Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури суя дипломлӑ ҫынна явап тыттарнине хыпарланӑ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 41 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплас тенӗ.
Арҫын Чӑваш Республикин учрежденийӗсенчен пӗрне вырнаҫас тенӗ. Ҫавӑнта ӗҫлекен ҫыннӑн аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май арҫын ӗҫе вырнаҫма таҫта такамран туяннӑ суя дипломпа республикӑн Спорт министерствине кайнӑ.
Суя дипломлӑ ҫын ӗҫне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.