Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Канаш районӗнче хыр каснӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Асӑннӑ муниципалитет территорине кӗрекен Вӑтакас Кипеч ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи вӑрманта хыр каснине Канашри районсем хушшинчи прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев материалӗсене Шалти ӗссен министерствин вырӑнти пайне ярса панӑ. Унтисем паллӑ мар ҫын тӗлӗшпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хыр касса республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Раҫҫейӗн Пуҫиле кодексӗн 260-мш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ ӗҫе вырӑнти йӗрке хуралҫисем епле тӗпченине Канашри районсем хушшинчи прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫакӑн пирки надзор органӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна. ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Пархоменко урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртра тӑватӑ ҫемье валли вырӑн пулнӑ. Иккӗмӗш хутран кӑмрӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Алексеевсем иккӗмӗш хутра пурӑннӑ. Пушар 22 сехет те 30 минутра пуҫланнӑ. Алексеевсен залӗнче урайӗнчен тӗтӗм тухма пуҫланӑ. Малтанах пралукран тухнӑ тесе ӑна татса янӑ. Ашшӗ огнетушительпе кӳршисем патне чупнӑ анчах кая юлнӑ ӗнтӗ – ҫулӑм алхаснӑ. Тӗтӗм нумайлансах пынӑ. Алексеевсем ачисемпе, йыттипе пӗрле урама чупса тухнӑ, хӑйсемпе пӗрле паспорт ҫеҫ илейнӗ. Ҫемье халӗ пӗрремӗш хута пурӑнмалла тӑвасшӑн. Вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хальлӗхе вӗсем тӑванӗсем патӗнче пурӑнкалаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пучинкере пурнӑҫ тапса тӑрать Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне судпа айӑплама пултараҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе ята кӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ; иккӗмӗшӗнчен, ӗҫлӗ хута пӑсса, хӑйне кирлӗ пек тӳрлетнӗ теҫҫӗ. Ӗҫсене РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем тата Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫ районӗнчи пайӗнче тӑрӑшакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тӑванӗн Ҫирӗклӗре ҫӗр пур тесе суя хут хатӗрленӗ. Ҫав документа лешӗ Росреестра йӑтса кайса пурлӑха хӑй ячӗпе регистрацилеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш хулинче 29 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫе унӑн аслашшӗ (е кукашшӗ) тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следовательсем 70 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫав кун ватӑ ҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти мӑнукӗн айӑпӗпе вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки те урӑ пулман, эрех сыпнӑ. Тӑвансем ҫапӑҫса кайнӑ. Ватӑ арҫын мӑнукне ҫӗҫӗпе чикнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта канализаци ҫӑлне пӗчӗк ача кӗрсе ӳкнӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхрискер урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ уйӑхрах, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ача уҫӑ канализаци ҫӑлне персе аннӑшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченне айӑпласшӑн. Алькешра ҫав организаци канализаци пӑрӑхне тасатнӑ. Болгарстрой урамӗнчи 7-мӗш ҫурт патӗнчи ҫӑла иртен-ҫӳрен кӗрсе ӳкесрен хупламан. Инкешӗн предприятин ӗҫченӗсенчен пӗри яваплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн пӗр статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнле майпа тата ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Лавкка паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1.30 сехетре, ҫуннӑ. Лавкка икӗ хутлӑ. Ӑна харпӑр усламҫӑ уҫнӑ. Ҫулӑм суту-илӳ залӗнче алхаснӑ. Унти тавар ҫунса кайнӑ, лавккан стенисемпе маччи сиенленнӗ. Пушара сӳнтерме Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем виҫӗ пушар цистернипе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный» уйлӑхра ачапа инкек пулнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсене, тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, ӗненсен, ача эмел нумайрах ӗҫнӗ. Ҫавна пула ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ача сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Арҫын ачана эмеле тухтӑр ҫырса панӑ иккен. Ача ҫумӗнче ҫав препаратсем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин сайтӗнче ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗнсе ҫырнӑ. Тухтӑр ҫырса панӑ рецептпа ачан эмел ӗҫмелле пулсан, ҫавӑн пирки воспитательсемпе вожатӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Асӑннӑ министерствӑри тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, эмел ӗҫнине ача-пӑча уйлӑхӗнчи тухтӑрӑн сӑнаса тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, ача мӗн чухлӗ эмел тата хӑҫан ӗҫнине аслисен йӗркелесе тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Муркаш районӗнчи Чӗпӗлкасси ялӗнче ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Уйрӑм ҫыннӑн пулнӑ пӗр хутлӑ йывӑҫ пӳрт вутра тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. «Хӗрлӗ автана» ҫӑварлӑхланӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын виллине тупнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта юсаса ҫӗнетме май килмӗ. Вӑл кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ темелле. Ӑна юсаса ҫӗнетмешкӗн, тепӗр тесен, кил хуҫин май килмӗ. Хайхискер, 42 ҫулти хӗрарӑм, пушарта вилнӗ. Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри 50 ҫулти пиччӗшӗ те леш тӗнчене ӑсаннӑ. Тӗпчевҫӗсем ку ӗҫе тишкерме пуҫланӑ. Кил хуҫипе тӑванне ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен сӑлтав ҫук иккен. Тӗпчевҫӗсем пушар сӑлтавӗ пирус туртнипе ҫыхӑннӑ версие те тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |