Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ. Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӗҫӗр Йӗпреҫ поселокӗнчи Маресеьев урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен лавкка ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен минситерсвтин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуралҫӑ пирус туртнӑ чух асӑрханманнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Хуралта ларкан 50 ҫулти арҫын «хӗрл автана» хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах май килмен. Пушарпа кӗрешекенсем вырӑна икӗ машинӑпа пырса ҫитнӗ. Апла пулин те лавкка тӑкак тӳснӗ. Хуралҫӑ пӳлӗмӗ вутпа сиенленнӗ тата лавкка ҫивиттийӗ ҫуннӑ Инкекре хуралҫӑ та шар курнӑ. Унӑн алли тата ури пиҫсе кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫ районӗнчи тӗп пульницӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пушар 233 хутчен тухнӑ. Ӑна пула 16 миллион тенкӗлӗх тӑкак курнӑ. Вутра 18 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 17-ри каччӑна ултавҫӑ шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Апат валеҫсе ҫӳрекен ҫамрӑк ырӑ кӑмӑллӑскер тата ҫынна хӗрхенекенскер пулнӑ курӑнать. Ун патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ. Апат-ҫимӗҫ саккас парасшӑн евӗр пулса хӑйӗнпе паллаштарнӑ. Телефон номерӗ ҫине 3600 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Тӗл пулсан парса татма шантарнӑ. Каччӑ арҫын ыйтнине ҫийӗнчех пурнӑҫланӑ. Калаҫса татӑлнӑ вырӑна кӑштахран ҫитет те никам та ҫук иккен. Хӑйӗн патне шӑнкӑравланӑ ют номерпе ҫыхӑнать те лешӗ улталанине тунмасть, хӑй тӗрмере ларнине пӗлтерет. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служи пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ каччӑ право хуралӗнче ӗҫлекенсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем усал хыпара хальлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра пуҫиле ӗҫ пуҫарма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Улатӑр районӗнче ҫынна йӑнӑшпа вӗлернӗ этеме суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 41 ҫулти арҫын васкавлӑ пулӑшу водителӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна персе пӑрахнӑ. Вӑй питти кӑҫалхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче Улатӑрти васкавлӑ медпулӑшӑвӑн Первомайскинчи филиалне «ИЖ-27М» маркӑллӑ пӑшалпа пырса кӗнӗ. Ӳсӗр арҫын унта тухтӑра тавӑрас тесе пынӑ иккен. Шурӑ халатлипе хайхи этемӗн тӑванӗ хушшинче ӑнланмалӑх сиксе тухнӑ, вӗсем ҫапӑҫсах кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу паракан филиал алӑкне тухтӑр уҫать тесе шаннӑскер пӑшалтан тӳрех кӗрӗслеттернӗ. Вилекенни васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен водитель пулнӑ. 41-ри арҫын хӑй айӑпне кӑштах кӑна йышӑннӑ, водителе вӗлересшӗн пулман тесе ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнче иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни ҫавӑн чухне йӗрке хуралҫисене хирӗҫ йытӑсене вӗскӗртнӗ, пакунлисенчен пӗрне ҫӗҫӗпе тирнӗ. Шупашкар районӗнчи право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен икӗ арҫын дача вӑррисене тытас шухӑшпа ҫӳренӗ. Раштав уйӑхӗн пӗр каҫхине вӗсем Ҫӑкалӑхьял ҫывӑхӗнчи дачӑсем патӗнче пулнӑ. Михӗсемпе тухакан икӗ арҫынна асӑрхасан хайхисене чарӑнма ыйтнӑ. Лешсем ҫапӑҫма тытӑннӑ. Пакунлисенчен пӗрне ураран ҫӗҫӗпе тирнӗ. Унтан арҫынсенчен пӗри хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ тӑватӑ йытта вӗскӗртсе янӑ. Тӑватӑ ураллисем пакунлисене хупӑрласа илнӗ, ҫыртса пӗтернӗ. Пуҫтахсем вырӑнтан тапса сикнӗ пулин те вӗсенчен пӗрне, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫынна тытса чарма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ун пеккисем пирки кипкепе ҫуралнӑ теҫҫӗ. Сывлӑх енчен хавшакрах ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулӗнче пиллӗкмӗш класра вӗренекен 12-ри ача паян Атӑлта путма пуҫланӑ. Анчах Турри пӗрле пулнӑ. Инкеке лекнӗскер май килнӗ таран тапаҫланнӑ-ха. Пулӑшу ыйтса та кӑшкӑрнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсен патрулӗ иртсе пынӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти участокӗн ертӳҫи Юрий Каргин ача сассине илтнӗ, ӑна пулӑшма васканӑ. Инкеке лекнӗ ача ҫырантан 10 метрта пулнӑ. Шӑнса кӳтнӗскер ҫӑлав тросне те тытайман. Телее, иртен-ҫӳрен тупӑннӑ. Вӗсем вӗрене ҫыран хӗрринче тытса тӑнӑ, Юрий Каргин пӑр ҫийӗн шуса пырса ятарлӑ хатӗрпе ачана ҫаклатса илнӗ. Арҫын ачана ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш. 441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ. 87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ваннӑйӗнче вилнӗ. Инкек шыва ӳкнӗ телефона пула сиксе тухнӑ. Ҫав кун хӗрача ванна кӗме кайнӑ, хӑйӗпне пӗрле телефон илнӗ. Ӑна вӑл заряд илме лартнӑ. Тахӑш самантра зарядкӑри телефон хӗрачан аллинчен шуса тухса шыва ӳкнӗ. Ҫапла майпа шкул ачи сывлама пӑрахнӑ. Кунашкал инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача телефона шыва асӑрханмасӑр ӳкернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ. Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ. Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ. Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ. Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |