстанри 21 ҫулти каччӑ вӑрланӑшӑн унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Шупашкара вӑл паллаканӗсем хӑнана килнӗ. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн баллон уҫҫи илсе урама тухнӑ. Унта вӑл малтан «ВАЗ-2110», кайран «ВАЗ-2109» машинӑсене ватнӑ. «Тӑххӑрмӗшӗнчен» куртка вӑрланӑ, машинӑна чӗртме хӑтланнӑ. Кайран вӑл «Toyota Rav 4» кроссовера ватма тытӑннӑ. Сасса илтсе автомобиль хуҫи сиксе тухнӑ, каччӑ вырӑнтан тапса сикнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Таджикистанра ҫуралнӑ каччӑ ҫара каяс килменнипе Чӑваш Енре пурӑннӑ. Анчах вӑл кунта тӗпленни миграци саккунӗпе килӗшсе тӑман. Саккуна пӑсакан каччӑна суда чӗннӗ. Тӳрене унӑн мӗншӗн кунта пурӑннине ӑнлантарса пама тивнӗ. Таджикистана ҫамрӑкскерӗн чунӗ туртмасть иккен. Никам кӗтменрен мар. Тӑван кӗтесре унӑн ҫывӑх ҫыннисем пур мӗн-ха: ашшӗ-амӑшӗ, аппӑшӗ, пиччӗшӗ. Тӑван килӗ. Анчах унта ӑна ҫара илсе кайӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл ҫуралнӑ вырӑна — Таджикистана — каясшӑн пулман. Каччӑна суд хӗрхенмен, Раҫҫейрен кӑларса яма йышӑннӑ. Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18-ти каччӑна суд приставӗсем нумаях пулмасть Раҫҫей чикки урлӑ каҫарса янӑ-янах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн явап тытнӑ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм килти мунчара ача ҫуратнӑ. Унтан вӑл пӗчӗк ачана полиэтилен хутаҫа чикнӗ, шыв юхса пухӑнакан вырӑнта пытарнӑ. Пепке сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Кайран хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнӑ, вӑл пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Унти тухтӑрсем вӑл тин кӑна ҫӑмӑлланнӑ хӗрарӑм пулнине асӑрханӑ та кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енри пӗр хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫына хӑратас тесе алимент шыраса илес тенӗ. Ҫав хут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав районӗсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлекен суд приставӗсем патне ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын — калама ҫук явапсӑр. Хӑй вахтӑпа ӗҫлеме ҫӳрет пулин те 7-ри ачине укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть. Арҫын ӑҫта ӗҫленине пӗлменнине ӗнентернӗ хӗрарӑм. Явапсӑрскерне суд приставӗсем (ара, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ-ҫке) шырама пуҫланӑ. Арҫын килӗнчех, унта унчченхи арӑмӗпе пурӑнать сӑмах суд приставӗсен хӑлхине кӗнӗ. Вӗсем тӗрӗслеме кайнӑ. Алӑка уҫнӑ хӗрарӑм курман-илтмен тесе тунма пӑхнӑ-ха. Анчах приставсем ӗненмен. Чӑн та, арҫын килтех пулнӑ. Шкапра пытанса ларнӑ. Хӗрарӑм хистенипе кӗрсе ларнӑ иккен. Алимент парӑмне пухса янӑ арҫынна приставсем тытса кайнӑ. Суд хайхине 10 талӑка хупма йышӑннӑ. Упӑшка пулнӑ этеме пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарассине илтсен хӗрарӑм алимент шыраса илмелли хута каялла илнӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрӗпе иккӗш шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине пӗлтернӗ, малашлӑх планӗсемпе паллаштарнӑ. Упӑшка пулнӑскере хӑратас тесе ҫеҫ алимент шыраса илме йышӑннине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |